В. И. Чапаев ячĕллĕ сквер
В. И. Чапаев ячĕллĕ сквер Шупашкар хулин ватă пайĕн территоринче ĕлĕк В. И. Чапаев çуралнă ялĕ — Будайка — пулнă вырăнĕ. Сквер лаптăкĕ — 6 га.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сквер майлаштариччен кунта колхоз уйĕсем сарăлса выртнă, Канаш- Шупашкар автомобиль тракчĕ иртнĕ.
Сквера малтан пахалатса 1960 çулхи çĕртме, 23 Чапаев палăкне (скульптор П. Баландин, архитектор В. Морозов ăсталанă) уçнă.
1974 çулхи çăвăн 9-мĕшĕнче сквер территоринче В. И. Чапаев астăвăм музейĕ уçаççĕ. 1986 çулта музей çурчĕпе юнашар Чапаевсен ялти пӳртне лартнă. И. С. Чапаев пӳртне 1912 çулта Шупашкар районĕнчи Тохмей ялне сутса янă пулнă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Данилова А.П., Данилов В.Д., Иванова Т.Н. Мой город (Паспорт юного чебоксарца). – Чебоксары, 2004.
- Иванов Е.И. Старые Чебоксары. Альбом рисунков. – Шупашкар, 1994.
- Можаров Г.Г., Никитин А.С. Памятные места и достопримечательности города Чебоксары и Чувашской АССР. – Шупашкар, 1987.
- Терентьев А.И. Чебоксары и чебоксарцы: Записки краеведа. – Шупашкар, 2001.
- Гаврилов И. Таким будет музей легендарного Чапая // Советская Чувашия. 1967. 2 декабря.
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарти паллă вырăнсем | ||
---|---|---|
Музейсем:
Наци музейĕ •
Ӳнер музейĕ •
В. И. Чапаев музейĕ •
Çеçпĕл музейĕ •
Сăра музейĕ •
Литература музейĕ •
М. С. Спиридонов хваттерĕ
|