Цитрин

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Цитрин
Citrin cut.jpg
Якатнă цитрин кристаллĕ
Формула SiO2
Хутăш Fe3+, (Al Li)4+, (Al H)4+
Сингони Тригональ
Тĕс Сарă тĕслĕрех
Йĕр тĕсĕ Шурă
Янкăрлăх Тăрă
Хытăлăх 7
Тачăлăх 2,65 г/см³

Цитри́нминерал, çурма хаклă чул, кварцăн тĕсĕ. Ячĕ лат. citrus — сарă лимон тĕслĕ. Çутă лимон тĕсĕнчен янтарь-пыл тĕсне çити. Тăрă.

Цитрин тата аметист хутăшла тĕслĕрех кристалсене аметрин теççĕ.

Хими тата физика пахалăхĕсем[тӳрлет]

Кремни икйӳçекĕ (SiO2), тригональлĕ сингони.

Çĕр айĕнчи управĕсем[тӳрлет]

Çутçăнталăкра цитринсем кварцăн урăх тĕрлĕхĕсенчен сайрарах тĕл пулаççĕ. Вĕсене Бразилире (Баия, Гояс, Минас-Жерайс), Мадагаскарта, АПШ-ра, Испанире, Францире, Шотландире, Раççейре (Уралра тата Казахстанра тупăшлаççĕ.

Ĕлкӳ тата хысаклав[тӳрлет]

Тĕрлĕ тĕсĕсем[тӳрлет]

Ювелиры тăтăшах ылтăнлăрах сарăх цитринсене «ылтăнлăрах топаз», хăмăртарах сарăх цитринсене — «испан топазĕсем» теççĕ. Якатнă цитрин сăрă сĕмĕпе топазăн хăшпĕр тĕслĕхĕсем пекрех курăнать. Топаз вара цитринран хытăрах, плеохроизм енĕпе, тачăлăхпа вăйлăрах, çыпăçулăх пур.

Хăш чухне аметист-цитрин кварцĕн Аметрин кристаллĕсем пулаççĕ, уйрăм ярăмлă цитринпа аметистăн кристаллĕсем.

Суя-цитринсем[тӳрлет]

Ытларах сутăнакан цитринсем — ăсталанă тĕтĕмлĕ кварцсем.

Кăсăк фактсем[тӳрлет]

Смитсон институтĕнче 2258 карат йывăрăшлă якатнă цитрин упранать.

XIX — ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче ылтăнпа цитринран харпăр ĕç хучĕсене тата харпăр çырăвĕсене пичетлесе хума усă курнă.

Каçăсем[тӳрлет]