Кăнтăр çур чăмăрĕ
Кăнтăр çур чăмăрĕ — Çĕрĕн экватортан кăнтăралла вырнаçнă пайĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Уйрăмлăхсем
Кăнтăр çур чăмăрĕнче çулла раштавран нарăса çити, хĕлле — çĕртмерен çурлана çити тăсăлать. Кăнтăр çур чăмăрĕнчи циклонсем, Çурçĕр çур чăмăрĕнчипе танлаштарсан, сехет çанни май çаврăнаççĕ, антициклонсем — сехет сăннине хирĕçле[1]. Кăнтăр çур чăмăрĕнче Хĕвел кăнтăрла çурçĕр енче, Çурçĕр çур чăмăрĕнче — кăнтăр енче. Хĕвелĕн тӳпери курăмлă çулĕ кунĕпе тухăçран анăçалла, сылтăмран сулахаялла (кăнтăрла ăна хирĕçле тăрсан), Çурçĕр çур чăмăрĕнчи пек сулахайран сылтăмалла мар, шуçать[2].
Кăнтăр çур чăмăрĕнче тăваттă континент (Антарктида, Австрали, Кăнтăр Америкăн чылайăшĕ, Африкăн пайĕ), Азин пайĕ (Малай архипелагĕн утравĕсен пайĕ), Океани утравĕсен пайĕ, çаплах тăваттă океан (Атлантика, Инди, Лăпкă океансен пайĕсем тата мĕнпур Кăнтăр океанĕ кĕрет[3]).
[тӳрлет] Кăнтăр çур чăмăрĕнчи патшалăхсем
[тӳрлет] Ази
- Пĕтĕмпех
- Пĕтĕмпех
- Кăштах
[тӳрлет] Африка
- Пĕтĕмпех
- Ангола
- Ботсвана
- Бурунди
- Замби
- Зимбабве
- Комор утравĕсем
- Лесото
- Мадагаскар
- Маврикий
- Малави
- Мозамбик
- Намиби
- Руанда
- Свазиленд
- Сейшел утравĕсем
- Танзани
- КАР
- Чылайăшĕпе
- Кăштах
[тӳрлет] Океани
- Пĕтĕмпех
- Чылайăшĕпе
[тӳрлет] Кăнтăр Америка
- Пĕтĕмпех
- Чылайăшĕпе
- Кăштах
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Синоптические термины
- ^ Анатри анлăхсенче (тропиксем хушшинче) тӳпери Хĕвел çулĕ çулталăк тапхăрĕнчен килет, вăл çурçĕрте те, кăнтăрта та сылтăмран сулахаялла куçать.
- ^ Кăнтăр океана официаллă йышăнман — Limits of oceans and seas.
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
| Ку вĕçлемен статья географи терминологипе. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |