Контент патне куҫ

Çаран марисем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çаран марисем
Хальхи вырнаҫӑвӗ тата йышӗ

Пурӗ: 400 пине яхăн çын
Раҫҫей Федерацийӗ Раҫҫей Федерацийӗ: 400 пине яхăн çын.

Чӗлхе çаран-тухăç мари (мари), вырăс
Тӗн православи, мари халăхĕн тĕнĕ
Кӗрет 

марисем

Царевококшайск уесĕнчи Çаран Сорокан мари çемьи. XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ.

Çаран марисем (Çурçĕр-тухăç марисем; çаран мари Олык марий) — марисен чи йышлă этно-лингва ушкăнĕ.

Çаран марисен йышĕ 400 пине яхăн çын, ытларах Мари Элре (294,3 пин çын) тата Киров облаçĕнче (20 пине яхăн çын) пурăнаççĕ.

Çаран марисем этноним мари чĕлхине вырăссенчен килнĕ. Вырăссен ĕлĕкрен пыракан йăлипе, Атăлăн сулахай çыранĕнче пурăнан халăха çаран çыннисем тенĕ.

Этнографи группи IX—XVI ĕмĕрсенче Мăн Кокшагапа Вятка хушшинче пурăнакан марисенчен уйрăмла чăмăртаннă. Унăн никĕсне Ветлуга-Вятка хушшинче вырнаçнă, хăйсене юханшыв ячĕпе идентификациленĕ пĕрлешӳсем хунă. Темиçе ĕмĕр юнашар-пĕрле пурăнса, удмуртсемпе тата комипе, çаплах тутарсемпе, чăвашсемпе тата вырăссемпе çыхăнусем тытнă май туçи марисенчен урăхларах, уйрăмах чĕлхере, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕнче, кулленхи пурнăçра, чун хавалĕпе, менталитетпе, пулса кайнă.

XIV—XV ĕмĕрсенче Ылтăн Уртари, Хусан ханлăхĕнчи администраци çаран марисем хушшинче, хуçалăхра, кулленхи культурăра çыхăнусене усă курса политикăра, экономикăра хăйĕн витĕмне сарас шутпа вĕсене 3 администрациллĕ-фискаллă территорие (даруга) — Галица, Алат тата Ар — йĕркеленĕ. Кашнине çĕрпӳ-вулăсне пайланă, вĕсенче территорири микрогруппăсем пурăннă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

    Литература

    [тӳрлет | кодне тӳрлет]
    • Энциклопедия Республики Марий Эл / отв. ред. Н. И. Сараева.- Йошкар-Ола, 2009.- С.522-523