Юханшыв хăнтăрĕ
Хăнтăр - кăшлакан чĕр чунсенчен чи пысăкки. Вăл лӳппер курăнать. Утнă чухне хырăмĕ çĕре перĕнет. Шыва кĕрес умĕн хăнтăр хăлха шăтăкĕсене питĕрет. Каскăч шăлĕсем питĕ лайăх аталаннă, çăварĕчен тухса тăраççĕ. Вăл ӳсентăранпа тăранать. Чи юратнă апачĕ - ăвăс, йăмра, çирĕк, тирек йывăççисен хупписем. Вĕсене çиме хăнтăрсем каçхине йăвисенче тухаççĕ. Çинçе туналлă йывăçсене пĕрре çыртсах татать. Ытларах чухне 10-14 сантиметр диаметрлă çамрăк йывăçсене касса ӳкерет. Кайран сыппа пайласа йăви çывăхнелле сĕтĕрет. Çыран лутра чухне хăнтăрсем "пӳрт" тăваççĕ. Ăна çӳллĕ те типĕ вырăна лартаççĕ. Вăл конус евĕрлĕ. Сарлакăшĕ 5 метр таран, çӳллĕшĕ 1,5 метр таран пулать. «Пӳртне" хăнтăрсем йывăç тураттисенчен купаласа тăваççĕ, юшкăнпа тата пылчăкпа çирĕплетеççĕ. Вăл «пӳрте» вара упа та çĕмĕрсе кĕреймест. Хăнтăрсем хăйсен "пӳртне" çĕр айĕнчен кĕрсе çӳреççĕ. Пурăнасса хăнтăрсем 30 çул таран пурăнма пултараççĕ. Çурисем амăшĕнчен çуралсан икĕ çултан кăна уйрăлаççĕ. Хăнтăрсене кашкăрсем, çӳлевĕçсем тапăнма пултараççĕ. Пирĕн республикăра хăнтăрсем 1951 çултан пуçласа ĕрчеме тытăннă. Вĕсен йышĕ хальхи вăхăтра 1 пинтен ытларах шутланать.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хăнтăрсем Челябинскра 2008 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- Хăнтăрсемпе çутçанталăк объекчĕсем (канашлу)) 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Google Earth çинче Киев патĕнчи хăнтăрсен «пӳрчĕ 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.