Золотурн (кантон)
Зо́лотурн (ним. Solothurn, фр. Soleure, итал. Soletta, ромш. Soloturn) — Швейцарин çурçĕрĕнче вырнаçнă нимĕç чĕлхиллĕ кантон. Тĕп хула — Золотурн. 259 283 çын пурăнать (12-мĕш вырăнта, кантонсем хушшинче; 2012 ç.). Доля иностранцев в населении кантона составляет 19,7 % [1] (на август 2012), безработица составляет 2,7 % [2] (чӳк, 2012). Кантон 1986 çулта мĕнпур халăх сасăланипе йышăннă та 1987 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕртнĕ конституципе пурăнать.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лаптăкĕ - 791 км² (16-мĕш вырăнта, кантонсем хушшинче). Чи çӳллĕ вырăнĕ Hasenmatt тăвĕ (1445 метр).
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Золотурн чи малтанах римсен Vicus пулнă. 1344 çулта патшалăх-хула пулса тăнă, кайран территорине сарнă. Каярах кантон 1481 çулта Швейцари конфедерацин пайĕ пулса тăнă. 17-18 ĕмĕрсенче Золотурн кантонĕнче аристократ тытăмлăхĕ тытса пынă. 1798 - 1830 çулсенче майĕпен демократизаци тата либерализаци процесĕсем пынă.
Администрациллĕ пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантон 10 тăрăха пайланать:
Демографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантонри халăх йышлăхĕ - 325 çын пĕр тăваткал километр çине. Халĕ Золотурн çак параметр виçипе 7-мĕш вырăнта.
Çул | Пурăнан халăх |
---|---|
1850 | 69 674 |
1900 | 100 762 |
1950 | 170 508 |
2000 | 246 121 |
2008 | 254 444 |
2010 | 256 888 |
Чĕлхесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кантонăн официаллă чĕлхи — нимĕç. Шкулсенче пиллĕккĕмĕш класран пуçласа акăлчан чĕлхине вĕрентеççĕ.
Экономика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Деникенре Швейцарин тăваттă атом электростанцисенчен пĕрри — Gösgen Nuclear Power Plant — вырнаçнă. Госген çĕршыври электроэнергин вуннăмĕш пайне тăвать. Золотурн электроэнергине экспорта ярать.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Bestand der ständigen ausländischen Wohnbevölkerung nach Wohnkanton und Ausländergruppe Ende August 2012 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ. (PDF; 11 kB). Abgerufen am 17. Dezember 2012.
- ^ Die Lage auf dem Arbeitsmarkt – November 2012 2013 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ. (PDF). Vom 6. Dezember 2012. Abgerufen am 17. Dezember 2012.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Официальный сайт кантона Золотурн (ним.)
- Сайт туристической организации Золотурна 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. (ним.)
Ку Швейцари географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
[кăтартмалла] Швейцари кантонĕсем |
---|
[кăтартмалла] Золотурн кантонăн тăрăхĕсем — Solothurn |
---|