Контент патне куҫ

Чăваш Шмалак

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ял пайĕ (унччен уйрăм ял)
Чăваш Шмалак
Чăваш Шмалак
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă районПавловка
Ял тăрăхĕТутар Шмалак
Координатсем52°47′20″ с. ш. 46°58′50″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Шалти пайлануурамсем
Пурăнан вырăн Ял пайĕ (унччен уйрăм ял)
Наци йышĕирçесем, чăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Этнохоронимшмалаксем, чăвашшмалаксем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 +7 842 48
Почтă индексĕ433977
Автомобиль кочĕ73, 173
ОКАТО кочĕ73 232 835 002
Чăваш Шмалак (Раççей)
Точка
Чăваш Шмалак (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Шмалак (выр. Каменный Ключ) — Чĕмпĕр облаçĕн Павловка районĕнчи 20-мĕш ĕмĕр варрииччен пулнă ял. Хальхи вăхăтра Ирçе Шмалакĕн пĕр пайĕ шутланать.

Юхма Мишши çыравçă çапла çырнă[1]:

Çакăнти чăвашсем тата тепĕр яла хайсенчен катасшăн мар: ку Шăмалак ялĕ, Шăмалак шăп та шай Илем шывĕ пуçланса кайнă тĕлте вырнаçнă, анчах вăл хальхи Ульяновск облаçне кĕрет, Итем-Кураран Шăмалака çитме инçе мар, пурĕ те икĕ çухрăм çеç. Шăмалакаран иртсен вара, ку енче урăх чăваш ялĕсем тĕл пулмаççĕ, çавăнпа пуль ĕнтĕ шăмалаксем итĕмкурасемпе, пикмăрсальсемпе, Неверкино районĕнчи ытти ытти чăвашсемпе ĕçсе-çисе, пĕрле хутшăнса пурăнаççĕ.

Ял Ирçе Шмалак тата Чăваш Шмалак (выр. Каменный Ключ) текен пурăнмалли вырăнсене пĕрлештернĕ. Урăхла каласан, малтан ирçесемпе чăвашсен ялĕсем уйрăм шутланнă.

Хăçан пĕрлештерни паллах мар. Анчах Интернетра ак çаканшкал хыпарсем пур:

Çавăн пекех тата ак çак документ та кăсăклă:

Ку ыйтупа çыхăннă тата тепĕр хыпар:

"Чăваш Шмалак" тени историе юлнă пулсан та, паян унчченхи ялăн вырăсла ячĕпе усă курнă тĕслехĕсем пур. Акă вĕсенчен пĕри:

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Мартынов Василий Алексеевич (?-?) — Шăмалак ялĕнче 1929-мĕш çулта колхоз йĕркеленĕ, унăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă[7].
  • Мартынов Александр Алексеевич (1914 çур.) — Чапаевск хулин хисеплĕ гражданинĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]