Чăваш вăрманĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Чăваш вăрманĕ наци паркĕ - Федераци шайĕнчи çутçанталăк усравĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

РФ Правительствин 1993 çулхи утă уйăхĕн 20-мĕшĕнчи 588 № йăшăнăвĕпе туса хунă. Шăмăршă районĕнче вырнаçнă.

Атăлçи сăрчĕн çурçĕр пайĕнче, Пасна юханшывĕн икĕ çыранĕнчи çĕрĕсене йышăнать. Лаптăкĕ - 25,2 пин га, 90% - вăрман çĕрĕ.

Çурçĕртен кăнтăралла - 24 çухрăм, тухăçран анăçа çити - 17 çухрăм. Наци паркне 4 зонăна пайланă.

Юханшывсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Наци паркĕнче юханшывсем нумай. Весенчен чи пысăккисем: Пасна, Шурă Пасна, Хура Пасна , Хирла, Упамса.

Ӳсентăрансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паркра тĕрлĕ йышши ӳсентăрансем питĕ анлă сарăлнă. Çӳллĕ йышши ӳсентăрансем 800 ытла тĕс ӳсет. 2 тĕсне Раççейĕн Хĕрлĕ Кĕнекине кĕртнĕ (Венера пушмакĕпе хĕрлĕ пыльцеголовник). Чăваш Хĕрлĕ Кĕнекине 22 тĕс кĕртнĕ: (каврăç, бук упа курăкĕ, сарă чапăл курăкĕ, çеçпĕл, шыв хупаххи, чăрăшлăх курăкĕ, сунчăклă грушанка, уйăх курăкĕ, сенкер чечек, кушак ути, персик çулçиллĕ шăнкăрав курăкĕ, сӳрĕк курăк, гудайерă, икĕ çулçăллă людба, пальчатокоренник, пилĕк çулçăллă шăл курăкĕ, тайник, çаврака çулçăллă грушанка, шыв ирисĕ.

108 тĕс сиплев курăкĕ ӳсет.

Хыр, чăрăш, ăвăс, хурăн, çăка, юман пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Хура çырла, кĕтмел, шур çырли, пăчăр çырли, упа çырли (тинкĕле курăкĕ) ӳсет.

Чĕрчунсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паркра 120 тĕс кайăк палăртнă, вĕсенчен 90 йăва çавăраççĕ. 19 тĕс пулă, 16 тĕс амфибисемпе рептилисем, 40 тĕс сĕт çитерекенсем. Ку Чăваш Енри позвончныйсен 90% пулать.

Сунар кайăкĕсем: ăсансем, карăксем, пăчăрсем тĕл пулаççĕ. Юрлакан кайăксем питĕ нумай. Сайра тата пĕтсе пыракан чĕрчунсем те пур: хăмăр упа, çӳлевĕç, ăтăр, ахаль путене, тăрна, ӳхĕ тата ыттисем. Хурт-кăпшанкăсен тĕсĕсем питĕ анлă сарăлнă, Вăтам Атăл тăрăхĕнчи сарăлнă пĕтĕм семействисем тĕл пулаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Афанасьев Ю. И., Хмельков Н. Т. Фауна позвоночных животных национального парка «Чaваш вaрманe» // Фауна и экология животных национального парка «Чaваш вaрманe». Вып.1. — Чебоксары, 1997. — С. 71-73.
  • Гафурова М. М., Теплова Л. П. Характеристика растительности и флоры некоторых участков национального парка «Чaваш вaрманe» // Науч. труды национального парка «Чaваш вaрманe». Т.1. — Чебоксары-Шемурша, 2002. — С. 48-71.
  • Красильников В. А. К фауне муравьев (Insecta, Hymenoptera, Formicidae) национального парка «Чаваш вармане» и сопредельных территорий // Фауна и экология животных национального парка «Чaваш вaрманe». Вып.1. — Чебоксары, 1997. — С. 68-70.
  • Красная книга Чувашской Республики. Том 1. Часть 1. Редкие и исчезающие растения и грибы. Гл. редактор, д.м.н., профессор, академик Иванов Л. Н. Автор-составитель и зам. гл. редактора Димитриев А. В. — Чебоксары: РГУП "ИПК «Чувашия», 2001. — 275 с.
  • Ластухин А. А. К познанию фауны чешуекрылых (Insecta, Lepidoptera) национального парка «Чaваш вaрманe» // Фауна и экология животных национального парка «Чaваш вaрманe». Вып.1. — Чебоксары, 1997. — С. 63-67.
  • Научные труды национального парка «Чаваш вармане». Т.2. Отв. за выпуск Яковлев А.А.., Чебоксары, 2008. – 97 с.
  • Научные труды национального парка «Чаваш вармане». Т.3. Чебоксары, 2010, 136 с.
  • Национальный парк «Чаваш вармане». Чувашская Республика. Научно-вспомогательный библиографический указатель. — Чебоксары: «Новое время», 2006 г. — 44 с.
  • Тихонов П. Т., Тихонов В. П. Национальный парк «Чаваш вармане». Чувашская Республика. — Чебоксары.: «Новое время», 2006 г. — 104 с.
  • Яковлев А. А. Анализ орнитофауны национального парка «Чаваш вармане» (Чувашская Ресупблика)// Актуальные проблемы естествознания: Материалы Всероссийской научно-практической конференции / Под. ред. Л. Н. Воронова, Н. В. Хураськиной, А. А. Шуканова. — Чебоксары: Чувашгоспедуниверситет им. И. Я. Яковлева, 2006. — С. 135—143.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Раççей наци паркĕсем