Апаш культури
Апаш культури бронза ĕмĕрĕ | ||||
Географи регионĕ | Раççей Варри, Атăлçи | |||
---|---|---|---|---|
Тапхăра палăртни | п.эрч. III пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕ — п.эрч. II пинçуллăхăн пуçламăшĕ | |||
Этноссем | арисем | |||
|
Апа́ш культу́ри — п.эрч. III пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнчи — п.эрч. II пинçуллăхăн пуçламăшĕнчи бронза ĕмĕрĕнчи археологи культури (радиоуглерод тĕслĕхĕсемпе — п.эрч. 2140—1740 çç.) Калуга облаçĕнчен Пушкăртстанăн кăнтăр енне çитиччен пулнă культура. Ятне Апаш (Чăваш Ен) ялĕнчен илнĕ, кунта 1925 çулта пĕрремĕш кургансем тупнă.
Тĕпчев ĕçĕсен историйĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăйĕн ятне Апаш (Чăваш республики) ялĕнчен илет, çакăнта 1925 çулта пĕрмĕш куркансене тупнă.
Пулса кайни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăш тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, апаш культури, фатьян культури евĕрех, вăтаднепр культурипе çыхăннă, вăл унăн вырăнти (локаль) пураллă культурăллă варианчĕ пулать. Апаш вилтăприсенче европаевĕрлĕ сарлака ĕренкĕллĕ пурăнакансене чавса кăларнă. Этнос енчен апаш халăхĕ арисем шутне кĕреççĕ, çак пĕтĕмлетӳсене авалхи индисен «Ведисемпе» пĕрпеклĕхĕсем тата археологипе антропологии[1] хыпарĕсем çирĕплетеççĕ.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кургансенче эрешленĕ тăм савăт-сапа, пăхăр тата кĕмĕл капăрлăхсем тупса палăртнă.
Апашсен культурин паллă элеменчĕ — утсене (лашасене) пăхса усрасси. Вĕсем колесница[2] тума пултарнă. Чултан, пăхăртан тата килти тата тискер выльăх шăммисенчен ăсталанă ĕç хатĕрĕсем сунар, выльăх-чĕрлĕх усрани тата çĕр ĕçлени пирки пĕлтереççĕ. Апашсем пĕрмĕшсем Уралти тĕсĕллĕ металсен управĕсемпе ус курма тытаннă [3].
Апаш культурин пурăну вырăнĕсене Уралçире çеç тупнă.
Апаш йăхĕсем кăвайтпа Хĕвел культне (Сăртăш евĕр) çав тери пăхăнса тăнă.
Андрон культурипе хутшăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурнăç йăлисемпе апашсем андрон культурин йăхĕсене çывăх шутланаççĕ. Кăнтăр Урал апашĕсем тухăç кӳршисемпе — андронсемпе — тачă хутшăнусем тытса пынă. Апашсем андрон йăхĕсенчен тăм савăчесене илемлетмелли хăш тĕррисене «кивçенленĕ». Çавăн пек савăтсене Метевтамак вил тăприне чавса тупнă. Апаш культурин хăш уйрăмлăхĕсем андронсене куçаççĕ. Çапла ĕнтĕ нумай апаш металл капăрлăхĕсене андрон палăкĕсенче палăртаççĕ. [1] 2006 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ..
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 2003.
J. P. Mallory, "Abashevo Culture", Encyclopedia of Indo-European Culture, Fitzroy Dearborn, 1997.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш Енĕн историйĕ |
|
---|---|
Чăваш Енĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Хунсен империйĕ (434 — VI ĕмĕр) • Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ (VII ĕмĕр) • Хасар хаканлăхĕ (650—969) • Атăлçи Пăлхар (X ĕмĕр — 1240) • Ылтăн Урта (Пăлхар улусĕ) (1240 — 1438) • Хусан ханлăхĕ (1438 — 1552) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Вырăс патшалăхĕнче |
Хусан патшалăхĕ (1552 — 1708) |
Чăваш Енĕн территорийĕ Раççей империйĕ йышĕнче | |
Чăваш Ен РСФСР (ССРП) йышĕнче | |
Чăваш Ен РФ йышĕнче |
Чăваш Республики (1992-па) |
Раççей археологийĕ |
||
---|---|---|
Чул ĕмĕрĕ | ||
Палеометалл эпохи | ||
Малтанхи тимĕр ĕмĕрĕ | ||
Вăтам ĕмĕрсем | ||
<references> ҫинче асӑннӑ «Крым» ятлӑ <ref> тэгпа умӗнхи текстра усӑ курман. |
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Ӑнлантарусенче йӑнӑш пур страницӑсем
- Археологи культурисем, алфавитпа
- Раççейри археологи культурисем
- Пушкăртстанри археологи культурисем
- Европăри археологи культурисем
- Азири археологи культурисем
- Индоевропейсем
- Чăваш Енĕн историйĕ
- Пушкăртстан историйĕ
- Воронеж облаçĕн историйĕ
- Липецк облаçĕн историйĕ
- Калуга облаçĕн историйĕ
- Европа бронза ĕмĕрĕнче
- Ази бронза ĕмĕрĕнче