Кушан патшалăхĕ
Кушан патшалăхĕ, — пирĕн эрăн I-III ĕмĕрсем хушшинче сарăлса выртнă патшалăх. Вăл хальхи Вăтам Ази, Афганистан, Пакистан, Çурçĕр Инди çĕрĕсем çинче вырнаçнă пулнă. 105—250 çулсем — вăйлă аталану тапхăрĕ шутланать.
Пĕррисем шутланипе, çак патшалăха хальхи Китайри Синцзян провинцире пурăннă юэчжи халăхĕ никĕсленĕ. Патшалăх Римпе, Персипе тата Китайпа тачă çыхăнусем тытнă.
Патшалăха кĕрекен халăхсем тохар чĕлхисемпе пупленĕ.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патшалăх Бактри тĕпĕ çинче аталанма пуçланă. Греко-Бактри патшалăхне аркатнă хыççăн вăл пĕчĕк пайсем çине пайланса пĕтнĕ пулнă. Куçса çӳрекен халăхсен ертӳçисене юэчжисем епле пурăнни килĕшнĕ, вĕсем пĕр вырăнта пурăна пуçланă. Пирĕн эрăчченхи I ĕмĕрте вара каллех пур çĕрте те çĕнĕ каналсем, акса ӳçтерме юрăхлă çерсем хатĕрленме пуçлаççĕ, хуласем хăпараççĕ.
Патшалăха йĕркелекенĕ вырăнĕнче Куджула Кадфиз шутланать. Катай çыравçисем çырнă тăрăх вăл чи малтан Бактрири 4 вырăнти пике хăйне пăхăнтарнă. Кайран ытти пĕчĕк пиксене те пăхăнтарма вăй-хал çитернĕ. Хăйĕн тĕп хули вырăнне вăл Ланьши хулине йышăннă. Ку хула хальхи Душанбере 44 çухрăм анăçалла, Шахринау хулаш вырăнĕнче вырнаçнă пулнă.
Гермей, Пархине пăхăнас мар тесе Кадфизпе килĕшӳ тăвать, темиçе Бактри кнеçлĕхне пĕрлештерет. Хăйне патшасен патши ятне илет.
Гермей вилнĕ хыççăн Кадфиз унăн астулĕ çине ларать те икĕ патшалăха пĕрлештерет. Ку 47 çулта пулса иртнĕ тесе шутлаççĕ. Çакăн хыççăн вăл Гандхарпа çурçĕр Пакистанра вырнаçнă юнашар патшалăхсене тытса илме пуçлать. Çапла вара I-мĕш Кадфиз пĕтĕм Бактрине хăй аллине илет, хăйне патшасен патши ятне тивĕçтерет. Каярах вăл хăйне Гиндукуш хыçри çĕрсене те хăйне пăхăнтарать. Инди çыруллăхĕпе çырна укçасем унăн патшалăхне инди халăхĕ те кĕнине пĕлтерет.
Малалла Кушан патшалăхĕ астул çинче унăн ывăлĕ Вим Кадфиз ларнă чухне сарăлнă. II-мĕш Кадфиз хăйĕн аллине Индин çурçĕр-анăç çĕрĕсене тытса илнĕ, Варанаси таранах. Çапла вара ку патшалăх чаплă та сумлисем шутне кĕнĕ. II-мĕш Кадфизăн укçисем çинче индуистсен Шива туррин тата вăкăр сăнĕ ытларах курăнать. Ку майпа вăл индуизма кăмăлланине, тата хăйĕн енне çĕнĕ çĕрсенчи халăха çавăрма кăларнă пулас.
Патшалăхăн чи паллă патшисем шутне Канишка кĕрет. Ун вăхăтĕнче патшалăхăн тĕп хули Пурушапура (хальхи Пешавар) пулса тăрать. Кунашка буддизм сыхлавçи пек асăнса юлнă. Буддизма кăмăланă пулин те унăн укçисем çинче çавăн пекех Гелиоспа Гефест грек туррисем, Митрăпа Вертрагна индоиран туррисем тата ыттисем тĕл пулаççĕ.
Патшалăх чиккисем анăç енче Пархипе, тухăç енче Хань имеприйĕпе чикĕленнĕ пирки час-часах вăрçăсем те сиксе тухнă. Чи юнлисем шутне I ĕмĕр вĕçĕ-II ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлĕнчи Тухăç Туркестанри вăрçă кĕрет. Вĕçĕ Кушан çарĕсем хунь çарĕсене çĕнтернипе, вĕсен юхăмне чарнипе вĕçленнĕ. III ĕмĕрте Пархи вырăнĕнче Сасанидсен патшалăхĕ йĕркеленнĕ. Çĕнĕ патшалăх Кушан патшалăхне çапса аркатнă. Çапла вара патшалăх арканма пуçланă. IV ĕмĕрте аталану сĕмĕ курăна пуçланă пулсан та малтанхи чапа çитеймен.
V ĕмĕр тĕлне патшалăх юлашкисене эфталитсем çĕмĕрсе тăкнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Боровкова Л. А. «Кушанское царство (по древним китайским источникам)». М., 2005, ISBN 5-89282-265-6.
- А. Берзин. Исторический очерк о буддизме и исламе в Афганистане.
Шаблон:Авалхи Инди патшалăхĕсем
Чылай иран этносĕллĕ патшалăхсемпе регионсем |
|
---|---|
Хальхи патшалăхсем | |
Чылай иран этносĕллĕ патшалăхсем | |
Историри патшалăхсем | |
Çăлкуçсем тата процентсем |
Афганистан историйĕ |
|
---|---|
Пирĕн эрăчченчи |
Гандхара (п. эрч. XVII ĕмĕр) • Ахеменидсем (п. эрч. VI ĕмĕр) • Селевкидсем (п. эрч. IV ĕмĕр) • Греко-бактрийское царство (п. эрч. 250 çул — п. эрч. 125 çул) |
Пирĕн эрăри |
Кушан патшалăхĕ (I—V ĕмĕрсем) • Эфталитсем (V ĕмĕр) • Сасанидсем (VI ĕмĕр) • Газневидсем (XI ĕмĕр) • Саффаридсем (861—1590) • Гуридсем (1148—1206) • Сефевидсем (XIV ĕмĕр) |
Афган ханлăхĕсем | |
Афган патшалăхĕсем |
Дуррани патшалăхĕ (1747—1823) • Афганистан Эмирачĕ (1823—1926) • Афганистан короллĕхĕ (1926—1973) • Афганистан Республики (1973—1978) • Демократическая Республика Афганистан (1978—1992) • Афганистан Ислам Патшалăхĕ (1992—2001) • Афганистан Ислам Эмирачĕ (1996—2001) • Çурçĕр альянсĕ (1996—2001) • Переходное Исламское Государство Афганистан (2001—2004) • Афганистан Ислам Республики (2004—2021) • Афганистан Ислам Эмирачĕ (2021 çултанпа) |
Узбекистан историйĕ |
|
---|---|
Аваллăх |
Андрон культури (п.эрч. XVII — п.эрч. IX ĕм.) • Бактри-Марги археологи комплексĕ (п.эрч. XXIII — п.эрч. XVIII ĕм.) • Скифсем (саксем, массагетсем, дахсем) (п.эрч. XVIII — п.эрч. IV) • Хорезм (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Сăкăт (— п.эрч. VI ĕм.) • Чач (— п.эрч. III ĕм.) • Фергана (— п.эрч. VI ĕм.) • Бактри (п.эрч. VIII — п.эрч. VI ĕм.) • Ахеменид патшалăхĕ (п.эрч. 558—330) • Александр Македонскин империйĕ (п.эрч. 334 — п.эрч. 312) • Селевкидсен патшалăхĕ (п.эрч. 312—п.эрч. 250 çç.) • Грек-Бактри патшалăхĕ (п.эрч. 250 — п.эрч. 130 çç.) |
(П.эрч. II ĕмĕр — 1055) |
Кангюй патшалăхĕ (п.эрч. III ĕм. — п.эрч. V ĕм. варри) • Давань (п.эрч. II — п.эрч. I ĕм.) • Кушан патшалăхĕ (I — III ĕм.) • Уструшана (IV — V ĕм.) • Чаганиан (V — IX ĕм.) • Илак (V — XIII ĕм.) • Хионитсен патшалăхĕ (IV — V ĕм.) • Кидаритсен патшалăхĕ (Тохаристан) (IV — V ĕм.) • Эфталитсен патшалăхĕ (V — VI ĕм.) • Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—603) • Анăçри хаканлăх (603—698) • Тюргеш хаканлăхĕ (698—766) • Огуз патшалăхĕ (750—1055) • Карлук хаканлăхĕ (766—940) |
Ислам çĕнсе илни (661—750) |
Омейяд халифачĕ (661—750) • Аббасид халифачĕ (750—1258) • Тахирид эмирачĕ (821—873) • Саффарид эмирачĕ (861—1003) • Саманид эмирачĕ (875—999) |
Тĕрĕк патшалăхĕсем (840—1221) |
Газневид султаначĕ (963—1187) • Караханид патшалăхĕ (840—1040) • Анăç-Караханид ханлăхĕ (1040—1212) • Тухăç-Караханид ханлăхĕ (1042—1212) • Сельджукидсен патшалăхĕ (1037—1194) • Хорезмшахĕсен султаначĕ (1077—1231) |
Монголсем çĕнсе илни (1221—1269) |
Каракитай ханлăхĕ (1141—1212) • Монгол империйĕ (1206—1291) • Чагатай улусĕ (1224—1340) • Джучи улусĕ (1224—1360) |
Çĕнĕ вăхăт |
Могулистан (Тухăç Чагатай улусĕ) (1346—1370) • Тамерлан империйĕ тата Тимуридсен патшалăхĕсем (1370—1500) • Узбек ханлăхĕ (1428—1468) • Бухара ханлăхĕ (1500—1785) • Хива ханлăхĕ (1512—1920) • Коканд ханлăхĕ (1709—1876) • Ташкент патшалăхĕ (1784—1809) • Бухара эмирачĕ (1785—1920) • Кундуз ханлăхĕ (1800—1850) • Раççей империн Вăтам Азири харпăрлăхĕсем (Сырдарья • Фергана) • Самарканд облаçĕсем • Туркестан автономийĕ (1917—1918) • Вăхăтлăх Фергана правительстви (1919—1920) |
Çĕнĕрех вăхăт |
Туркестан АССР (1918—1924) • Бухара ХСР (1920—1924) • Хорезм ХСР (1920—1923) • Хорезм ССР (1923—1924) • Бухара ССР (1924) • Узбек ССР (1924—1991) • Узбекистан Республики (1991-па) |