Контент патне куҫ

Геометри

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕрарăм ачасене геометрипе вĕрентет. Парисри Евклидăн «Пуçламăшсем» алçырăвĕнчи капăрлатăвĕ. XIV ĕмĕрĕн пуçламăшĕ.

Геометри (грек γηÇĕр, μετρηω — виçетĕп) — математикăн уçлăхри хутшăнусене тĕпчекен тата пĕрлештерекен уйрăмĕ.

Геометри уйрăмĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Аналитикăлла геометри — координатсен меслечĕн геометрийĕ. Вăл аффинла е Декартла координатсенче алгебрăллă танлаштарусемпе, алгебра меслечĕсемпе палăртнă йĕрсене, векторсене, кӳлепесене тата улăштарусене тĕпчет.
  • Топологи — пĕлтерĕшпе татти-сыпписĕрлĕх (татăлмилĕх) çинчен пĕтĕмĕшле ăслăх.
Геометри музейĕ. Лувр.

Геометрие пуçарса яракансем тесе икĕпатсенчен çĕре, кĕлеткесен калăпăшне виçессине вĕренсе ăслăх туса хунă авалхи грексене асăнма пулать. Ку тăрăм япаларăшсен капĕпе вырнаçăвне çеç шута илсе ытти пахалăхсемпе енсенчен абстракциленнипе пулса иртнĕ. Рецептсенчен пĕрлехи виçеллĕ саккунсене туса хурсан тин геометри ăслăх шайне куçать. Геометрири пĕрремĕш систематика тата çирĕплетӳ ĕçĕсене грексем туса хатĕрленĕ. Чи сумлă вырăнта п. эрч. 300 Евклид хатĕрленĕ «Пуçламăшсем» тăраççĕ. Çак ĕç халĕ те аксиоматика меслечĕпе каласа кăтартнă тĕслĕх шутланать: унта шухăшсене тӳррĕн кăтартнă тата çирĕплетмелле мар нумаях мар шухăшсенчен — аксиомăсенчен — логика йĕркипе аталантарнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]