Тулă (ӳсентăран)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тулă (Triticum) — злаксем çемьин курăклă ăрачĕн ӳсентăранĕ, чылайăш тĕсĕ пĕрçуллăхлисем, тĕшĕллĕ культура, нумай çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те акса иеççĕ.

Тулă тĕшшисен çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, макаронсемпе кондитерлă япаласем хатĕрлеççĕ. Тулăпа выльăха та тăрантарса усраççĕ, сăра вĕретес ĕçе те кĕрет.

Истори[тӳрлет]

Тулă Мал тата Вăтам Азире (хальхи Турци, Ирак, Сири, Иран, Туркменистан çĕрĕсенче) пирĕн эрăчченхи 7-6 пинçуллăхсенче, Балканра тата хальхи Греци территорийĕсенче –пирĕн эрăчченхи 6-5 пинçуллăхсенче, Икĕпатра – пирĕн эрăчченхи 4 пинçуллăх маларах этемлĕхе паллă пулнă.

Культурăсене аталантарасси[тӳрлет]

Тулăна туса илесси, çулсемпе (FAOSTAT)
пин тоннă.
Çĕршыв 1985 1995 2005
Китай 85 807 102 211 96 160
Инди 44 069 65 767 72 000
АПШ 65 975 59 404 57 106
Раççей 30 119 45 500
Франци 28 784 30 880 36 922
Канада 24 252 24 989 25 547
Австрали 15 999 16 504 24 067
Германи 13 802 17 763 23 578
Пакистан 11 703 17 002 21 591
Турци 17 032 18 015 21 000

Тулă акса пухакансенчен малтисем — Китайпа Инди. Вĕсем хыççăн АПШ, Раççей.

Тулă тухăçлăхĕ[тӳрлет]

Тулă тухăçлăхĕ сортран, çанталăкран, тăпраран т.ыт. тĕрлĕ кăтару çитеть ( ц\га ,2009 ) :

Культурисем[тӳрлет]

Тулă апат-çимĕçĕ[тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Тĕшĕллĕ культурăсем