Самар облаçĕн Ставропăль районĕ
Ставропăль районĕ — Самар облаçĕн çурçĕр-анăçĕнчи районĕ. России. Административла тĕпĕ — Тольятти хули.
Тупмалли |
Географи [тӳрлет]
Лаптăкĕ 3662 çм2. Район çурçĕрте Чĕмпĕр облаçĕпе, тухăçра — Самар облаçĕн Красноярски тата Атăл, кăнтăрта — Пĕçен районĕсемпе; анăçра Куйбышев шывуправĕпе юнашар вырнаçнă.
Паллă шывĕ — Атăл.
Истори [тӳрлет]
Района 1928 ç. йĕркеленĕ.
Демография [тӳрлет]
Районта 47,7 пин çын (2006), Тольяттире 717 пине яхăн. Тĕрлĕ халăх йышĕ: вырăссем – 79,6%; тутарсем – 4,4%; мордвасем – 5,4%; чăвашсем – 4,6 %.; украинсем – 2%; ыттисем – 4%. Пурĕпе 52 пурăну вырăнĕ.
Транспорчĕ [тӳрлет]
Район урлă ункăллă чукун çулĕ Самарской Луки (Сызрань — Шукăль — Самар — Новокуйбышевск — Чапаевск — Октябрьск — Сызрань) чукун çӳл чарăнăвĕ Жигулевское море, федераллă автоçулĕ М5 «Урал» иртет.
Культура [тӳрлет]
Паллă курăмĕсем [тӳрлет]
Район территоринче Муром хули — Атăлçи Пăлхарăн авал хули, халĕ паллă археологи палăкĕ шутланать.
Асăрхавсем [тӳрлет]
Каçăсем [тӳрлет]
| Ставропăль районĕн ялĕсем |
|---|
| Административлă тĕпĕ: Тольятти хули |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |