Искандер Фазиль Абдулович
Фазиль Искандер | |||||
Çуралнă чухнехи ят: | Фазиль Абдулович Искандер | ||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1929, пуш, 6 | ||||
Çуралнă вырăн: | Сухум, Абхаз АССР, Грузи ССР | ||||
Вилнĕ вăхăт: | 2016, утă, 31 | ||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ | ||||
Пăхăнулăх: | |||||
Ĕçлев тĕсĕ: | XX ĕмĕрти совет, раççей, абхаз прозăçи, эссейçи, сăвăçи | ||||
Тĕлĕ: | реализм | ||||
Жанр: | мемуарсем, сатира, юптару, эссе, афоризм | ||||
Ĕçсен чĕлхи: | вырăс | ||||
Парнесем: |
| ||||
Чыславсем: |
| ||||
Фазиль Абдулович Искандер (1929, пуш, 6, Сухуми, Абхаз АССР, Грузи ССР — 2016, утă, 31, Мускав, РФ) — паллă абхаз тата вырăс прозăçи, сăвăçи, эссейçи.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл Сухуми хулинче, Абхази республикинче, 1929 çулхи пушăн 6-мĕшĕнче кирпĕч савучĕн хуçи пулнă, иран çынĕн çемьинче çуралнă. 1938 çулта пулас çыравçăн ашшĕне Совет Союзĕнчен кăларса янă, çавăнтанпа Искандер нихăçан та ашшĕне курман. Амăшĕн абхаз тăванĕсем ăна Чегемре çитĕнтернĕ.
Абхазири вырăс шкулĕнче ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Мускаври Библиотека институтне аслă пĕлӳ илме кĕнĕ. Виççĕ çул тăрăшнă хыççăн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне куçнă, унта 1954 çулта диплома тивĕçнĕ.
1954 çулта вĕренсе тухнă. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки («Туçи сукмакĕсем» — «Горные тропы») Сухумире 1957 çулта пичетленнĕ, 1950-çулĕсем вĕçĕнче «Юность» («Çамрăклăх») журналпа туслашма тытăннă.
1954—1956 çулсенче Курскра тата Брянскра журналистика енĕпе ĕçленĕ. 1956 çулта Паткомиздатра абхаз уйрăмĕн ертӳçи вырăнне йышăннă, çавăнта 1990-мĕш çулсен пуçламĕшĕччен вăй хунă[1]. 1990-мĕш çулĕсенченпе пĕрмаях Мускава пурăннă.
1979 çулта «Метрополь» альманаха кăларнă çĕре хутшăннă.
2016 çулхи утăн 31-мĕшĕнче Мускавра куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.
Паллă кĕнекисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Сандро из Чегема»,
- «Человек и его окрестности»,
- «Стоянка человека»,
- «Кролики и удавы»,
- «Созвездие Козлотура»,
- «Софичка»,
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Сухумра çуралнисем
- Абхазире çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- РФ патшалăх парнин лауреачĕсем
- СССР патшалăх парнин лауреачĕсем
- РФ Правительстви парнин лауреачĕсем
- «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕх» 2 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 3 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕхĕн» 4 степеньлĕ орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- «Мăн кĕнеке» премин лауреачĕсем
- Абхазин паллă çыннисем
- Совет сăвăçисем
- Совет çыравçисем
- Абхаз çыравçисем
- Вырăс çыравçисем
- Абхаз сăвăçисем
- Вырăс сăвăçисем
- 1929 çулта çуралнисем
- Пушăн 6-мĕшĕнче çуралнисем
- 2016 çулта вилнисем
- Утăн 31-мĕшĕнче вилнисем