CERN

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ӳкерчĕк:CERN logo 400x400.gif
CERN тăмхи.

ЦЕРН (CERN) — тĕшĕ тĕпчевĕсен Европа йĕркелĕлĕхĕ, çӳллĕ хăват физикин тĕнчери чи пысăк лаборатори.

Çаплах хăш чухне Европăри йĕтре тĕпчевĕсен центрĕ. CERN аббревиатури фр. Conseil Européen pour la Recherche Nucléaire (Европăри йĕтре тĕпчевĕсен канашĕ) пулса тухнă. Чăваш чĕлхинче, вырăс чĕлхинчи пекех, ЦЕРН аббревиатурăпа усă кураççĕ.

Пĕрлехи хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

ЦЕРН Швейцарипе Францин чиккинче, Женева çумĕнче, вырнаçнă. ЦЕРН территорине иккĕ тĕп тата темиçе вак çĕр лаптăкĕ кĕрет. Пысăк çурт-йĕр комплексĕнче ĕçлев кабинечĕсем, лабораторисем, ĕç-тăвăм пӳлĕмĕсем, ампарсем, конференци залĕсем, пурăнмалли пӳлĕмсем, апатлану залĕсем вырнаçнă.

Хăвăртлав комплексĕ çĕр çийĕнче те (кивĕ хăвăртлавçăсем Linac, PS), 100 метр тарăнăш çĕр айĕнче те (хальхи SPS, LHC).

Тĕп çĕр вырăнĕ — швейцарсен Мейран (Meyrin) пĕчĕк хули, т. с. site Meyrin, патĕнчи территорийĕ. Тепĕр тĕп çĕр лаптăкĕ францисен Превесан-Моэн (Prévessin-Moëns) пĕчĕк хули — site Prévessin — патĕнчи территорийĕ.



ЦЕРНа хутшăнакан патшалăхсене укçа парав тивĕçĕ 2008 çулта 1075,863 миллион швейцар франкĕ (990 миллиона яхăн американ долларĕ).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хутшăнакансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Килĕшĕв çине 1953—1954 çулсенче малтан алă пуснă патшалăхсем:

1954 хыççăнхи улшăнусем :

Сăнавçă статуслĕ патшалăхсемпе йĕркелӳсем:

Хальхи вăхăта ЦЕРНа 20 патшалăх хутшăнать, сăнавçă-патшалăхсем те ЦЕРН проекчĕсене хастар хутшăнаççĕ.

Хальхи паллă проектсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăк адрон коллайдерĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пысăк адрон коллайдерĕ, проектпа максималлă 14 ТэВ энергиллĕ), протон-протонлă коллайдер (LHC (çаплах йывăр ионсене хăвăртлатать) халĕ тĕп проекчĕ пулать. Тăватă тĕп детектор, çав шутра иккĕ нумай тĕллевли, тăваттă çĕр айĕнчи шахтăра вырнаçнă. ATLAS тата CMS нумай тĕллевлĕ экспериментсем. B-физикăна тĕпчемелли ятарласа тунă детектор — LHCb.

Лабораторин ăслăлăх çитĕнĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1973: Гаргамель хăмпă камерипе усă курса нейтраллă юхăмсене уçнă.
  • 1983: UA1 тата UA2 эксперименчĕсенче W- тата Z-бозонсене уçнă.
  • 1989: LEP хăвăртлавçă çинче экспериментра нейтрино сорчĕсен шутне палăртнă.
  • 1995: PS210 экспериментĕнче антиматерин пĕрремĕш атомĕсене — водород атомĕсене — çуратнă.
  • 2001: NA48 экспериментĕнче Тӳррĕн CP-симметри пăсăвĕсене.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:CERN