Контент патне куҫ

Тургау

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Тургау
ним. Thurgau; фр. Thurgovie; итал. Turgovia; ромш. Turgovia
Герб
Герб
Патшалăх Швейцари ялавĕ Швейцари
Статус Кантон
Администраци центрĕ Фрауэнфельд
Йĕркеленĕ вăхăт 1291
Официаллă чĕлхесем нимĕç
Пурăнан халăх 256 213 çын
Йышлăх 258,57 çын/çм² (9-мĕш вырăн)
Лаптăк 3212,1 çм²
Тинĕс
шайĕнчи çӳллĕшĕ
 • Максималлă çӳллĕ вырăн

Тургау карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ CET (UTC+1, çулла UTC+2)
ISO 3166-2 кочĕ CH-TG
Автом. номерĕсен кочĕ TG
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ту́ргау[1] (ним. Thurgau; фр. Thurgovie; итал. Turgovia; ромш. Turgovia) — Швейцарин çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă нимĕç чĕлхиллĕ кантон. Администраци центрĕ — Фрауэнфельд хула. 256 213 çын пурăнать (кантонсем хушшинче 13-мĕш вырăнта; 2012 çулăн хыпарĕсем).

Чи малтанах Тургау ячĕпе питĕ пысăк облаçе палăртнă, унăн территорийĕ Фирвальдштет кӳллинчен Боден кӳллине çити, Рейсс юханшывĕнчен Рейна çити сарăлса выртнă. IX ĕмĕрте Тургау ландграфлăх пулса тăнă, унăн йышĕнчен Цюрихгау, каярах Ури, Швиц, Цуг, Аппенцелль тата Санкт-Галлен уйрăлаççĕ. 1264 çулта Тургау Габсбургсене лекнĕ. 1460 çулта ăна Швейцари ярса илнĕ.

Кантон 1803 çулта швейцар конфедерацин пайĕ пулса тăнă.

1841 çулта Романсхорнра мăн гаване туса пĕтернĕ , çакна пула хула регионра япала куçарассин чи пысăк çыххи пулса тăнă — унчен Утвиль пĕчĕк хула çак статуса тытса тăнă. Утвиль ӳнерçĕсемпе поэтсемпе чаплă.

Диссенхофен тăрăхĕ ытти Тургауран пĕтĕмпех татăклă вырнаçнă. 1800 çулчен хула Шафхаузен кантоне кĕнĕ.

Альтенклинген керменĕне виççĕ хутчен аркатнă, çапах та ăна каллех хăпартнă.

Администрацилле пайланни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Администрациллĕ пайланни.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн 5 тăрăха пайланать:

  • Промăçлăх: апат-çимĕç, хими, текстиль, механика, атă-пушмак.
  • Ӳнер ремеслисем.
  • Ял хуçалăх: улма çимĕçĕ, пахча çимĕçĕ, иçĕм çырли.
    • Выльăх ĕрчетни: сысна ĕрчетни, шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетни.
  • Тивĕçтерӳ сфери. Туризм.

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вилен хула. Тургау.
  • Чаплă рецепт — пĕвертен пĕçернĕ клецки (Тургау);
  • Фрауэнфельд (Ватă хула, Сăв. Николай чиркĕвĕ, XVI ĕмĕрти ратуша, Бернерхаус, Истори музейĕ);
  • Иттинген;
  • Нуссбаумри чиркӳ;
  • Зонненберга керменĕ;
  • Вайнфельден;
  • Хагенвиль керменĕ;
  • Арененберг;
  • Боденское кӳлли.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Географический энциклопедический словарь: географические названия / Ред. А. Ф. Трёшникова. — 2-е изд., доп.. — М.: Советская энциклопедия, 1989. — 210 000 экз. — ISBN 5-85270-057-6