АККОНД
Курӑнакан калӑплав
АП «АККОНД» — раççей кондитер хапрăкĕ, Чăваш Республикин чи малти предприятисенчен пĕрри, Шупашкар хулин чи пысăк преприятисенчен пĕрри.[1] тата Раççейри 199 системă тăвакан организацисен шутне кĕрет.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарти кондитер хапрăкне, халĕ УАП «АККОНД», 1943 çулхи çурла уйăхĕнче йĕркелесе янă.
2018 çулта Мускавра «Продэкспо – 2018» проектĕнче «Чи лайăх çимĕç» курав-конкурсра Гран-при çĕнтерсе илнĕ[2]
Пĕрлехи кăтартусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хапрăк пĕçерсе кăларакан продукцин ассортименчĕ 400 ытла ятран иртет. Раççейре пĕр çакăнта çеç çемçе чăмлав карамельне хатĕрлеççĕ.
Кондитер япалисене Раççей Федерацин регионĕсене тата 20 ютçĕре ăсатаççĕ:
- Чăваш Ен — 26 %,
- Мускав тата Мускав облаçĕ — 11,4 %,
- Челепи облаçĕ — 7 %,
- Тутарстан — 5,9 %,
- Киров облаçĕ — 5,2 %,
- Экспорт (Казахстан, Украина, Таджикистан, Греци, Германи[3], Китай[4][5], Канада тата АПШ) — 5,3 %.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Распоряжение Кабинета Министров Чувашской Республики от 28 декабря 2007 г. N 392-р
- ^ Чӑваш кондитерӗсем Мускавран гран-припе таврӑннӑ
- ^ Чăваш канихветне Германире сутаççĕ
- ^ http://chuvash.org/news/10236.html Китайра чăваш канихвечăсемпе сăйланаççĕ
- ^ "Акконд" фирма Китайра лавкка уçнă