Сăварсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сăварсем (Sabirs) кăнтăр Уралта, IV ĕмĕрте хунсемпе (Huns) укăрсем хушшинче

Сăварсем (сабирсем, савирсем, суварсем) — пĕрремĕш пинçуллăхри юркăн йăхсен ушкăнĕ. Хăшпĕр шухăшсемпе, çак ятран "Çĕпĕр" сăмах пулса тухнă[1].

Генезис[тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Çĕпĕр тапхăрĕ[тӳрлет]

Сăварсем Анăç Çĕпĕре Вăта Азирен хунсемпе пĕрле килнĕ шухăш пур[2][3].

Кавказ (Арамаçи) тапхăрĕ (V—VII ĕм.)[тӳрлет]

Сăварсем пирки хыпар сахал. Сăварсем Çурçĕр Кавказри питĕ хăватлă халăх шутланнă. Анчах та вĕсен политика пĕрлĕхĕ пулман, вĕсем темиçе сыпăкран тытăнса тăрса пĕр-пĕрне хирĕç хăтланнă. Висанти тата нумайрах Сасан Иранĕ çине пĕрмай тапăннă, çак патшасем сăварсене хĕсметре усă курнă. 521 çулта висанти императорĕ Юстин сăварсен Зилигд çулпусне перссем çине вăрçăпа кайма çавăрать. Анчах та Зилигд, Иранран кучченеç туянсанах, 20 пин çарпа Иран енне куçса Висанти çине тапăнать. Вара Юстин Иранпа лăпкăлах килĕшĕвне тăвать те перссем сăварсен çарне аркатса тăкаççĕ.

527 çулта иран çĕрĕсем çумĕнчи сăварсене Болахăн тăлăха юлнă арăмĕ — Боарикс — тытса тăрать. Вăл Висантипе пĕрлĕ пулма килĕшет. Боарикс сăварĕсен хыçĕнче пурăнакан сăвар йăхĕсен иккĕ çулпуçĕ Иран патши майлă пулаççĕ. Хирĕçсе кайса пĕр çулпуçне — Глома — вĕлернĕ, тепĕрне — Тираниса — тыткăна илсе Кустантина трофей вырăнне ярса панă.

Сăварсем иран çарĕнче, 528—531 çç. компанинче, хĕсметре тăнă. Вĕсем хайсене Лазикăшăн пынă иран-висанти вăрçи вăхăтĕнче (550—556) маттур кăтартаççĕ. Лазсен тăрăмĕ Губац сăварсемпе алансене хăйнеперссенчен хӳтĕлеме илет, анчах та укçа парса татаймасть те тăмăрсем Иран енне куçаççĕ. Висанти императорĕ Юстиниан кирлĕ суммăна ярса парать. Сăварсен виççĕ çулпуçĕ укçа патне Петрăна хупăрласа илнĕ висанти çарне çитеççĕ,. Сăварсем висантисене куçармалли таран тума вĕрентеççĕ, çакна пула хулан туртса илеççĕ.

Сăварсен мăнаçлăхĕ хăйсем хушшинчи хирĕçӳсене пула пĕтсе пырать. 562 çулта перс шахĕ Хосрой сăварсене çапса аркатать. Пĕр пайне тыткăна илсе Кабала патĕнче пурăнма вырăн парать. Ыттисене каялла Дагестана хăваласа ярать. Каçпи хушăкĕнче вăл Дербент кармана никĕслет, çак вара сăварсен малашнехи тапăнăвне чăрмав кӳрет[4].

VII—VIII ĕмĕрсенче сăварсен юлнă йăхĕсем Куман анатĕнче тата Çурçĕр Дагестанра, хасарсене пăхăнса пурăннă, вĕсене хунсем тенĕ. 682 çулта хун-сăварсен çулпуçĕ — Улăп Илитвер Христос тĕнне йышăнать[5].

463 çулта сăварсене хăйсен çĕрĕсенчен аварсем тĕкнипе тухса çурçĕр Дагестана çитсе унти пăлхар йăхĕсен территорине йышăннă. 508 çулта вĕсем Эрмение, Каппадокие тата Галатие тапăнса питĕ тустараççĕ[6]. Сăварсем кунта, Терекпа Атăл хушшинче хăйсен патшалăхне туса хунă, тĕп хули Вăрачан (халĕ Даргин Аул Урцеки) хули пулнă[7].

Атăлçи тапхăрĕ[тӳрлет]

VIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче (737 çулĕ тĕлн.) арапсем пĕрмай тапăннине пула сăварсем пăлхарсемпе пĕрле Ватам Атăлçине куçса каяççĕ, унта вĕсем именьково этеплĕхĕн йăхĕсемпе тĕл пулаççĕ, Сăвар хулана никĕслеççĕ[8]. Атăлçи сăварĕсен пĕр пайĕ анăçалла, Тăнăвар еннелле куçать, унта вăл, славян йăхĕсемпе хутăшса, северян халăхĕ (волынь этеплĕхĕ) пулса тăрать, тепĕр пайĕ Атăл тăрăхĕнчех юлса, Атăлçи Пăлхар çĕр-шывне кĕрет, чăваш этносне хутшăнать.

Тăхăмсем[тӳрлет]

Çаплах сăварсем хасар халăхĕн этногенезне хутшăннă[10].

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Анăç Çĕпĕр халăхĕсĕм
  2. ^ Golden P. B. An introduction to the history of the Turkic Peoples (ethnogenesis and state-formation in medeival and early modern Eurasia and the Middle East). — Wiesvaden, 1992. — P. 105—106
  3. ^ Исхаков Д. М. Об общности этнической истории волго-уральских и сибирских татар (булгарский, золотоордынский и позднезолотоордынский периоды) // Сибирские татары. Монография. — Хусан: Институт истории АН РТ, 2002. — С. 33
  4. ^ Хроника хазар
  5. ^ Хазары
  6. ^ Великая Болгария: начало истории и культуры
  7. ^ К локализации савир (по данным «Армянской географии» VII в.)
  8. ^ С. Плетнева. Хазары. Глава 5 Новая география Хазарии
  9. ^ Сăварсем пирки
  10. ^ Фахрутдинов Р. Г. Очерки по истории Волжской Булгарии. — М: Наука, 1984. — С. 16-17, 42, 187.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]