Воронеж облаçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Воронеж облаçне Курск енчен кĕнĕ çĕрти А144 трасси
Тан Воронеж çумĕнчи Придонской посёлокĕ патĕнче
Воронеж çумĕнчи Подклетное посёлокĕ патĕнчи кӳлĕ

Воро́неж о́блаçĕ — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ, Раççей Европа пайĕн варринчи облаç.

1934 çулхи çĕртме, 13 йĕркеленĕ. Раççей Федерацийĕн вар федераци тăрăхĕ шутне кĕрет. Облаçĕн административлă тĕпĕ — Воронеж хули. Воронеж облаçĕн ертӳçи — Алексей Васильевич Гордеев.

10 пин ытла çын пурăну вырăнĕсем
2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне
Воронеж 848,0 Бобров 20,1
Борисоглебск 66,6 Анна 19,5
Россошь 62,0 Поворино 17,8
Лиски 54,8 Придонской 17,0
Нововоронеж 35,6 Грибановский 16,7
Острогожск 32,3 Сомово 13,6
Бутурлиновка 26,2 Богучар 13,4
Павловск 25,7 Таловая 13,1
Семилуки 24,4 Кантемировка 12,6
Новая Усмань 22,5 (2003) Эртиль 12,1
Калач 20,3

Халăх[тӳрлет]

Воронеж облаçĕн халăх йышĕ 2008 çулхи кăрлач, 1 тĕлне 2 280,4 пин çын пулнă. Çав шутра хулара — 1 436,3 пин çын (63 %), ялсенче — 844,1 пин çын (37 %).

Воронеж хула тăрăхĕнче — 920,9 пин çын (2007), çав шутра хула халăхĕ — 883,6 пин çын (95,9 %), ял халăхĕ — 37,3 пин çын (4,1 %). Çав шутра Воронежра — 840,7 пин çын.

Воронеж облаçĕн демографи кăтартăвĕсем[тӳрлет]

Кăтарту (çын) 2002 г. 2005 ç. 2006 ç.
Çуралнисем 19 043 19 417 19 257
Вилнисем 45 031 43 639 41 806
Халăх ӳкĕмĕ -25 988 -24 222 -22 549
Килнисем 33 705 33 903 32 313
Кайнисем 28 962 30 727 30 951
Халăх миграци ӳсĕмĕ 4 743 3 176 1 362
Пур ӳсĕм (ӳкĕм) -21 245 -21 046 -21 187

Тĕрлĕ халăх йышĕ[тӳрлет]

Халăх Йышĕ 2002 çулта, (*)
Вырăссем 2 239 524
Украинсем 73 716
Хăш халăхлăхне кăтартман 11 857
Эрменсем 8 813
Белоруссем 5 013
Чикансем 4 779
Азербайджансем 4 177
Тутарсем 3 486
Турккăсем 3 436
Нимĕçсем 1 958
Чеченсем 1 815
Чăвашсем 1 705
Грузинсем 1 704
Еврейсем 1 475
Молдавансем 1 400
Мордвасем 1 217
1000 ытла çынлă халăха кăтартнă

Административлă-территори пайланăвĕ тата вырăнти хăй тытăмлăхĕ[тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет]

  • 1934 çулта облаç 84 района пайланнă: Алексеевский, Алешковский, Аннинский, Архангельский, Березовский, Бобровский, Богучарский, Бондарский, Борисоглебский, Буденновский, Бутурлиновский, Вейделевский, Верхнекарачанский, Верхнемамонский, Верхнехавский, Воробьевский, Воронцовский, Гремяченский, Грязинский, Давыдовский, Данковский, Добринский, Добровский, Дрязгинский, Елань-Коленовский, Елецкий, Жердевский, Задонский, Земетчинский, Землянский, Инжавинский, Калачеевский, Кантемировский, Кирсановский, Козловский (Мичуринский), Коротоякский, Краснинский, Лебедянский, Левороссошанский, Лев-Толстовский, Липецкий, Лискинский, Лосевский, Михайловский, Мордовский, Моршанский, Мучкапский, Нижнедевицкий, Никитовский, Никифоровский, Новокалитвянский, Новоусманский, Новохоперский, Ольховатский, Острогожский, Павловский, Панинский, Песковский, Петропавловский, Пичаевский, Подгоренский, Покрово-Марфинский, Ракшинский, Раненбургский, Рассказовский, Репьевский, Ржаксинский, Рождественскохавский, Ровеньский, Россошанский, Сампурский, Семилукский, Сосновский, Становлянский, Староюрьевский, Таловский, Тамбовский, Токаревский, Уваровский, Усманский, Хлевенский, Шаталовский, Шехманский и Щучинский.

1935 çулта тата 44 района туса хунă: Алгасовский, Белогорьевский, Боринский, Варейкисовский, Ведугский, Водопьяновский, Волчковский, Воскресенский, Гавриловский, Глазковский, Грачевский, Грибановский, Дегтянский, Евдаковский, Избердеевский, Красивский (Красновский), Ладомировский, Ламской, Лысогорский, Меловатский, Октябрьский, Писаревский, Платоновский, Полетаевский, Полянский, Радченский, Рудовский, Садовский, Соседский, Терновский, Токайский, Троекуровский, Трубетчинский, Уколовский, Уметский, Хворостянский, Хоботовский, Хохольский, Хреновской, Чибисовский, Чигольский, Шпикуловский, Шульгинский тата Юрловский.

  • 1937 çулта Варейкисовский, Воскресенский, Данковский, Добровский, Ламской, Лебедянский, Лев-Толстовский, Октябрьский, Раненбургский, Сосновский, Старо-Юрьевский, Троекуровский тата Трубетчинский районĕсене Кисан облаçе шутне кĕртнĕ; Алгасовский, Бондарский, Гавриловский, Глазковский, Дегтянский, Земетчинский, Избердеевский, Инжавинский, Кирсановский, Красивский, Лысогорский, Мичуринский, Моршанский, Никифоровский, Пичаевский, Платоновский, Покрово-Марфинский, Ракшинский, Рассказовский, Рудовский, Сампурский, Соседский, Тамбовский, Уметский, Хоботовский тата Юрловский — Тамбов облаçĕ шутне; Елецкий, Задонский, Краснинский, Становлянский тата Чибисовский — Орёл облаçĕ шутне — кĕртнĕ.
  • 1938 çулта çĕнĕрайонсене йĕркеленĕ: Абрамовский, Голосновский, Каменский, Козловский, Лимановский, Талицкий, Туголуковский, Шапкинский тата Эртильский.
  • 1939 çулта Волчковский, Жердевский, Каменский, Мордовский, Мучкапский, Полетаевский, Ржаксинский, Токаревский, Туголуковский, Уваровский, Шапкинский, Шехманский, Шпикуловский тата Шульгинский районĕсем Тамбов облаçне кĕнĕ. 2 çĕнĕ района туса хунă: Каширский тата Синеляпиговский.
  • 1941 çулта Байчуровский тата Старокриушанский районсене, 1944 — Дмитряшевский тата Поворинский районсен йеркеленĕ. 1946 çулта Дрязгинский района Молотовский ята куçарнă. 1949 çулта Борисоглебский района пăрахăçланă.
  • 1954 çулта Алексеевский, Буденовский, Вейделевский, Ладомировский, Никитовский, Ровеньский, Уколовский тата Шаталовский районсем Белгород облаçне куçнă; Боринский, Водопьяновский, Грачевский, Грязинский, Дмитряшевский, Добринский, Липецкий, Молотовский, Талицкий, Усманский, Хворостянский тата Хлевенский — Липецк облаçне хушăннă; Алешковский, Байчуровский, Верхне-Карачанский, Грибановский, Козловский, Новохоперский, Песковский, Поворинский, Полянский тата Терновский — Балашов облаçне кĕнĕ; Богучарский, Кантемировский, Михайловский, Писаревский тата Радченский — Каменск облаçне куçарнă.
  • 1957 çулта Балашов облаçĕнчен Воронеж облаçнеçак районсене панă: Алешковский, Байчуровский, Верхнекарачанский, Грибановский, Новохоперский, Песковский, Поворинский, Полянский тата Терновский, Каменск облаçĕнчен Воронеж облаçне Богучарский, Кантемировский тата Михайловский районĕсене куçарнă. Çав çултах Белогорьевский, Лимановский, Меловатский, Садовский, Синеляпиговский тата Токайский районĕсене пăрахăçланă.
  • 1959 çулта Абрамовский, Ведугский, Каширский, Новокалитвянский, Песковский, Полянский, Старокриушанский тата Чигольский районĕсене пăрахăçланă. Левороссошанский района Нововоронежский ята куçарнă. 1960 çулта Алешковский, Байчуровский, Воронцовский, Голосновский, Рождественско-Хавский тата Хреновской районĕсене пăрахăçланă. Тепĕр çултан Давыдовский тата Коротоякский районсене пăрахăçланă, Борисоглебский района çĕнĕрен туса хунă. 1962 çулта Лосевский тата Щучинский районсене пăрахăçланă. Тепĕр çултан 22 района: Архангельский, Березовский, Бобровский, Верхнекарачанский, Верхнемамонский, Верхнехавский, Воробьевский, Гремяченский, Евдаковский, Елань-Коленовский, Землянский, Кантемировский, Михайловский, Нижнедевицкий, Нововоронежский, Новохоперский, Ольховатский, Петропавловский, Поворинский, Репьевский, Терновский тата Эртильский туса хунă.
  • 1964 çулта Кантемир тата Тернов районĕсене, 1965 çулта — Бобровский, Верхнехавский, Нижнедевицкий, Новохоперский, Ольховатский, Петропавловский, Рамонский, Репьевский тата Эртильский районĕсене туса хунă. 1970 çулта Верхнемамонский тата Поворинский районĕсене, 1973 çулта — Каменский, 1977 çулта — Воробьевский тата Каширский — районĕсене йĕркеленĕ.
  • 2006 çулта вырăнти тытăмлăх йышăнăвĕпе Борисоглеб районе пăрахăçланă, анчах та çакна федераци влаçĕ çирĕплетмен, района çавншкалах хăварнă.

Хальхи лару-тăру[тӳрлет]

Паллă вырăнĕсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Воронеж облаçĕ