Кейÿ
Киев | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Украина |
---|---|
Регион: | тĕп хули |
Никĕсленĕ: | 482 |
Хула, çултан: | паллă мар |
Халăх йышĕ, пин çын: | 2 666,3 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | 839 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 50°27′ ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 30°30′ х.т. д |
Киев (укр. Київ [ˈkɪjiu̯]) — Украинӑн тĕп хули. Днепр юханшыв хӗрринче ларать.
Хула кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Киев облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.
Бронза ĕмĕрĕ тапхарĕнче кăнтăр-анăç территоринче шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (пăхăр ĕмĕрĕ) неолит тапхăрĕсене триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.
Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Киевçумĕн çурçĕр-анăçĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.
Хальхи Киев (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.
Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.
Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.
882 çултанпа вăл Киев Руçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1240 çулта хулана тутар-монголсем аркатнă. 1362 çултан пуçласа Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.
1654 çултан пуçласа Раççей Империйĕ шутне кĕнĕ. 1934 çултанпа Украин ССРĕн тĕп хули. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕпе 1943 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ хушшинче нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.
1917 çулхи чӳк — 1920 Киев алран ала куçнă, тăрăмĕ пĕрмаях улшăнса тăнă:
- 1917 çулхи чӳк уйăхĕччен - Раççей Империйĕ
- 1917, чӳк - Украина халăх республики (УХР)
- 1918, нарăс уйăхĕнчен - РСФСР
- 1918 çулхи пуш уйăхĕнчен - УХР, герман çарĕсен пулăшăвĕпе çĕнĕрен туса хунă
- 1918 çулхи ака уйăхĕнчен - Украина Тăрăмĕ, хетьмăн Скоропадский сĕнсе каланă.
- 1918 çулхи раштав уйĕнчен - УХР, Петлюрăн çарĕсем çĕнĕрен туса хунă.
- 1919, нарăс уйăхĕнчен - РСФСР
- 1919 пуш уйăхĕнчен - УССР
- 1919, çурла - Колчак ертсе пынă Раççей Патшалăхĕ шутĕнче, Деникин çарĕсем çĕнтерсе илнĕ.
- 1919, çулла - 1920 - УССР
- 1920 ака - Междуморье, польша çарĕсем ярса илнĕ.
- 1920, çу-çĕртме - УССР
1918, кăрлач — 1919, ака — ирĕклĕ Украинăн (Тĕп Рада, Скоропадского Хетьмăнлăхĕ, Петлюрăн Директорийĕ) тĕп хули. Çав хушăрах, 1918 ç., совет Украина ССРĕн тĕп хули Харьков пулнă. 1934 ç. Совнарком йышанăвĕпе Украинăн тĕп хули ятне Харьковран Киевне куçараççĕ
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Киев нимĕçсен тытăмĕнче авăн, 19, 1941 — чӳк, 6 1943 пулнă.[1] 1941 çулта, çурла-авăн уйăхĕсенче Киев çумĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен (Киев çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.
Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе Киев хулине паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Киев — ирĕклĕ Украина тĕп хули.
1991 çултанпа Украина патшалахĕн тĕп хули.
Халăх йышĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 30 000 яхăн çын пурăннă. Халăх çырăвĕпе (2001) Киевра 2 611 300 пурăнакан пулнă.
Климачĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Çулти вăтам температура — +7,7 C°
- Çулти вăтам çил хăвăртлăхĕ — 2,4 м/с
- Çулти вăтам сывлăш нӳрĕклĕхĕ — 75 %
Тĕнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Промăçлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киев Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать. Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.
Транспорчĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата çĕршывăн шалĕнчи Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. 1960 ç. 3 йĕрлĕ, 56,5 çм тăсăлăвлĕ метрополитен (çавăн пекех Киев метрополитенĕ вулăр).
- Киевăн çĕр çинчи пĕрлĕхлĕ транспорчĕ
- Киев метрополитенĕ
- Киев автобусĕ
- Борисполь аэропорчĕпе Жуляны аэропорчĕ
- Киев фуникульорĕ
- Киев транспорчĕн тытăмлăхĕ
Этеплĕх, кану вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киевра 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).
Киев хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Киев-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.
Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.
Киевне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Киев каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.
Пысăк кинотеатрсем: «Жовтень», «Киев», «Украина», «Баттерфляй» 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ..
Пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киев хули 10 районтан тăрать:
Днепрăн сылтăм енче:
- Шевченко районĕ — 200 пин çын
- Печера районĕ — 170 пин çын
- Подол районĕ (Киев) — 210 пин çын
- Оболонь районĕ — 290 пин çын
- Святошин районĕ — 360 пин çын
- Соломенск районĕ — 280 пин çын
- Холосей районĕ — 200 пин çын
Днепрăн сулахай енче:
- Десна районĕ (Киев) — 320 пин çын
- Днепр районĕ — 360 пин çын
- Дарница районĕ — 250 пин çын
Днепрăн сулахай çыранĕ:
- Десна районĕ — 320 пин.
- Днепр районĕ — 360 пин.
- Дарница районĕ — 250 пин.
Киев кнеçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кий (кнеç), Çек и Хорив
Ольга (Киев арăм кнеç) — 945—957
Владимир I Святославич (Креститель) — 978—1015
Святополк I Окаянный — 1015—1016,1018—1019
Ярослав I Мудрый — 1016—1018,1019—1054
Изяслав Ярославич — 1054—1068,1069—1073,1077—1078
Святослав II Ярославич — 1073—1076
Всеволод Ярославич — 1076—1077,1078—1093
Святополк II Изяславич — 1093—1113
Владимир Всеволодович Мономах — 1113—1125
Мстислав Владимирович Великий — 1125—1132
Ярополк II Владимирович — 1132—1138
Всеволод II Ольгович — 1139—1146
Вячеслав Владимирович — 1146—1155 (только номинально, фактически — Изяслав)
Изяслав II Мстиславич — 1146—1149,1151—1154
Юрий Владимирович Долгорукий — 1149—1151,1155—1157
Ростислав Мстиславич — 1154—1155
Мстислав II Изяславич — 1157—1169
Хулан пуçлăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хулан пĕрремĕш пуçлăхне 1835 çулта суйласа лартнă.
- Павел Демидов Сан-Донато
- Густав Эйсман
- Николай Ренненкампф
- Иван Толли.
- Степан Сольский (1887—1900)
- Василий Проценко (1900—1905)
- Иван Дьяков (1906—1916)
- Федор Бурчак (малтан — Дьяковăн çумĕ)
- Евгений Рябцев
- Андрей Иванов
- Андрей Бубнов — 1940 çулта репрессие лекнĕ
- Иван Дьяков (1919, тепĕр хут, деникин оккупацийĕ)
1919 — хула пуçлăхĕн вырăнне «хула канашĕн ертӳçи» пулать.
- Ян Борисович Гамарник (1921—1923), кайран РККА — Политуправлени пуçлăхĕ, хăй çине хăйех ал хунă
- Григорий Ф. Гринько (1924—1925), каярах — финансă наркомĕ, репрессиленĕ
- Пантелеймон Свистун (1925—1927)
- Юрий Войцеховский (1928—1932)
- Иван Воробьёв (1932)
- Василий Быструков (1932—1934)
- Рафаил Петрушанский (1934—1937), репрессиленĕ
- Павел Христич (1937), репрессиленĕ
- Николай Пашко (1937—1940), репрессиленĕ
- Иван Шевцов (1940—1941), нимĕç оккупацийĕ (1941—1943) вăхăтĕнче гитлер эткерĕсем айăпласа вĕлернĕ
- Нимĕç администрацийĕ (çарпа граждан)
- Курт Эберхард (1941), генерал-майор, çар коменданчĕ
- Марве (1941—1942), штадткомиссар
- Реденбахер (1942) штадткомиссар
- Ремер (1942) çар коменданчĕ
- Рогауш (1942—1943), штадткомиссар
- Берндт (1943), штадткомиссар
- Вырăнти администраци (граждан)
- Александр Оглоблин (1941), бургомистр
- Владимир Багазий (1941—1942), бургомистр, айăпласа вĕлернĕ
- Леонтий Форостовский (1942—1943), бургомистр
Совет тăрăмĕ (1943—1991)
- Леонид Лебедь (1943—1944)
- Фёдор Мокиенко (1944—1946)
- Фёдор Чеботарёв (1946—1947)
- Алексей Давыдов (1947—1963)
- Михаил Бурка (1963—1968)
- Владимир Гусев (1968—1979)
- Валентин Згурский (1979—1990)
- Николай Лаврухин (1990)
- Григорий Малышевский (1990—1991)
Совет тапхăрĕ хыççăн (1992 çултанпа)
- Иван Салий (1992—1993)
- Леонид Косаковский (1995—1996)
- Александр Омельченко (1996—2006)
- Леонид Черновецкий (2006 — 2008)
Тăванлă хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Европа лапамĕ
- Пессарап пасарĕ
- Софи соборĕ
- Ирĕклĕх лапамĕ
- Патон кĕперĕ
- Хреçатик
- Киевăн Печерă лаврийĕ
- Гривна
- Андреев сăрт айкки
- Подол
- Киев зоопаркĕ
- Чернигов
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Цветные фото немецкой оккупации 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Киев истории сайчĕ
- Киев энциклопедийĕ 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вики Спутник картти WikiMapia çинче
- Киев картти 2012 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.
- Яndex çинчи Киев картти
- Киевăн интерактивлă картти 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Киев музейĕсем 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Киев веб- камерисем
- wiki.kiev.ua — Киевăн ирĕклĕ энциклопедийĕ(ĕçлемен каçă)
- Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Киев»
- Кăсăклă Киев
- Киевăн чыслă гражданĕсем 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Киев музейĕсем 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Энциклопедический справочник «Киев» К.: Украин совет энциклопедийĕ, 1981 онлайн 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. çинче.
- Киев сайчĕсен каталогĕ 2005 ҫулхи Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Киев районĕсем |
||
---|---|---|
Тăнăварăн сулахай çыранĕ | ||
Тăнăварăн сылтăм çыранĕ |
Гардарики |
||
---|---|---|
Волхов-Атăл сутă-илӳ çулĕ | ||
Двина-Тăнăвар сутă-илӳ çулĕ | ||
Ытти вырăнсем | ||
Варягсем • Колбягсем • Руç • Славянсем • Меря • Пăлхарсем • Хасарсем • Варягсен рунă чулĕсем |