Сувар (хаçат)
Сувар (хаçат) | |
Тĕс | Эрнере пĕр хут, çырăнмалла |
---|---|
Формат | А3 |
Редактор | К. А. Малышев |
Никĕсленĕ | çурла 1993 |
Чĕлхе(сем) | чăвашла |
Тираж | 5000 ытла экз. |
Веб-сайт | suvargazeta.ru |
Сувар — Тутарстанра тухакан чăваш хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă.
Тĕп редакторĕ — Малышев Константин Анатольевич.
Редакцийĕ Хусан хулинче вырнаçнă.
Тиражĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]«Сувар» эрнесерен тухакан 8 питлĕ хаçачĕ. Учредитель - ТР Массăллă коммуникацисен "Татмедиа" Агентстви. Телепрограммăсăр пуçне кашни страница чăвашла пичетленсе тухать. 2006 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне хаçат тиражĕ - 5348 экземпляр.
Редакторĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]"Суварăн пĕрремĕш редакторĕ Владимир Ильич Данилов (Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи Якурккел ялĕ) пулнă.
Хаçатăн 2-мĕш редакторĕ Николай Михайлович Сорокин (Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕ), виççĕмĕшĕ - Александр Кириллович Иванов (Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи, Хирпуç ялĕ) пулнă.
Хальхи тĕп редактор - Константин Анатольевич Малышев ТР, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕп редактор çумĕ — Вера Валерьевна Александрова, Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Кивĕ Этемшÿ ялĕнчен.
Çырăнтару
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сувар хаçата Тутарстанри кашни çыхăну уйрăмĕнче çырăнса илме пулать, çулталăклăх çырăну хакĕ Тутарстанра - 396 тенкĕ (2009).Çырăну индексĕ: 54156. Çавăн пекех 2009 çултан кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансем те, Камчаткăпа Калининградра пурăнакнасем те хаçата хăйсен патĕнчи почтăра МАП каталогĕпе çырăнма пултараççĕ. Тулашри çырăну индексĕ: 79273. Ку чухне хаçат хакĕ çур çула 300 тенке яхăн пулать, этем хăш регионта пурăннине кура.
Çыхăну
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Редакци адресĕ: 420066, Хусан, Чистопольски урамĕ, 5-мĕш çурт, 2-мĕш хутри редакцисен комплексĕнчи 3,4,5 офиссем.
Телефон/факс: (843)518-33-75,
журналистсем: (843)292-36-46
янрав уйрăмĕ: (843)294–62–95
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хусан чăвашĕсем (рок-ушкăн) - Тутарстанри чăваш рок-ушкăнĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Сувар» хаçатăн тетелри версийĕ.
- Хаçат сайтне 2009 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ. 2006 çулта тума пуçланă. 2006 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш бета-версийĕ тухнă.
- Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ
- Сувар dev 2018 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сувар 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Чăвашла хаçат-журнал |
|
---|---|
Чăваш Ен, Шупашкар: Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ĕç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ Чĕмпĕр облаçĕ: Атăл юрри | Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Ял пурнăçĕ | Туслăх | Пушкăрт Республики: Урал сасси | Аургазă хыпарçи | Самар облаçĕ: Самар ен |
Ку пичет кăларăмĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |