Кофе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кофе

Кофе - кофе йывăçĕнчен пуçтарнă çырларан хатĕрленĕ ырă шăршăллă ĕçме.

  • Тăван çĕр : Абиссини сăртлăхĕ ( Эфиопи ).Кофе Каффа ( Эфиопи ) тăрăхран ячĕ илнĕ.

Кофе сорчĕсем[тӳрлет]

Тĕнчере виççĕ кофе сортне уçнă:

  • Арабика ( Arabica linee ) тĕнчери кофе лаптăкĕн 90 % пайне йышăнать. Çемçе тутăллă, кăмăл техĕмлĕ кофе пулать. Арабика йывăçĕ 5-6 метр çӳллĕше çити ӳсет. Кофе йывăçĕ питĕ ачашлă: шăрăха та юратмасть, сивве те ( + 8* С ) чăтаймасть. Пиллĕк çултан пĕр çулĕнче кăна тухăç парать. Кофеин шучĕ — 0,7-1,2 %;
  • Робусто ( Robusta linden ) - тĕнчери кофе лаптăкĕн 8 % йышăнать. Робустăн латинла пĕлтерĕшĕ "никĕслĕ, хăватлă" пулать. Робуста сортне 1860 çулта Виктория кӳлли тăрăхĕнче ( Уганда ) уçнă. Робуста сортран хăватлă та йӳçĕ тутăллă кофе пулать. Çавăнпа та робуста сортне арабикăпа хутăштараççĕ. Робуста йывăçĕ арабика йывăçĕнчен чĕрĕрех, сивве тӳсекенрех. Виççĕ çултан пĕр çулĕнче тухăç парать. Кофеин шучĕ — 1-2,5 %;
  • Либерика ( liberica bull ) - тĕнчери кофе лаптăкĕн 2 % пайне йышăнать. Çак кофе сортне XX ĕмĕрте кăна Гвинейăра уçнă. Либерика йывăçĕ 18 метр çӳллĕшне çити кармашса ӳсет. Либерика сортран "пушă", техĕмсĕр кофе пулать, çавăнпа та унпа чылайрах кондитер промăçлăхĕнче усă кураççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Пĕрремĕш хут кофе ĕçми пирки арап ăсчахĕ Ибн Синна ( Авиценна ) çырнă.

Эфиопирен кофе арап çĕрĕсене сарăлса кайнă. Унтан Осман империнче паллă пулнă. XIV ĕмĕрте кашни килте турккăсем кофе ĕçме хăнăхнă. XVI ĕмĕрте кофе Европăана çитет. Малтан кофене хирĕç чиркӳ пулать - "мăсăльман ĕçми" тесе чарнă. Анчах та Рим паппи Климент VIII кофене питĕ кăмăлланă. Çавăнпа Европăра кофе сутма ирĕк параççĕ. Кофе хаклă ĕçме пулнă - чылай хушă ăна патша, пуян çын кăна ĕçнĕ.

XVIII ĕмĕрте Лондонра нумай кофейнайсем уçăлаççĕ. Кофе халăх патне "çывхарать".

Раççейре кофене Аслă Петĕр самантрах ĕçме хăнăхнă.

Сарăлни[тӳрлет]

Тĕрлĕ кофе сортсем ӳстерекен патшалăхсем :"r"- робуста сорчĕ, "m"- робуста тата арабика, "a"- арабика

Тĕнчере кофе ăшă çанталăклă патшалăхсенче ӳстереççĕ.

Тĕнчере кофе пуçтарни ,1993 тата 2004 çулсем
Вырăн Патшалăх пин тоннă 1993 2004
1 Flag of Brazil.svg Бразили 1 362 2 356
2 Колумби 888 684
3 Индонези 470  ?
4 Эфиопи 220 300
5 Пил Шăмми Çыранĕ 192 105
6 Гватемала 191 221
7 Мексика 184 204
8 Уганда 180 165
9 Инди 165 321
10 Сальвадор 147 85

Кофе ĕçес йăла[тӳрлет]

Кофе курки

Тĕрĕс пĕçернĕ кофе "Каç пек хура, тамăкри пек вĕри" пулмалла теççĕ. Кофене тĕрлĕ мĕслетпе хатĕрлеме пулать:

  • туркăра. Туркă ( джезва, иврик ) - авалхи мĕслечĕпе кофе пĕçермелли савăт. Чи паха туркăна пăхăртан тăваççĕ, шалтан кĕмĕлпе сарни те пулать;
  • кофе-машинăпа. Кофе-машинăна 1901 çулта Луиджи Беццера ( Милан ) ăстайланă;
  • френч-пресспа. Ку мĕслете Францире 1920 çулта шутласа кăларнă.

Кофе Раççейра[тӳрлет]

Раççейре 2010 çулта кофе суту-илӳ калăпăшĕ 2,2 млрд доллара çитнĕ:

  • 75 % - ирĕлекен кофе;

Чи пысăк ирĕлекен кофе усламçисем: Kraft Foods, Nestle, Tchibo

  • 25 % - авăртнă тата çырлаллă кофе.

Авăртнă чи пысăк тата çырлаллă кофе усламçисем (2009):

  • Орими Трейд 30 %,
  • Gustav Paulig Ltd 17 %,
  • Kraft Foods 13 %,
  • Продукт-Сервис ( Lebo ) 9 %,
  • Куппо 6 %,
  • Московская кофейня на паяхъ 6 %.

Тĕрлĕ кофе ячĕсем[тӳрлет]

  • Эспрессо;
  • Капучино (сĕтпе хутăш кофе);
  • Латте (1 пай кофе, 3 пайĕ - сĕт). Латте корицăпа шоколада хутăштарма пулать. Барменсем хушшинче "Латте-арт" ĕçĕ паллă (сĕт кăпăкĕ çине тĕрлĕ ӳкерчĕк лартасси).

Кофе тата сывлăх[тӳрлет]

Кофере усăллă элемент питĕ чылай: антиоксидантсем, В ушкăнри витаминсем, микроэлементсем (кали, кальци, фосфор, азот, натри, магни, хлор, т.ыт ).

Кофе пултарулăхра[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]