Кушар-Юнтапа
Герб | Ялав |
---|---|
Кушар-Юнтапа '' | |
Патшалăх | Раççей Федерацийĕ |
Республика | Чăваш Республики |
Район | Вăрнар районĕ |
Ял тăрăхĕ | Ярмушка ял тăрăхĕ |
Лаптăк | 413км² |
Халăх йышĕ | 216 (2006) |
Никĕсленĕ | 1883 |
Телефон префиксĕ | +7 83244 |
Почта индексĕ | 429000 |
Вăхăт тăрăхĕ | UTC+3, çулла UTC+4 |
Кушар-Юнтапа — Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи ял.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кушар-Юнтапа ялĕ Вăрнар посёлăк район центрĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă. Яла район центрĕпе асфальтлă çул çыхăнтарать. Тăршшĕ – 25 çухрăм. Кушар-Юнтапа Çавал юханшыв çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2006 çул тĕлне ялта 216 çын пурăннă.
МУ СХП "Юнтапа", медицина пункчĕ, çыхăну уйрăмĕ, культура керменĕ, ял вулавăшĕ, лавкка.
Урамсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп урам, Çĕнĕ, Çамрăксен, Уй-хир урамĕсем
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кушар-Юнтапа ялĕ 150 яхăн çул каялла никĕсленнĕ. Тĕрлĕ музейри архив хыпарĕсепме çăлкуçĕсем тăрăх, ватă çынсем каласа хăварнипе ял пуçланса кайнине тĕрлĕрен ăнлантарма пулать. Анчах та чи тĕрĕсси вĕсенчен ял 1883 çулта никĕсленни çинчен палăртать.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кушар-Юнтапа ялĕ ячĕ акă çапла пулса кайнă: малтанах ял тăрăхĕнче вăрман кăна пулнă. Çак вăрмансенче патша çыннисенчен налук тӳлеме май çуккипе çĕр ĕçтешĕсем тарса çӳренĕ. Пĕр çĕр ĕçтĕш çăл патĕнче чарăнса тăнă та çак вырăнтах пурăнма юлнă. Çак çын Кушар ятлă пулнă, вăл Кушар-Юнтапа ялне никĕсленĕ теççĕ.
- Кушар-юнтапа,
- Уйкас-Юнтапа,
- Хурапыр
Халĕ Ярмушка ял тăрăхне кĕрет.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |