Вăрманкас Пайкилт
Герб | Ялав |
---|---|
Вăрманкас Пайкилт Vărmankas Pajkilt | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Чăваш Республики |
Район | Çĕрпӳ районĕ |
Ял тăрăхĕ | ... ял тăрăхĕ |
Лаптăк | км² |
Халăх йышĕ | () |
Йышлăхĕ | /км² |
Телефон префиксĕ | +7 83ххх |
Почта индексĕ | 429ххх |
Геогр. широти | хх°хх′хх″ Ç/N |
Геогр. долготи | хх°хх′хх″ Т/E |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
ОКАТО (код) | |
Вăрманкас Пайкилт, Vărmankas Pajkilt — Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи ял.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]XX ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче çак ял Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри пулса тăнă. Унта 134 кил-хуçалăх пулнă, 800 çын ытла пурăннă.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паянхи кун ял пуçласа яраканăн тата унăн ывăлĕсен ячĕпе чылай вырăнсен ячĕсем сыхланса юлнă,Палли вар, Çенкке вар, Тимушка çаранĕ, Югур шырланĕ, Ентри çăлĕ.
Ял тавралăхĕнче улăх-çарансем йышлă пулнă. Пĕтĕм районĕпе шута илсен, Вăрманкас ялĕнче пуринчен те нумай утă çулса хатĕрленĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрманкас ялĕ XVIII ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Палли пулнă. Çавăн пирки халь те таврари çынсем яла Вăрманкас-Пайкилт теççĕ. Палли хăйĕн ывăлĕпе Шенер ялĕнчен çĕнĕ çĕре куçса пырса çак яла пуçласа янă. Ялĕ Енĕш шывĕн çӳллĕ сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман çумĕнче пулнă. Çак вăрман çинчен чăвашсен паллă çыравçи Кузьма Чулкаç хăйĕн юмахĕсенче çырса кăтартнă.
1933 çулта «Красный Путиловец» колхоз йĕркеленнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи умĕнче те, вăрçă хыççăн та ялта икĕ лаша вити, ĕне, сысна, сурăх витисем, икĕ çил арманĕ, пĕр çăм таптармалли ĕçленĕ.
1941 çулта вăрçă тапрансан 90 ытла арçына, 8 ӳссе çитнĕ хĕре вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывшăн хăйсен пуçĕсене хунă.
Вăрçăран таврăннисен хушшинче орденсемпе тивĕçтернĕ çын чылай.
- Иванов М.И — «Слава» орденĕн 2 тата 3 степенĕсене,
- Тимофеев Т.Т — «Слава» орденĕн 3 степенне тивĕçнĕ.
- К.В. Васильева 3 ордена тивĕçнĕ,
- Д.Т. Тимофеев — 2 орденпа, 14 çынна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсемпе чысланă.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тимофеев М.Т. — полковник, çар тухтăрĕ, тăватă орден кавалерĕ;
- Григорьев Н.Г. — техника ăслăхĕсен кандидачĕ (малтан СССР вăрман хуçалăх министерствин пуçлăхĕ пулнă);
- Николаев В.Н. — 17 çул Чăваш АССР Правительство пайташĕнче вăй хунă;
- Иван Вутлан — чăвашсен паллă çыравçи;
- Григорьев А.Г., Федоров А.Ф., Прокопьев Г.П. — милици подполковникĕсем.
Фотопухăм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]-
Ял варринче
-
Вăрманкас Пайкилт
-
Хĕвел анать
-
Ял пуçĕнче
-
Энĕш шывĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |