Фосфор

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Фосфор/ Phosphorus (P)
Атом номерĕ 15
Ахаль япалалăхăн тĕсĕ P,15.jpgШурă, хĕрлĕ, сарă, хура тĕслĕ
Атом пахалăхĕсем
Атом масси
(моль масси)
30,973762 а. е. м. (г/моль)
Атом радиусĕ 128 пм
Ионизаци хăвачĕ
(пĕрремĕш электрон)
1011,2(10,48) кДж/моль (эВ)
Электрон конфигурацийĕ [Ne] 3s2 3p3
Хими пахалăхĕсем
Ковалент радиусĕ 106 пм
Ион радиусĕ 35 (+5e) 212 (-3e) пм
Электроçуклăх
(Полинг шучĕпе)
2,41
Электрод потенциалĕ 0
Йӳçĕклев степенĕсем 5, 3, 1, 0, -1, -3 [1]
Ахаль япалалăх термодинамика пахалăхĕсем
Тачăлăхĕ (белый фосфор)1,82 г/см³
Ăшă удель калăпăшĕ 21,6[2] (ромбич.) Дж/(K·моль)
Теплопроводность (0,236) Вт/(м·K)
Ирĕлӳ температури 317,3 K
Ирĕлӳ ăшăлăхĕ 2,51 кДж/моль
Вĕрев температури 553 K
Пăслав ăшăлăхĕ 49,8 кДж/моль
Моль калăпăшĕ 17,0 см³/моль
Ахаль япалалăх кристалл чĕнтĕрĕ
Чĕнтĕр тытăмĕ кубла, калăпăшĕпе центăрланă
Чĕнтĕр тапхăрĕ 18,800 Å
c/a танлашăнни
Дебай температури n/a K
P 15
30,973762
[Ne]3s23p3
Фосфор


Фосфорпериодикăллă системăри 15 атом номерлĕ хими элеменчĕ, P (лат. Phosphorus) символпа палăртаççĕ. Çĕр хуппинче чи анлă сарăлнă элементсен шутне кĕрет (0,08—0,09 % массăпа). Питĕ химилле хастар пулнипе ирĕклĕн тĕл пулмасть. Фосфорăн 190 яхăн минерал, вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшлисем:апатит Ca5(PO4)3(F,Cl,OH) фосфорит Ca3(PO4)2 тата ыттисем. Фосфорсăр пурнăç пулаймасть, ДНК, РНК тата АТФ çак элемент пур. Çавăнпа фософор ӳсентăрансен тата чĕрчунсен пĕтĕм пайĕнче те пур. Фосфор пурнăç элеменчĕсен шутне кĕрет.

Элементарлă фосфорăн токсикологийĕ[тӳрлет]

  • Хĕрлĕ фосфор сиенсĕр. Ун тусанĕ нумай вăхăт хуши ӳпкене лексен пневмония патне илсе çитерме пултарать..
  • Шурă фосфор питĕ наркăмăшлă, липид сенче ирĕлет. Çыншăн вилмелли дози — 50-150 мг. Шурă фосфор тир çине лексен ӳте çунтарать.

Фосфорпа вăйлă наркăмăшлантарсан çăварпа хырăм çунтарма тытăнать, пуç ыратать, вăй пĕтет, хăстарать. 2-3 талăкран сар ӳкет. Нумай вăхăт хушши наркăмăшлантарсан кальци ылмаштарни пăсăлать, чĕрепе нерв системи йĕркерен тухаççĕ. Фософорпа наркăмăшлансан малтахи пулăшăва хырăма çуса кăларасси, клизмăсем тата çемçетекен эмелсем. Венă витĕр глюкоза ямалла. ӳте çунтарсан аманнă вырăна пăхăр купорос е сода ирĕлтеркĕчĕсемпе çумалла. . Ӗçлемелли пӳлĕмсенчи сывлăшри фософрăн пăсĕсен ПДК — 0,03 мг/м³, атмосферăри сывлăшри вăхăтлăх юракан концентрации – 0,0005 мг/м³, ĕçмеллли шывра ПДК — 0,0001 мг/дм³.[3]

Фосфор çыхăнăвĕсен токсикологийĕ[тӳрлет]

Фосфорăн хăшпĕр çыхăнăвĕсен (фосфин) питĕ наркăмăшлă. Çапăçу наркăмăшлă япалисем Зарин, зоман, Табун, V-газсем - фосфор çыхăнăвĕсем. Çĕнĕ Шупашкарти "Химпром" пĕрлешӳре V-газсем тăвакан цехра темиçе авари пулнă, çынсем вилнĕ. [4]

Асăрхатарусем[тӳрлет]

  1. ^ Sulfur and Phosphorus Compounds (акăлч.). Тĕрĕсленĕ 27 кăрлач уйăхĕн 2010.
  2. ^ Редкол.:Зефиров Н. С. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т. — Большая Российская энциклопедия. — Т. 5.
  3. ^ УНИАН - здоровье - Что происходит с фосфором?(выр.)
  4. ^ Федоров Л.А. Необъявленная химическая война в России(выр.)

Каçăсем[тӳрлет]



Элементсен периодикăллă системи
H He
Li Be B C N O F Ne
Na Mg Al Si P S Cl Ar
K Ca Sc Ti V Cr Mn Fe Co Ni Cu Zn Ga Ge As Se Br Kr
Rb Sr Y Zr Nb Mo Tc Ru Rh Pd Ag Cd In Sn Sb Te I Xe
Cs Ba * Hf Ta W Re Os Ir Pt Au Hg Tl Pb Bi Po At Rn
Fr Ra ** Rf Db Sg Bh Hs Mt Ds Rg Cn Uut Fl Uup Lv Uus Uuo
* La Ce Pr Nd Pm Sm Eu Gd Tb Dy Ho Er Tm Yb Lu
** Ac Th Pa U Np Pu Am Cm Bk Cf Es Fm Md No Lr
Сĕлтĕ металлĕсем Сĕлтĕ çĕр металлĕсем Куçăмлă металсем
Çăмăл металсем Çурма металсем Сипетлĕ газсем
Металмаррисем Галогенсем Лантаноидсем Актиноидсем