Контент патне куҫ

Граубюнден

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Граубюнден
ним. Graubünden, итал. Grigioni
ромш. Grischun, фр. Grisons
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх Швейцари ялавĕ Швейцари
Статус Кантон
Администраци центрӗ Кур
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1803
Официаллӑ чӗлхе Нимĕç, Романш, Итал
Пурӑнан халӑх 193 920 çын
Йышлӑх 27,29 ҫын/км² (26-мĕш вырăн)
Лаптӑк 7105,2 км²
Тинĕс
шайĕнчи çӳллĕшĕ
 • Максималлă çӳллĕ вырăн

Граубюнден карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ CET (UTC+1, çулла UTC+2)
ISO 3166-2 кочӗ CH-GR
Автом. номерӗсен кочӗ GR
Сайт
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Граубю́нден е Гризо́н (ним. Graubünden, итал. Grigioni (ломб. Grisun), ромш. Grischun, фр. Grisons) — Швейцариин кăнтăр-аңăç енчи кантон. Администраци центрĕ — Кур хула. 193 920 çын пурăнать (14-мĕш вырăнти кантон; 2012 ç. хыпарĕсем).

Лаптăкĕ — 7105 км² (кантонсем хушшинче 1-мĕш вырăнта).

Рим тĕнчене тытса тăнă тапхăрта Граубюнден Рецин пайĕ шутланнă. Халăхсен куçăвĕ çак çĕре кăштах çеç çапăннă; чĕлхе те, вырăнти халăх та упранса юлнă. VI ĕмĕрте Реция франксен аллине лекнĕ; Аслă Карл астулра чухне темиçе графлăха вакланнă, Х ĕмĕрте Алемания çумне хушăннă, майĕпен нумай тĕнче тата хакал облаçĕсене пайланнă, вĕсенчен чи пысăкки Кур епископлăхĕ пулнă. Кур хулана тата çĕрĕçтеш общинисене панă льготăсене пула патшалăх демократи енĕпе аталанма тытăннă.

Граубюнден кантонĕ политика йĕркеленĕвĕ статусне Вăтам ĕмĕрсенче виç лигă пĕрлешĕвĕ евĕр — общинăсем, феодал çĕрĕсем тата урăх вак çĕрсем пуçтарăннипе пулса тăнă. XIV ĕмĕрте Петĕр епископ свет влаçне Австрие парасшăн тăнă, анчах та общинăсем хирĕç тăнă, вĕсем пĕрлешĕннĕ (Gotteshausbund) те кĕçех епископпа пĕрле влаçа тытма тытăннă. XV ĕмĕрте çак пĕрлешӳ тепĕр ик урăххипе - Тури, е Сăрă (Graue Bund), тата Вунпĕрлĕх (Zehngerichtenbund) - пĕр пулнă.

Администрациллĕ пайланăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Граубюнден тăрăхĕсем тата коммунăсем.

Кантон 11 тăрăха пайланать:

Пурăнан халăх тата чĕлхесем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Граубюнден кантонĕн тата юнашар территорисенчи чĕлхесем

Граубюнден нумай чĕлхеллĕ кантон шутланать. Нимĕç тата итал (тĕрĕсрех галл-итал чĕлхин ломбард калаçăвĕ). Унтах Швейцарин тăваттăмĕш наци чĕлхи — романш чĕлхипе усă кураççĕ.

Чаплă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Граубюнденри ту çинчи айлăм

Кантонра Швейцарири пĕртен-пĕр Наци Паркĕ вырнаçнă. Кантонра çаплах паллă Давос курорт пур.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]