Республика

Википедири материал

Республика (res publica, «пĕрлĕхлĕ ĕç») — аслă ирĕке (влаçе) пĕр тапхăра (анчах пур чухне те мар) халăх суйланă витĕмĕн пайĕсем (органĕсем) ертсе пыракан патшалăх тытăмĕн ĕлки.

Хальхи тапхăрта 190 тĕнчери патшалăхран 140 ытла республика йĕркипе пурăнаççĕ.

[тӳрлет] Республика ĕлкин паллисем

  • Пĕртен пĕр е пĕрлĕхлĕ (коллегиаллă) патшалăх пуçлăхĕ — президент, парламент. Парламент саккун тăвакан тытăм (влаç). Президентăн хушнă ĕçĕ — ĕç тăвакан тытăма ерте пырасси, анчах та çак палăрту республика ĕлкин пур тĕсĕсемшĕн шантаруллă пулмасть.
  • Патшалăх пуçлăхне тата патшалахăн ытти асла витĕмĕсене пĕр тапхăра суйламалли. Çапла, президентпа парламента халах пĕр тапхăр тăсăлăвне суйлать.
  • Патшалăх пуçлăхĕн юридици яваплăхĕ.
  • Хăш пулăмсенче, конституцие пăхăнса, президент халăх ячĕпе калаçма пултарать.

[тӳрлет] Республика тĕсĕсем

[тӳрлет] Истори

Тĕнчери хальхи патшалăхсем республика тытăмлăхĕпе йĕркеленнĕ. Республика тытăмне демократипе синонимлă шутлаççĕ пулин те, çакă тĕрĕс мар. Пĕрремĕш республикăсем Авалхи Греципе Авалхи Римра пулнă. Вăтам ĕмĕрсенче хальхи Раççей Федерацийĕн территоринче чылай хушă Новгород çĕрĕпе Псков феодал республики (кĕске вăхăтра республика йĕрки Тĕверте, Мускавра та) пулнă. Европăра Венеци республики . 301 çулта туса хунă Сан-Марино республики паянкунччен те тытăнса тăрать.