Юракка
Юракка (çавăн пекех, ахăртнех, Юрак) — чăваш халаплăхĕпе килĕшÿллĕн, хĕрарăм-çарпуç, чăваш; 1000 (пин) çул каялла пурăннă[1]:35.
Кунсăр пуçне, сăнарăн тепĕр ят та пур: Чумар. Çапла вара, ку ят икĕ еннелле йÿпленсе каять темелле. Мĕншĕн иккенне тавçăрса илме те май пур. Халапри сăнар ял ячĕпе çыхăннă та, ялĕн вара икĕ ят — чăвашла тата вырăсла (Чумкасси — Юраково); кашни ячех хайхи хĕрарăм-çарпуç сăнарĕпе çыхăннă имĕш. Ку статьяра «Юракка» тенине суйласа илнĕ.
Ку сăнара Çуйăн Хĕветĕрĕ те хăй пухса майлаштарнă «Улăп» эпоса Юрекке ятпа кĕртнĕ[2].
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юракка е Чумар пирки чи малтан Е. Александров Хусан кĕпĕрнинчи Шупашкар уесĕнчи Чучукасси ялĕнче 1914-мĕш çулта çырса илнĕ[1]:386[3]. В. Д. Димитриев ĕнетернĕ тăрăх, архиври ку хыпар пирки ăна чи малтан филологи ăславĕсен кандидачĕ Ефросиния Сергеевна Сидорова пĕлтернĕ[1]:426.
Çавăн пекех, каярах çырса илекенсем те пулнă[4].
Шăп çакнашкал ятлă авалхи хĕрарăм-çарçăсене асăнни чăваш фольклорĕнче урăх çук темелле. Анчах унашкал сăнарсене, ятне асăнмасăр е урăх ятсемп, кăтартса панисем татах пур. Вăл шутра Чемен пирки хайланă тата 1900-мĕш çулта çырса илнĕ халапра[5][1]:34,386. Чеменĕ хăй арçын-ха, хĕрарам мар. Анчах та вăл ертсе пыракан ушкăнра хĕрарăм-çарçăсем те пулнă иккен. Хальхи чăваш хĕрĕсем шĕвĕр тăрăллă тухьясемпе çÿрени те çавнашкал традиципех çыхăннă имĕш.
Сăмах май каласан, Н. Г. Гарин-Михайловский çыравçăн та çавнашкал шухăшлларăшсемех пулнă, вăл чăваш хĕрĕсен тумĕ пирки, уйрăмах тухьясем çинче чарăнса тăрса, çапла çырнă: «... на голове были оригинальные уборы: металлические шапки вроде тех, что носили древние воины времён Владимира, с острой шапочкой на макушке; на грудь, вдоль щек, от шапочки падали длинные застежки, все обшитые мелкой и крупной серебряной монетой»[6]<Куçару: ...пуç çинче хăйьевĕрлĕ калпаксем: Владимр вăхăтĕнчи çарçăсен шлемĕсем пек, металран тунăскерсем, шĕвĕр тăрăллă; кăкăр çинелле, питсем тăрăх, вĕтĕ тата шултра нухратсемпе майлаштарнă çыхăлла çаклаткăчсем анаççĕ.>.
Тымарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В. Д. Димитриев шухăшĕпе, амазонсем евĕрлĕ хĕрарăм-паттăрсем, татах та сăм аваларахри матриархат тапхăрне шута илмесен, Хура тинĕсрен пуçласа Кăнтăр Урал таранчченхи талккăшра кивĕ эра тата çĕнĕ эра пуçламăшесенче пурăннă авалхи сарматсен пулнă. Çав сарматсен витĕмĕпе чăвашсем тата ытти халăхсем хушшиче те çавнашкал сюжетсем çуралма пултарнă[1]:35.
Сарматсен тата, çавăн пекех, вĕсемпе çыхăннă савроматсен амазонлăхĕ пирки авалхи авторсем те, хальтерехри ăславçăсем те пайтах çырнă[7].
Хĕрарăм-çарçăсен сăнарĕ хальхи чăваш культуринче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи çыравçăсем, ÿнерçĕсем хăйсен хайлавĕсенче амазонсем евĕрлисене кăтартса панă темелле. Вăл шутра, сăмахран, Юхма Мишшин «Кăвак çĕмрен» роман-легендине (легендăлла романа) асăнма пулать.
Чăваш халăх çыравçин Николай Терентьевăн «Çĕрпе хĕр» пьеса (трагеди) пур. Марина Карягина «Кĕмĕл тумлă çар» хайлав (вăл сăвăлла трагеди) ăсталанă. Хĕрарăм-çарçăсен, амазонсен витĕмĕпех, «ама çын» текен ăнлав та çуралнă. Праски Виччи ÿнерçĕн çакнашкал хайлавсем пур[8]: Ама-ама çын. 1992. Б., тушь, акварель. 30х30; Ама çын. 1992. Хут, тушь. 30х40; Амазон. 1992. Хурçă, эмаль. 40х40; Амазон. (Уçлăхри композици). 1992. Хурçă, эмаль. 40х40; Амазон. 1992. Хурçă, эмаль. 40х50.
Е тата Раиса Сарпи сăвăç, «Хĕвеллĕ, уйăхлă тухья...» сăввинче[9], паянхи чăваш хĕрне сăнарласа, çапла каланă: "Ама çын кĕмĕлĕ пекех / Ялтрать тĕнче ун тумĕнче." Кунтан та ытларах, сăвăç ак çапла çирĕплетет тата: "Çапăçура пĕтсен арсем, / Тухьяллă пикесем-хĕрсем, /Пухса хăюллă çĕн çарсем / Кĕрешнĕ тăшманпа хĕрсе."
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Димитриев В. Д. Чувашские исторические предания. Чебоксары, 1993, 446 с.
- ^ Ҫуйӑн Хӗветӗрӗ. Улӑп: Чӑваш эпосӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1996. — 573 с. (сăмахран, 59-мĕш страницăна пăхма пулать)
- ^ Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ăслав архивĕ (малалла: ЧПГИ ĂА), 1-мĕш уйрăм, 265-мĕш том, 205-211-мĕш стр. (Е. Александровăн 1914-мĕш çулхи çырсаилĕвĕ)
- ^ ЧПГИ ĂА, 3-мĕш уйрăм, 374-мĕш управ пĕрчи, 8-мĕш листа, 376-мĕш управ пĕрчи, 74-75-мĕш листасем (тÿнтерĕ), 469-мĕш управ пĕрчи, 56-мĕш листа (пурне те 1974-мĕш çулта çырса илнĕ).
- ^ Православный благовестник. М., 1900, т. I, №3 (март), кн. 2, с.217-218.
- ^ Гарин-Михайловский Н. Г. Несколько лет в деревне. Очерки, драма. Чебоксары, 1980. с. 210-211.
- ^ Б.H. Граков Γυναικοκρατούμενοί (Пережитки матриархата у сарматов). // ВДИ. 1947. №3. С. 100-121.
- ^ Алфавитный указатель произведений В. П. Петрова — Праски Витти, Народный художник Чувашии.
- ^ Тухья низовых чувашек (АЗВ) — Чувашский народный сайт.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Олеся ВОИ. Амазонсем — Хыпар, 28 Пуш, 2014.
- автор: Мадуров Федор Иванович 24.04.1942КПВХ—25741 Ама сын. 1998 г. Бронза. 56 х 30 х 31
- Юхма Мишши, Чăваш халăх писателĕ, академик, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ. Яланах савăнса вулатăп.
- Тафаев Г. И. ЧУВАШСКИЙ ЦИВИЛИЗАЦИОННЫЙ СИМВОЛИЗМ В ПРОИЗВЕДЕНИЯХ АНАТОЛИЯ МИТТОВА И ПРАСКИ ВИТТИ.
- "Боевые" чувашки" 2024 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.