Вокруг света (журнал)
Вокруг Света | |
---|---|
Ӳкерчĕк:Вокрсв210.jpeg «Вокруг света» журнал хуплашки, 2006, чӳк | |
Специализаци: | ăслăлăх-пĕлӳлĕх журналĕ |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | кашни уйăхра |
Чĕлхе: | вырăс |
Кăларакан (патшалăх): | ООО «Издательство «Вокруг света»[1] (Раççей) |
Каларăм кун-çулĕ: | 1861 çултанпа паянкуна çити |
Тираж: | 250 000 экземпляр[2] |
| |
Веб-сайт: vokrugsveta.ru |
«Вокру́г све́та» — вырăс, совет тата раççейĕн ăслăлăх-популярлă тата çĕр-шывсем пирки ватă журнал.
1861 çултанпа пичетленсе тухать. Хăйĕн кун-çулĕнче темиçе кăларакан аллинче те пулнă. 1918, карлач —1927, кăрлач тата 1941, утă —1945, раштав хушшинче журнал пичетленмен. Тем пулсан та «Вокруг света» хăйĕн тĕнче тивĕçне улăштарман, çулçӳревсем тата кăсăк хыпарсем пирки каласа кăтартнă.
Халĕ журнал Раççейре уйăхсерен 250 000 яхăн экземпляр пĕтĕмĕшле тиражпа тухать. Унсăк пуçне, лицензипе Украинăра, Казахстанра (вырăсла) тата Полхарире (полхарла) пичетленет.[3] Статья тематики — географи, çулçӳревсем, этнографи, биологи, астрономи, медицина, этеплĕх, истори, биографисем, кулинари.
Журнал страницисенче паллă авторсем: А. Р. Беляев, П. Л. Вайль, Е. Т. Гайдар, В. Ерофеев, Л. Петрушевская хăйсен статьисене çутта кăларнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Вокруг света» журнал революциччен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1861 çулта тухнă журналăн пĕрремĕш номĕрне 1860 çулхи раштаврах сутма тытăннă. Унра «Журнал землеведения, естественных наук, новейших открытий, изобретений и наблюдений» пуçелĕк пайĕ пулнă.
Журнал кун-çулĕн тапхăрĕсем (таблица)
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çул | Кăларăм вырăнĕ | Издатель | Номер пĕр çулта |
---|---|---|---|
1861—1866 | Петербург | М. О. Вольф | 12 |
1867—1868 | Мускав | М. О. Вольф | 12 |
1885—1891 | Мускав | М. тата Г. Вернерсем | 50 |
çĕртме, 1891—1917 | Мускав | И. Д. Сытин юлташлăх издательстви | 50 |
нарăс-раштав 1927 | Ленинград | «Красная газета» | 24 |
1928—1929 | Ленинград/Мускав | «Красная газета» / «Земля и Фабрика» | 3 / 24 («Всемирный следопыт» журналăн хушми евĕр кăларнă) |
1930 | Ленинград-Мускав | «Красная газета» | 36 |
1931 | Ленинград | ТК тата ВЛКСМ Ленобкомĕ | 36 |
1932 | Ленинград | ТК тата ВЛКСМ Леноблкомĕ | 24 |
1933 | Ленинград | ТК тата ВЛКСМ Ленобкомĕ | 14 |
1934—1938 | Ленинград | ТК тата ВЛКСМ Ленобкомĕ | 12 |
çĕртме 1938—1940 | Мускав | «Молодая гвардия» | 12 |
кăрлач-çĕртме 1941 | Мускав | «Молодая гвардия» | 6 |
1946—1992 | Мускав | «Молодая гвардия» | 12 |
1993—1998 | Мускав | «Вокруг света» журнал редакцийĕ;
АО «Вокруг света»; ХАО «Вокруг света» |
12 |
1999 | Мускав | ХАО «Вокруг света» | 6 (1999 çулăн иккĕмĕш пайĕнче журнал «Путешествие вокруг света» ятпа тухать) |
2000 | Мускав | ХАО «Вокруг света» | 12 (2000 çулта журнал «Путешествие вокруг света» ятпа тухнă) |
2001—2003 | Мускав | ХАО «Орбита Медиа Сервис» | 12 |
ака, 2003 — халĕ | Мускав | ООО «Издательство „Вокруг света“» | 12 |
Урăх кăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Вокруг света» журналсăр пуçне «Издательство „Вокруг света“» «Полдень. XXI век» альманах, «Вокруг света» тата «Вокруг света» ятарлă кăларăмсем хатĕрлет.
Альманах «Полдень. XXI век» | |
---|---|
Специализаци: | {{{специализаци}}} |
Кăларăм тапхăрлăхĕ: | кашни уйăхра |
Чĕлхе: | вырăс |
Кăларакан (патшалăх): | ООО «Издательство „Вокруг света“» (Раççей) |
Каларăм кун-çулĕ: | 2002 çултанпа |
Тираж: | 13 000 экземпляр |
| |
Веб-сайт: vokrugsveta.ru/polden/ |
«Вокруг света» телекăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2000—2008 çулсенче РТР каналĕнче «Вокруг света» программа (2001 çулчен «Планета Земля» ятпа) эфира тухнă.
«Вокруг света» радиокăларăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Интернет-проектсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Библиотека вокруг света»
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1991—1992 çулсенче «Вокруг света» журнал редакцийĕ янрав-издатель агентстви РИПОЛ пулăшнипе «Библиотека вокруг света» серин ултă томне кăларать.
Пĕрремĕш томне Хэммонд Иннеса çыравçăн ĕçĕсене кĕртнĕ, пишущего в жанре приключенческой литературы. Иккĕмĕш томĕнче Роберт Хайнлайн çыравçă-фантаст хайлавĕсем пичетленнĕ. Виççĕмĕш томĕн ячĕ —«Зов Африки», тăваттăмĕшĕн —«Современный детектив», пиллĕкĕмĕшĕ — «Морские истории», улттăмĕшĕ — «Древо тайн».
«Древо тайн» томне 1993 çулта Мускавра çутта кăларнă. Çак том пухă кĕнеки пулса (планета)Çĕр планетăн тĕрлĕ вăрттăнлăхĕсене халалланă. Пуххине виççĕне пайланă, пĕрремĕшĕ — «Загадки Клио», вăл хăшпĕр истори вăрттăнлăхĕсен тĕпчевĕсем пирки каласа парать. Çак пайĕнче виçĕ пултару ĕçĕ:
- Н. Васильев — «„Неразгаданный сфинкс“, или легенда о кончине Александра I»
- Р. Сабатини — «Лжедмитрий»
- И. Машников — «Секрет жрицы Медеи»
Иккĕмĕш пайĕнче антропологи тата зоологи тупсăмĕсем, унăн ячĕ — «Следы невиданных зверей»:
- Б. Эйвельманс — «Ниттаево, исчезнувшее племя»
- В. Лей — «Легенда о единороге»
- А. Петухов — «Возвращение динозавра ?»
- В. Орлов — «Кайнын-Кутхо Корякского нагорья»
- М. Быкова — «Есть ли люди крылатые ?»
Том пуххтн виççĕмĕш пайĕ — «Невероятная реальность» — НЛО, «вилĕм вырăнĕсен» феноменĕсем, полтергейст, çаплах урăх «таса мар япала» пирки:
- А. Кузовкин, Н. Непомнящий — «Треугольник дьявола»
- С. Ермаков, Т. Фаминская — «Живая Земля ?»
- А. Тарунов — «Чёртово кладбище»
- И. Винокуров — «Визит к Апапыне»
Редакторсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕп редакторĕ — Сергей Пархоменко
- Тĕп редактор çумĕ — Елена Князева
- Тĕп редактор çумĕ — Никита Соколов
- Редактор — Александр Щербаков
- Редактор — Егор Быковский
- Редактор — Татьяна Клименко
- Редактор — Марита Губарева
- Редактор — Павел Котов
- Редактор — Александр Сергеев
- Редактор — Алексей Терещенко[4]
Уйрăмсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
|
|
|
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сборник «Древо тайн» (том 6). Редакция журнала «Вокруг света» при содействии рекламно-издательского агентства РИПОЛ, 1993 год, Москва. ISBN 5-87260-009-7
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокbad
не указан текст - ^ Журнал сайчĕ: Журнал «Вокруг света»
- ^ «Вокруг света» 2009 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.(болг.)
- ^ http://www.vokrugsveta.ru/company/contacts/
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Вокруг света» журналпа кăларăмăн официаллă сайчĕ
- Вокруг света — ТВ —«ВС-Продакшн»: видеоролик пуххи 2008 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ.