Контент патне куҫ

Дементьев Пётр Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Дементьев Пётр Васильевич
Витлев Петруша Дементей, Хитрый чуваш[1], Пётр Великий[2]
Çуралнă вăхăт кăрлач, 11 1907
Çуралнă вырăн Саплăк ялĕ[3][4][5], Упи вулăсĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕпĕрни, Раççей империйĕ; халь Çĕпрел районĕ
Тутарстан, Раççей
Вилнĕ вăхăт çу, 14 1977
Вилнĕ вырăн Мускав
Пăхăнулăх СССР
Хисеп
Генерал-полковник
Генерал-полковник
Чыславсем тата парнесем
Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ Ленин орденĕ
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 1 степеньлĕ Кутузов орденĕ II степеньлĕ Суворов орденĕ
Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Çапăçури хастарлăхшăн» медаль
«Хастарлă ĕçшĕн (Вăрçăри хастарлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнин асăну» юбилей медалĕ
«Хастарлă ĕçшĕн (Вăрçăри хастарлăхшăн). Владимир Ильич Ленин 100 çул тултарнин асăну» юбилей медалĕ
«Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль «Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Японие çĕнтернĕшĕн» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен ветеранĕ» медаль
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«Совет Çарĕпе Флочĕ 30 çулта» юбилей медалĕ
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 40 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
«СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсем 50 çулта» медаль
Сталин парни

Пётр Васильевич Дементьев (кăрлач, 11 1907, Тутарстанăн Çĕпрел районĕ, Саплăк ялĕ[3][4][5], — çу, 14 1977, Мускав ) — Совет Союзĕн патшалăхпа хуçалăх ĕçлевçи, СССР авиаци индустрийĕн министрĕ (1953-1957, 1965-1977), СССР Министăрсен канашĕн авиаци техники тĕлĕшĕнчи Патшалăх комитечĕн ертÿçи (1957-1963), СССРăн авиаци техники тĕлĕшĕнчи Патшалăх комитечĕн ертÿçи — СССР министрĕ (1963-1965), иккĕ хутчен Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ (1941, 1977). Генерал-полковник-инженер (1976), тăхăр хутчен Ленин орденĕн кавалерĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ (1953). Чăваш[1][6][7][8][9][10][11][12][13].

Ялти шкулти вĕрентевçĕ килйышĕнче çуралнă[14] Ашшĕ — Василий Степанович Дементьев, амăшĕ — Елена Герасимовна Дементьева (çуралнă чухне Герасимова)[15].

Дементьевсен йăх-несĕлĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1907 çулхи метрика кĕнекинчен çакă паллă[3][4][5]:

Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесне кĕрекен Упи вулăсĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче чиркӳ прихучĕн шкулĕнче учительте ĕçлесе пурăнакан Василий Степанович Дементьевăн (вăл Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнче çуралнă) тата унăн саккунлă арăмĕн Елена Герасимовнан (Упи вулăсĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелĕнче çуралнă) 1907 çулхи январĕн 24-мĕшĕнче (кивĕ стильпе – январĕн 11-мĕшĕнче) пĕрремĕш ачи – Петр кун çути курнă. Ачана Упи ялĕнчи чиркӳре шыва кĕртнĕ. Хреснашшĕ Çĕнĕ Йĕлмелĕнчен тухнă Федор Герасимов (Елена Герасимовнапа пĕртăван) пулать, ку вăхăтра вăл Хусан кĕпĕрнинчи Козьмодемьянск хулин мещанĕ пулнă. Хреснамăшне вара Упи хĕрне Анна Степановна Дементьевана тăваççĕ, вăл Василий Степановичпа пĕртăван. Петра январĕн 28-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Николай Фиалков священник тата Кузьма Егоров псаломщик шыва кĕртни паллă.

Малалла вара хайхи "Канаш" тата "Сувар" хаçатсем çапла пĕлтереççĕ:

Степан Игнатьевич Дементьев (министрăн аслашшĕ) çемйи те Чĕмпĕр уесĕнчи Петровка ялĕнчен Упие çапла пырса лекет. Петровка хальхи Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Типĕ тата Йĕпе Пăкăрна ялĕсен таврашĕнче ларнă. Степан Игнатьевичпа арăмĕн ултă ача пулнă: виçĕ ывăл (Михаил, Федор, Василий) тата виçĕ хĕр (Анна, Мария, Варвара). Упире вĕсене çĕр уйăрса панă, вĕсем ир тытăнса каçчен унта тар тăкнă. Çапла майпа Упие 1885-1890 çулсенче 40 ытла çемье куçса килсе тĕпленнĕ, çĕр илнĕ. Каярах килекенсене вара çĕр паман, вĕсем тĕрлĕ ремеслапа аппаланнă: атă çĕленĕ, кăмака купаланă, пичке тавраш ăсталанă... Дементьевсен ачисенчен чи хастарри Василий (20.03.1885 – 5.03.1953) пулнă, вăл ялан пĕлӳ илме ăнтăлнă. Вăл 1903 çулта Хурăнвар-Шăхалĕнчи чиркӳ прихут шкулĕнчен икĕ класс пĕтерсе тухать. Çак çулах 18 çулхи çамрăка Алешкин-Саплăк ялне тин çеç уçăлнă шкула вĕрентме яраççĕ. Ку шкулта Василий Степанович 17 çул вĕрентет, çак хушăра вĕсен çемйи Алешкин-Саплăкрах пурăнать. Малтан (1903-1905 çулсенче) Дементьевсем Андрей Бабайкин хресчен патне хваттере кĕреççĕ. 1905 çулта вара шкул çуртне туса пĕтереççĕ, унта учитель валли хваттер те пулать. Дементьевсем çав хваттере 1905 çулта куçаççĕ, унта 1920 çулччен пурăнаççĕ. Василий Степанович 1914-1915 çулсенче патша çарĕн ретне тăрса Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. Унтан каллех Алешкин-Саплăка таврăнать.

П.В.Дементьевăн малаллахи кунçулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алёшкин-Саплăкра шкул пулнă та, унта шăпах Петĕрĕн ашшĕ ĕçленĕ, терĕмер, Вăхăт çитсен ăна унтах вĕренме кайма пÿрнĕ. Çÿлерех асăннă çăлкуçсенчен пĕринче çапла каланă:

Ача чухне Петр çулӗ çитмен пулсан та хăйсен хваттер хуçин ывăлӗпе – Митрофан Бабайкинпа (1905 çулхи) шкула кайкаланă, унпа пӗрле парта хушшинче ларса учитель каласа панине итленӗ.

Валентин Макаров таврапӗлӳҫӗ тупса палăртнă тăрăх, Петр малтан чăнах та Алешкин-Саплӑкра (1915-1919) вӗренни паллӑ. Урăхла каласан, ашшĕ патĕнче. Анчах та ашшĕ 1919-мĕш çулта фронта каять те, вĕрентевçĕ улшăнать. Вăл, Петĕре те темиçе уйăх вĕрентсе ĕлкĕрнĕскер, — Александра Афанасьевна Иванова (Дементьева). Кăштахран, темиçе уйăхранах (çав çулхи декабрьте), Пётр вĕренме аслашшĕ ялне, Упие куçать.

Василий Степановичпа Елена Герасимовнан хăйсен кил-çурчĕ пулман, шкул хваттерĕ те пысăках мар-тăр. Çавна кура унта йышлăн пурăнма та май килсех кайман-тăр. Ачисем вара вĕсен ак çаксем: Петр (1907), Евгений (1909), Лев (1912), Людмила (1914), Нина (1917). Пётрсăр пуçне, ыттисем ăçта вĕренни, малашлăхĕ епле пулни паллă мар.

Чĕмпĕрти Сĕве çыранĕнчи урамри çурт, халĕ унта автомеханика техникумĕ (УВАШП) вырнаçнă. 1920-30-мĕш çулсенче унта Карл Либкнехт ячӗллӗ индустри профессипе техника шкулӗ пулнă, çавăнта çамрăк П. В. Дементьев вĕреннĕ (1922-1927)

1922-мĕш çулта Упире 1-мӗш пусăмлă шкул пӗтерсен, Петр Чӗмпӗрти Карл Либкхнет ячӗллӗ профессипе техника училищине вӗренме кӗнӗ (халӗ Сӗве хӗрринчи ку çуртра автомеханика техникумӗ выр­наçнă). Ун адресӗ – Сӗве хӗрри урамӗ (Набережная Свияги), 1/52-мӗш çурт (нумераци халь улшăннă пулмалла). Вăл паян та хула илемӗ, хăйнеевӗрлӗхӗпе палăрса тăрать. 1927-мĕш çулта, професси шкулне пĕтернĕ май, Петр Васильевич Чӗмпӗре хыçа хăварать те, Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ механика институтне каять. 1929-1931-мĕш çулсенче Н. Е. Жуковский ячĕллĕ Çар-сывлăш академийĕнче, малтанхи вĕрентĕшрен куçнă хыççăн, вĕреннĕ. 1931—41 çулсенче авиапромышленность завочĕсенче инженер-техник ĕçĕсенче (аслă инженер, цех пуçлăхĕ, тĕп инженер, завод директорĕ). 1941—53 çулсенче наркомăн 1-мĕш çумĕ, СССР авиапромышленность министрĕн 1-мĕш çумĕ. 1953—57 çулсенпче СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. 1957—65 çулсенче СССР авиаци техникин патшалăх комитетчĕн председатĕлĕ — СССР министрĕ. 1965 çултанпа виличченех СССР авиаци промăçлăхĕн министрĕ. ССКП 20—24-мĕш съезчĕсен делегачĕ; 19-мĕш съездра ССКП ТК пайташĕн кандидатне суйланă, 20—24-мĕш съездсенче— ССКП ТК пайташĕ. СССР Аслă Канашĕн 4—8-мĕш пухăвĕн (?) депутачĕ.

ИЛ-76 яраплан. Ăна П. В. Дементьев пуçарăвĕпе тата харпăррăн хутшăннипе Г. В. Новожилов академик ертсе пыракан ушкăн «Илюшин ОКБ» йĕркелĕмре ăсталанă

Г. В. Новожилов академик П. В. Дементьев çинчен çапла каланă[15]:

РАН академикĕ Евгений Николаевич Каблов каланинчен[2]:

Документла-илемлĕхлĕ литературăра[1]:

Дементьев урамĕ (Хусан хули)

Хусанта тата Шупашкарта П. В. Дементьев ячĕпе урамсем пур. Хусанта Кербель хайланă палăк лартнă. 2007-мĕш çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнчи шкул стени çине Петр Васильевич Дементьевăн асăну хăмине уçнă. Каярах икĕ хутчен Социаллă Ӗç Паттăрĕн бюстне район центрĕнче уçрĕç.Çӳлерех асăннă искусство произведенийĕсене шăпах Шупашкарти «ТУС» строительство компанийĕн вăйĕпе тунă. Вĕсен архитекторĕсем – Н.Угаслов, А.Трофимов, скульпторĕ В.Нагорнов.

Ытти Дементьевсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Дементьева Евдокия Петровна (1912—1996), П. В. Дементьев мăшăрĕ.
  • Дементьев Геннадий Иванович (1932-?), Тутарстанти Çĕпрел районĕнчи Упире çуралнă[16]. Патăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшне (1950) тата Ленинградри ВПШна пĕтернĕ. ВЛКСМ тата КПСС органĕсенче ĕçленĕ (Патăрьел тата Шупашкар). Казахстанра çерем çĕрсене уçнă чухне Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи чăваш отрячĕсен пĕрлештернĕ ушкăнĕн командирĕнче тăнă. 1965-1988-мĕш çулсенче КГБра хĕсметре пулнă. Çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннăшăн ятарлă медальпе наградăланă (1957). П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
  • Дементьев Геннадий Петрович (1932—1996) — конструктор, Социализмла Ĕç Геройĕ, П. В. Дементьев тата Е. П. Дементьева ывăлĕ.
  • Дементьев Пётр Петрович (1946-2006) — конструктор, П. В. Дементьев тата Е. П. Дементьева ывăлĕ.
  • Дементьев Пётр Геннадьевич (1974 çур.), Чулхулари пĕр савутăн менеджерĕ. П. В. Дементьев мăнукĕ.
  • Дементьев Михаил Николаевич (Упи шкулĕн директорĕ, 1916-мĕш çул хыççăн)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
  • Иванова (Дементьева) Александра Афанасьевна (Саплăк шкулĕнче 1919-мĕш çултан пуçласа ĕçленĕ вĕрентевçĕ). П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
  • Дементьева Мария Степановна (Упи шкулĕн директорĕ, 1940-1946)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
  • Дементьев Лев Васильевич (Упи шкулĕн директорĕ, 1946-1953)[17]. П. В. Дементьевпа тăванла мĕнле çыхăнура тăни паллă мар.
Алӑ пусни 1976
Хусанти П. В. Дементьев ячĕллĕ авиаци техникумĕ

Тăван тăрăхшăн тăрăшса тунă ĕçсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • П. С. Дементьев Хусанти авиазавод директорӗ пулнă вăхăтра та пӗчӗк тăван çӗршывӗ пирки манман, çавăнпа Çӗпрел районӗнче завод филиалӗ туса лартма шухăшлать. Тăван районне геологсене ярать. Анчах лешсем вырăна килсе тӗпченӗ хыççăн унта пысăк юханшыв çуккине, пӗр-пӗр тăвăмлăх хута яма май килменнине палăртаççӗ.
  • 1950-мӗш çулсен вӗçӗнче пирӗн çӗршывра космонавтсен отрядне пуçтарма пуçласан унта Андриян Николаев чăваша кӗртни те ăнсăртран мар ӗнтӗ, кунта авиаци министрӗн сăмахӗ сулмак­лă пулни курăнать. Хăй хăш халăхран тухнине манса кайман вăл, чăвашсене пулăшма тăрăшнă. Апла пулсан чăваш тӗнче уçлăхне вӗçсе хăпарнинче те Петр Васильевичăн тӳпи пур.
  • Упи шкулне пулăшни[17].

  • Паян Ульяновскра самолетсем тăвакан пысăк завод пур – «Авиастар-СП». Ун çумӗнче 100 пин çын пурăнакан микрорайон ӳссе ларчӗ, эпир ăна Çӗнӗ хула тетпӗр. Анчах нумайăшӗ халӗ те пӗлмест: çак завода тума тытăнма пирӗн ентеш, ун авиаци промышленноçӗн министрӗ П.В.Дементьев алă пусса çирӗплетнӗ. СССР Министрсен Канашӗн Распоряженийӗ тăрăх 1975 çулта Дементьев министр «Ульяновскра авиаци промышленноçӗн комплексне тăвасси çинчен» ятлă приказа алă пусать. Пирӗн шутпа, çак завода Ульяновскра туса лартас ӗçре Петр Васильевич сăмахӗ витӗмлӗ пулнă пулмалла. Вăл хăй пилӗк çул вӗренсе пӗлӳ илнӗ, çитӗнсе çын пулнă хулана çапла майпа тав тăвасшăн пулнă пек туйăнать.
  • Каларăмăр ӗнтӗ, Петр Васильевичăн ашшӗ Василий Степанович Алешкин-Саплăк ялӗнче пӗрремӗш учитель пулнă. Çавăнпа 1970-мӗш çулсенче çынсем ку ялти шкула В.С.Дементьев ятне парас тесе ӗç пуçарнă, документсем хатӗрлесе районти влаçсене леçсе панă. Митрофан Бабайкин Мускава кайсан хăйӗн ачалăхри юлташӗ Петр Васильевич Дементьев патне кӗрсе ăна çак ырă хыпара пӗлтерет. Министр ку шухăшпа килӗшет. «Шкула атте ятне парсан патшалăх шучӗпе çӗнӗ çурт тутарма пулăшатăп»,– тет вăл. Анчах районти пуçлăхсем ку пуçаруран шикленсе ӳкеççӗ, ун пек тусан района пысăк çынсем, министрсем килме тытăнаççӗ теççӗ. Вӗсене вара тивӗçлӗ кӗтсе илмелле, пăхмалла, ăсатса ямалла... Вӗсем ку япаларан хăраса ӳкеççӗ, çавăнпа документсене пăрахăçлаççӗ.
  • Петр Васильевичăн амăшӗ ракпа чирлесе ӳксен вăл ăна сыватма тесе Мускава илсе каять. Анчах чир шала кайнипетухтăрсем нимӗн те тăваймаççӗ. Вара ывăлӗ амăшне ятарлă самолетпа килне леçме ярать. Сывлăшра Елена Герасимовна йывăр аптраса ӳкет, çавăнпа самолет Чулхулана васкавлăн анса ларать. Ку хулара Елена Герасимовнан хӗрӗ пурăннă. Амăшӗ çакăнтах вилет, ăна Чулхулара пытараççӗ.
  • Шупашкарти «Элара» тăвăмлăх йĕркелĕмĕ. Ăна П. В. Дементьев алă пусса çирĕплетнипе проектлама пуçланă (1965) тата хута янă (1970)
  • Остапенко, Ю. Петр Дементьев : преодоление невозможного / Ю. Остапенко. – М. : Издат. дом «АЭРОСФЕРА», 2008. – 544 с.
  • Афанасьев, П. Çÿллě вěçев : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] / П. Афанасьев // Тăван Атăл. – 2006. – № 5. – С. 39-40 : сăн ÿкерчěк.
  • Можаев, Н. Петр Дементьев – çывăхри ялтан : [СССР авиаци промышленноçěн министрě çинчен] / Н. Можаев // Шăмăршă хыпарě. – 2015. – 29 июль : сăн ÿкерчěк.
  • Саландай, Ив. Ячě халăх асěнче : [П. В. Дементьев генерал-полковник çинчен] / И. Саландай // Шăмăршă хыпарě. – 2007. – 20 кăрлач.
  • Вадимов, В. Чебоксарцы построят памятник в Татарстане : [об увековечении памяти бывшего министра авиационой промышленности СССР, дважды Героя Соц. Труда П. В. Дементьева] / В. Вадимов // Совет. Чувашия. – 2007. – 27 янв. – (О чем говорят).
  • Знаете ли вы, что : [к 100-летию со дня рождения министра авиапромышленности СССР П. В. Дементьева] // Янташ (Санкт-Петербург). – 2007. – 20 июля.
  • Макаров, В. Ф. Жизнь, отданная авиации : [о Петре Васильевиче Дементьеве] / Валентин Макаров. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 108, [1] с. : ил., портр., табл., фот. ; 20 см. - Библиогр.: с. 108. - 150 экз. - [2020-0777]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1, 2 тата 3 Остапенко Юрий А. - Великий Яковлев. «Цель жизни» гениального авиаконструктора. Читать книгу онлайн.(ĕçлемен каçă) — Cтраница - 104 (П.В.Дементьев пирки автор "хитрый чуваш" тет).
  2. ^ 1 тата 2 ЕВГЕНИЙ КАБЛОВ: «В ИСТОРИИ ВИАМ ПЕТР ДЕМЕНТЬЕВ ЗАНИМАЕТ ОСОБОЕ МЕСТО» — "Крылья Родины" 1-2.2017 — 28.02.2017 (сайтра хăçан кун çути курнине кăтартать)
  3. ^ 1, 2 тата 3 Макаров В., Ларионов Н. Дементьев министр Алешкин-Саплăкра çуралнă. 2018 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. — Чĕмпĕр чăвашĕсен "Канаш" хаçачĕ. 1393-мĕш (2016.11.03) кăларăм
  4. ^ 1, 2 тата 3 Ульяновск облаçĕ-нчи патшалăх архивĕ – УОПА, 4-мĕш фонд, 11-мĕш хушма опись, 152-мĕш ĕç. «Упи ялĕн 1901-1908 çулсенчи метрика кĕнеки».
  5. ^ 1, 2 тата 3 Макаров В., Ларионов Н. Тăван Çӗршыва суйламаççӗ. 2017 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. — 28.11.2016 10:41 | Çĕпрел (Дрожжановский) "Сувар" хаçат сайчĕ.
  6. ^ Бочаров, Антон. Герои страны.
  7. ^ Бойко И.И. Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  8. ^ Бойко, И. И. Дементьев Петр Васильевич / И. И. Бойко // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 493.
  9. ^ Вырăс-и е чăваш? : [Тутарстанра çуралса ÿснě П. В. Дементьев генерал çинчен] // Eлчĕк ен. – 1998. – 1, раштав.
  10. ^ Манякова Л. Тутарстан чăвашне чысларĕç  : [Тутарстанра çуралса ÿснě чăвашсен паллă ывăлě П. В. Дементьев генерал-полковник çуралнăранпа 100 ç. çитнине паллă туни çинчен] / Л. Манякова // Хыпар. – 2007. – 30 кăрлач. – С. 1. – (Кун хыççăн кун).
  11. ^ Элли, И. Петр Дементьев генералăн нацилěхě пирки / И. Элли // Хыпар. – 2007. – 3 пуш.
  12. ^ Сидоров, П. Мухтавлă чăваш ячěпе – асăну хăми тата бронза бюст : [Тутарстанăн Çěпрел районěнчи Упи ялěнче чăвашсен паллă ывăлне П. В. Дементьев генерал-полковника асăнса палăк уçни çинчен] / П. Сидоров // Хресчен сасси. – 2007. – 11 утă.
  13. ^ Васильев, В. Во главе авиапрома страны : [о видном представителе чуваш. народа генерал-полковнике, дважды Герое Соц. Труда П. В. Дементьеве] / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2007. – 16 янв.
  14. ^ Фуфаев П. (Алексеев И. Е.) В честь выдающихся земляков// Актуальное национально-культурное обозрение. — 2007. — № 1 (11). — С.с. 38 — 44.
  15. ^ 1 тата 2 Товарищ министр (24 января — 100 лет со дня рождения П. В. Дементьева — организатора авиапрома СССР)// Советская Россия. — 2007. — № 7 — 8 (12930) (23 января). 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
  16. ^ Патăрьел энциклопедийĕ, 2-мĕш том. Шупашкар, 2010. — с.73.
  17. ^ 1, 2, 3 тата 4 История школы — Сайт МБОУ "Убеевская средняя школа Дрожжановского муниципального района РТ"
  18. ^ «О присвоении звания Героя Социалистического Труда т.т. Шахурину А. И., Дементиеву П. В., Воронину П. А., Третьякову А. Т.» от 8 сентября 1941 года // Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик : газета. — 1941. — 13 сентября (№ 39 (154)). — С. 1.
Шупашкарти «Элара» тăвăмлăх йĕркелĕмĕ. Ăна П. В. Дементьев алă пусса çирĕплетнипе проектлама пуçланă (1965) тата хута янă (1970)