Сементер Юрий Семёнович

Юрий Семендер | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт: | Кăрлач, 2, 1941 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Танăш ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Парнесем: | Çеçпĕл Мишши парни (1983) Нестер Янкас парни (1996) Фатых Карим парни (2002). |
Чыславсем: |
«Çарти хастарлăхшăн» медаль (1970) ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1984) Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.) Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988 ç.) ![]() |
Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.
Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.
1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.
Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).
1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.
Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.
Пултару ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.
- Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X
Чыславсемпе парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Çеçпĕл Мишши парни (1983),
- Нестер Янкас парни (1996),
- Фатых Карим парни (2002).
Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Ялав» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕсем |
|
---|---|
Ушкăнсем | |
Пайăр çынсем |
Агаков Леонид Яковлевич (1967) • Збанацкий Григорий Олиферович (1967) • Григорьева Нина Ильинична (1967) • Хирбю Григорий Яковлевич (1967) • Морева Татьяна Григорьевна (1976) • Васильев Александр Георгиевич (1987) • Галкина Валентина Митрофановна (1968) • Воробьёв Алексей Александрович • Емельянов Анатолий Викторович (1975) • Краснов Георгий Васильевич • Орлов Георгий Фёдорович • Заломнов Пётр Дмитриевич • Захаров Виталий Николаевич • Матросов Юрий Петрович • Серёгина Ольга Витальевна • Айташ Юрий Григорьевич • Трощенко Владимир Николаевич • Григорьев Николай Данилович (1970) • Афанасьев Порфирий Васильевич (1982) • Сементер Юрий Семёнович (1983) • Хусанкай Пётр Петрович (1969) • Хусанкай Атнер Петрович (1989) • Ювенальев Юрий Ювенальевич • Кондратьев Михаил Григорьевич • Захаров Виталий Николаевич • Краснов Георгий Васильевич • Туркай Валерий Владимирович • Чураков Владимир Дмитриевич • Смолин Анатолий Семенович • Чекушкин Владимир Иванович (1984) • Асамат Светлана Васильевна (1989) • Сарпи Раиса Васильевна (1987) • Быков Борис Петрович • Кудаков Юрий Дмитриевич • Мадуров Фёдор Иванович • Филиппов Орест Иванович • Павлов Пётр Васильевич • Иванов Иван Геннадьевич (1983) • Матросов Юрий Петрович (1986) • Шалунов Евгений Петрович (1978) |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- РЧăваш Енре çуралнисем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕн кавалерĕсем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Ялав журналăн тĕп редакторĕсем
- Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕсем
- Халĕ пурăнакансем
- Сăвăçсем, алфавитпа
- СССР сăвăçисем
- СССР çыравçисем
- Раççей сăвăçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Чăваш сăвăçисем
- Чăваш халăх сăвăçисем
- 1941 çулта çуралнисем
- Кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнисем
- Страницы, использующие волшебные ссылки ISBN