Пирĕн эрăччен III ĕмĕр
Курӑнакан калӑплав
Тĕп пулăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнчи çĕрсемшĕн Римпа Карфаген хушшинчи пынă Пуни вăрçисенчен иккĕшĕ .
- Рим Испание пăхăнтарать
- Китая Цинь империне пĕрлештереççĕ.
- Аслă Китай хӳмине тума тытăнаççĕ.
- Инди сутăçĕсем кулленех Аравие пырса çӳреççĕ
- Скифсем хальхи Узбекистан территоринче пулнă Сăкăта ярса илеççĕ.
- Тĕрĕк нĕселĕсем — динлинсем — пирки асăнни.
- Хунну хавшакланăвĕ; дунху вăйланăвĕ.
- Пархи çуралăвĕ.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Эвклид, Авалхи Греци геометрĕ (п. эрч. 365 тĕлнелле — п. эрч. 275 çç.).
- Авалхи Египетăн Птолемей ăрăвĕн патшисем.
- Птолемей I Сотер (п. эрч. 305-п. эрч. 282) тата унăн арăмĕсем Эвридикапа Береника I.
- Птолемей II Филадельф (284-246 çç.) тата унăн арăмĕсем: Филадельфири Арсиноя I тата Арсиноя II.
- Птолемей III Эвергет (п. эрч. 246-п. эрч. 222 çç.) тата унăн арăмĕ Береника II.
- Птолемей IV Филопатор (п. эрч. 222-п. эрч. 204 çç.) тата унăн арăмĕ Арсиноя III.
- Птолемей V Эпифанес (п. эрч. 204-п. эрч. 180 çç.) тата унăн арăмĕ Клеопатра I.
- Сиракузри Архимед, авалхи грек математикĕ, физикĕ, инженер (п. эрч. 287—п. эрч. 212 çç.).
- Аполлоний, математик (п. эрч. 262 — п. эрч. 190 çç.).
- Цинь Ши Хуан-Ди, Китай императорĕ (п. эрч. 259 — п. эрч. 210 çç., тытăм çулĕсем: п. эрч. 246 — п. эрч. 210 çç.).
- Ганнибал, Карфаген çарпуçĕ (п. эрч. 247 — п. эрч. 182 çç.).
Уçнисем, ăслайсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Эратосфен Çĕрĕн диаметрне шутласа виçнĕ
- Александри библиотекине никĕсленĕ