Вале (кантон)
Валé (çаплах Валлис; фр. Valais, ним. Wallis, итал. Vallese, ромш. Vallais, франс-пров. Valês) — иккĕ чĕлхеллĕ (пурăнан 62,8 % халăхĕ франс чĕлхипе, 28,4 % нимĕç чĕлхипе пуплет) Швейцарин кăнтăр-анăçĕнчи кантонĕ. Администраци центрĕ — Сьон хула. 321 732 çын пурăнать (9-мĕш вырăн кантонсем хушшинче; 2012 ç. хыпарсем).
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лаптăкĕ — 5224 км² (3-мĕш вырăн, кантонсем хушшинче).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантон с1815 çулта Швейцари Конфедерацин пайĕ пулса тăнă, XVII ĕмĕртенпе Вале кантон пайĕн территоринче Çиччĕ Теçетке Республики пулнă, вăл çиччĕ общинăн пĕрлешĕвĕ шутланнă.
Пурăнан халăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Нимĕçле тата франсла калаçакан швейцарсем пурăнаççĕ. Нимĕç чĕлхипе 28,4 % пурнан çын (ытларах Гомс, Тухăç Рарон, Бриг, Анăс Рарон, Лойк, Сьер тăрăхсем, Эренс тăрăхăн çурçĕр анклавĕ), франс чĕлхипе 62,8 % пурнан çын (ытларах Монти, Сен-Морис, Мартиньи, Энтремон, Конти, Эрен, Сьон тăрăхсем) пуплеççĕ, итал чĕлхи 2 % ытларах халăхшăн тăван чĕлхе пулать. Ытти 6,8 % урăх чĕлхесемпе пуплет. Тĕн енĕпе — католиксем, çаплах протестантсем те пур — 6 %.
Администрациллĕ пайланăвĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантон 14 тăрăха пайланать:
- Бриг (Brig)
- Гундис (Gundis)
- Энтремон (Entremont)
- Гомс (Goms)
- Эринг (Ering)
- Лёк (Leuk)
- Мартинах (Martinach)
- Монти (Monthey)
- Остлих-Рарон (Östlich Raron)
- Санкт-Мориц (Saint-Maurice)
- Сидерс (Siders)
- Ситтен (Sitten)
- Фисп (Visp)
- Вестлих-Рарон (Westlich Raron)
Патшалăх тытăмлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Саккун тăвакан орган - Мăн Канаш (Grand Conseil), ĕçтăвакан орган — Патшалăх Канашĕ (Conseil d’État), апелляци инстанци сучĕ — кантон сучĕ, пĕрремĕш инстанцири судсем — тăрăхри судсем.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял хуçалăх Валĕн паллă отраçлĕ пулать, уйрăмах шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетеççĕ, сĕт-çу тупăшлаççĕ. Эрех промăçлăхĕ Швейцарире чи пысăкки шутланать. Валĕре Клезон-Диксенс гидрокомплексĕ ĕçлет, вăл Швейцарин электроэнергин тăваттăмĕш пайне тăвать.
Паллă вырăнсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вале кантонĕн официаллă сайчĕ (фр.) (ним.)
- Туристическая организация кантона 2004 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.
- Photo database 2004 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Швейцари географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Швейцари кантонĕсем |
||
---|---|---|
Аргау | Аппенцелль-Аусерроден | Аппенцелль-Иннерроден | Базель-Штадт | Базель-Ланд | Берн | Вале | Во | Гларус | Граубюнден | Женева | Золотурн | Люцерн | Невшатель | Нидвальден | Обвальден | Санкт-Галлен | Тичино | Тургау | Ури | Фрибур | Цуг | Цюрих | Шаффхаузен | Швиц | Юра |