Тухӑҫ Ази
Тухӑҫ Ази (Тухӑҫ Аҫи, китай 東亞, 东亚, кор. 동아시아, яп. 東アジア, монг. Дорнод Ази) — Азин тухӑҫ пайӗ, тӗнчери географи, политика, этнос-этеплӗх регионӗ.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Регион лаптӑкӗ — 11 839 074 км².
Тухӑҫ Ази Лӑпкӑ океанӑн Япон, Тухӑҫ-Китай тата Кӑнтӑр-Китай тинӗсӗсемпе юнашар вырнаҫнӑ. Регионти ҫӗр чӗтренӳ хастарлӑхӗ пысӑк. Тухӑҫ пайри климат - муссонлӑ, нӳрлӗ, час-часах тайфунпа шыв илни. Тухӑҫ Азин океантан инҫетре вырнаҫнӑ Тибетре тата Монголире хаяртарах климат. Регионти чи пысӑк патшалӑх - Китай Халӑх Республики.
Тухӑҫ Азие кӗрекен патшалӑхсем:
Анчах физика-географиллӗ Монголи, ҫурҫӗр-анӑҫ Китай (Синьцзян, Тибет, Шалти Монголи, Цинхай, анӑҫ Сычуань, ҫурҫӗр Ганьсу) Вӑтам Азие кӗреҫҫӗ.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Регионти чи пысӑк экономикӑпа аталаннӑ Китайпа Япони. Китай Халӑх Республики час-часах аслӑ вӑй (акăл. super power) пек палӑртать. Ази тигрӗсем текеннисем - Кӑнтӑр Корейпе Тайвань.
Халӑх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Регион халӑх йышӗ - 1,618 миллиард ҫын, ку тӗнчен халӑх йышӗн 21,8% е пӗр пиллӗкмӗшӗ ытла. Региона Инди хыҫҫӑн тӗнчери чи халӑх йышлӑ ҫӗршыв кӗрет - Китай. Анчах халӑх кал-кал мар пурӑнать. Халӑх йышлӑхӗ чи пысӑк кӑнтӑр-тухӑҫ Китайра, Тайваньте, Корей ҫурутравӗнче, Японире. Монголипе ӑнаҫ Китай халӑхпа кӑшт кӑна йышлӑ.
Этноспа тӗн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тухӑҫ Азири чи пысӑк халӑхсем ку ханьсем, японсем, корейсем. Тухӑҫ Азири китай-тибет, япон-рюкю, тӗрӗк (уйгурла тата казахла), монгол, тай-кадай, мяо-яо, австронези (Тайвань чӗлхисем) чӗлхе йышӗсем тата уйрӑмлатнӑ корейле, айнула сарӑлнӑ.
Регионта конфуцилӗх, буддизм, даосизм, синтоизм, христанлӑх пур
Халӑхӑн ватӑлни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тухӑҫ Азин ҫӗршывӗсен халӑхӗ (Монголисӗр) пур Ҫӗрте пек (Сахарӑран кӑнтӑралла вырнаҫнӑ ҫӗршывсемсӗр) пӗтӗм тӗрчери ватӑлни процесӗнче пурӑнать, тата унпа чӗннӗ аталаннӑ ҫӗршывсенче демографи кризисӗпе, Европӑпа Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азин (Сингапур е Таиланд пек) ҫӗршывӗсен халӑхӗсем Ҫӗрти ватӑлнин шайӗ чи ҫӳллӗ. Анчах Европа ҫӗршывӗсенчен уйрӑлса тӑракан Ази ҫӗршывӗсенчи йывӑртарах иммиграци политикине пула вӗсен халӑхӗн ватӑлни чарӑнмасть[1][2][3][4][5][6][7].
Ҫакӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Infographic on Global Population Trends (акăлч.) (2020-03).
- ^ Heidi Learner Japanification: Is Global Deflation Ahead? (акăлч.) (2020-03-01).
- ^ Global Health and Aging (акăлч.) (2011-10). Тĕрĕсленĕ 9 Пуш уйӑхӗн 2021.
- ^ World Population Ageing 2019 Highlights (акăлч.) (2019). ISBN 978-921148325-3
- ^ Global Issues. Ageing (акăлч.).
- ^ About Global Aging (акăлч.).
- ^ Haseltine, William A. Why Our World Is Aging (акăлч.) (2018-11-19).
Тĕнче регионĕсем |
|
---|---|
Америка | |
Европа | |
Ази | |
Африка | |
Океани | |
Поляр регионĕсем | |
Океансем |