Курнавăш ял тăрăхĕ
Курнавăш ял тăрăхĕ — Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи муниципалитет. Тĕп ялĕ - Курнавăш. Тăрăхĕнче çичĕ ял.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ — Кузьмин Владимир Ильич.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XVI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Кĕçĕн Пăла çывăхне Тăвай районне кĕрекен Турикас Тушкил ялĕнчен çынсем куçса килнĕ. Вĕсем Кĕçĕн Пăла юхан шывăн кăнтăр енче йĕркеленнĕ. Хăйсен ялне вара Курнавăш тесе ят панă. Курнавăш «курнă» сăмахран тата «вăш» татăкран тăрать. Ăна пуçарса яраканĕ вăрăм çи-пӳллĕ, хытканрах этем Кăрăç Папай пулнă. Пĕррехинче вăл хăй ялĕнчен кăнтăр еннелле çичĕ çухрăм çула тухать. Ăна çĕр виçекен чарсассăн вара Кăрăç Папай аллисене сарса пăрахса çĕр çине выртать. Унтан çĕр виçекенрен алăсенчен тĕрлĕ енне тата тăватă çухрăм виçсе пама ӳкетлет. Çĕр виçекен Кăрăç Папай ыйтăвне канăçтарать. Уншăн çак чиновника лаша парса тав тăваççĕ. Чи малтанах çак ялта темиçе çемйе çеç тĕрекленнĕ: Кăрăç Папай, Изамблат, Шакл, Мулентей, Туйтерек, Ентирек, Мăрсанай, Мусканей, Явкай, Мишке, Енехмет. Каярах кунта паянхи Курнавăш пулса тăрать.
Çутçанталăкĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă çыннисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кадышев Михаил Семёнович — сăвăç;
- Прокопьев Николай Алексеевич — сăвăç;
- Христофоров Иван Иванович— юрăçă;
- Христофоров Вячеслав Васильевич — юрăçă;
- Турхан Кузьма— çыравçă;
- Турхан Хветĕр — сăвăç;
- Турхан Энтри — сăвăç, тăлмач;
- Елен Нарпи — çыравçă;
- Кузнецов Иван Данилович — критик-литературовед.
Ялсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял тăрăхне кĕрекен ялсем:
Ят | Ял капĕ | Халăх шучĕ |
---|---|---|
Курнавăш | Тĕп ял | 1050 |
Çĕнĕ Пăва | Ял | 651 |
Вырăскасси | Ял | 273 |
Çуткӳль | Ял | 275 |
Аслă Шăхаль | Ял | 324 |
Кĕçĕн Шăхаль) | Ял | 194 |
Турхан | Ял | 137 |
Организацисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Курнавăш ял тăрăхĕнче çак организацисем пур:
- Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕ;
- Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул;
- «Ылтăн пулă» ача-пăча сачĕ;
- Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн пĕрле пурăнмалли çурт;
- Курнавăшри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулăн стадионĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи АТС;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи моделлĕ библиотека;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи чирккӳ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи историпе краеведени халăх музейĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи Культура çурчĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ;
- Курнавăш ял тăрăхĕнчи çыхăну пайĕ;
- 2 мăкаçей.
Çавăн пекех ял-хуçалăх производствăллă кооператив çирĕп аталанса пынине палăртмалла.
Кĕперсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Елчĕк районĕн ял тăрăхĕсем | |
---|---|