Комор утравĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Udzima wa Komori
фр. Union des Comores
арап. الاتحاد القمري

Комор утравĕсем
Flag of the Comoros.svg Coat of arms of Comoros.svg
Комор утравĕсен ялавĕ Комор утравĕсен гербĕ
LocationComoros.svg
Патшалăх чĕлхисем франци чĕлхи, арап чĕлхи, комор чĕлхи
Тĕп хула Морони
Чи пысăк хула Морони
Президент Дуанин Икилилу
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
167 вырăнта
=1 862 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе (2009)
 - Йышлăхĕ
158 вырăнта
752 000
404/км²
Валюта ячĕ Комор франкĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +03 пуçласа +03 таран
Патшалăх гимнĕ Комор утравĕсен патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ [[.km]]
Тел. префиксĕ 269


Комор утравĕсем, официаллă Комор утравĕсен пĕрлĕхĕ[1], ( 2002-мĕш çулччен — Комор утравĕсен Федераллă Ислам Республики) — Инди океанĕнчи патшалăх. Мозамбик тинĕс пырĕн çурçĕр пайĕнче Мадагаскар утравĕпе çурçĕр Мозамбик хушшинче вырнаçнă. Ячĕ арап челхинчи 'al-qamar (аль-камр) сăмахран (уйăх) самахран тухнă. Уйăх патшалăх ялавĕ çинче пур. Официаллă чĕлхесем — комор чĕлхи (суахили) чĕлхипе тăванлă), франци тата арап чĕлхисем.



Кун-çулĕ[тӳрлет]


Авалхи кун-çулĕ[тӳрлет]

Археологи тĕпчевĕсем тарăх Анжуан утравра пирен саманан V-мĕш ĕмĕрĕнчех çынсем пурăннă. XII-меш ĕмĕрте архипелаг Килва султанат аллине лекнĕ. Утравсем çинчен чи малтан голланди çул çӳревçи К. Хаутман çырса кăтартнă. Инди кайакан португалсем 1610-мĕш çулсенче утравсенче йăва çавăрма тытăнни выранти çынсем хирĕç танипе ăнман. Килва салансан кунта пĕр перинпе çăпăçакан нумай султанат йĕркеленнĕ, ислам вăй илнĕ. 1600-мĕш çулсенче Африка, Мадагаскар утрав çыннисем, арапсем çĕнĕрен куçса килнĕ. Кунта пиратсем индипе китай çыннисене плена илсе килнĕ. 1785-мĕш çултан Мадагаскар утравĕнчен чурасем ярса илме тапанма тытаннă, çавăнпа XIX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Майотта утраве çынсăр юлнапа пĕрех. Вăл Мохели утравĕпе пĕрле Мадагаскар влаçне лекнĕ.

Колони тапхарĕ[тӳрлет]

1841-меш çулта Франци Майотта утравне ярса илнĕ хыççăн вăл 1843 ун протекторачĕ пулса тарать. 1886—1892 -мĕш çулсенче Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсем те Франци протекторачĕсем пулса тăраççĕ. 1909 архипелага официаллă франци колонийĕ тесе пĕлтереççе, 1912-мĕш çултан Мадагаскар па перлештереççĕ. Колонистсем ваниль, гвоздика тата кофе ӳстернĕ. 1947-мĕш çулта франци тинĕс лешен территори статусне илнĕ. 1974-мĕш çулти референдумра Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравсенчи 96% Францинчен уйралассине суйланă, Майотта утравен 64% уйрăлма килешмен. 1975-мĕш çулта депутатсен палати Анжуан, Гранд-Комор тата Мохели утравĕсенчен тăракан никама пăхăнман Комор утравĕсен республикине (КОР) тунине пелтернĕ. Правительство канашĕн председатĕлĕ Ахмед Абдаллах Президент пулса ларнă. 1975-мĕш çулта КОРа ООН пайташне йышăннă. Франци КОР никама та пăхăнманнине йышанса Майотта утравне хăйен территори статусне хăварнă.

Географи[тӳрлет]

Тĕп статья: Комор географийĕ

Комор утравĕсен вулкан архипелагенче 4 тĕп утрав: Нгазиджа (Гранд-Комор), Ндзуани (Анжуан) тата Мвали (Мохели) Комор патшалăхне кĕреççе, Майотта утрав Францин тинĕс лешен территори шутланать. Чи çӳлле вырăн - вулкан Картала (2361 м). Утравсем тавра коралл рифĕсем. Тропик климачĕ, шăрăх тата нӳрĕ. Çумăр çулталăкра 1100-3000 мм яхăн çăвать. Тусен çулти тăвайкисенче тропик варманĕсем ӳсеççĕ, аялларах саваннăпа тĕмсем саралнă. Çулталăкĕпех малярипе чирлес харушлăх пур.

Çутçанталăк[тӳрлет]

Флора Сахар тростникĕ, кокос пальми, банан, кофе, гвоздика ĕрчет.


Фауна Коморти икĕ утравра çеç Левингстон крыланĕ тĕл пулать.

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Атлас мира. ред. Поздняк Г. В.; Омск: Роскартография, ФГУП «ОКФ», 2007 ISBN 5-9523-0164-9

Каçăсем[тӳрлет]


Шаблон:Коморсем в темăсенче Шаблон:Арап патшалăхĕсен лиги Шаблон:Agadir

Африка патшалăхĕсем
Алжир | Ангола | Бенин | Ботсвана | Буркина-Фасо | Бурунди | Габон | Гамби | Гана | Гвиней | Гвиней-Бисау | Джибути | Замби | Зимбабве | Египет | Кабо-Верде | Камерун | Кени | Комор утравĕсем | Конго Демократиллĕ Республики | Конго Республики | Кот-д'Ивуар | Лесото | Либери | Ливи | Мадагаскар | Малави | Мали | Мавритани | Маврики | Марокко | Мозамбик | Намиби | Нигер | Нигери | Руанда | Сан-Томе тата Принсипи | Свазиленд | Сейшелсем | Сенегал | Сомали | Судан | Сьерра-Леоне | Танзани | Того | Тунис | Уганда | Вăтам Африка Республики | Чад | Экваторти Гвиней | Эритрей | Эфиопи | Кăнтăр Африка Республики
Пăхăнăвлисем: Инди океанĕнчи Британи çĕрĕсем | Майотта | Реюньон | Таса Елена утравĕ |
Йышăнман патшалăхсем (тивĕç йĕркипе — ирĕклĕ): Анăç Сахара | Пунтленд | Сомалиленд

Шаблон:Африкăри утрав патшалăхĕсем

Категория:Федеративла патшалăхсем