Контент патне куҫ

Нидвальден

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Нидвальден
ним. Nidwalden; фр. Nidwald; итал. Nidvaldo; ромш. Sutsilvania
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Швейцари ялавĕ Швейцари
Статус Кантон
Администраци центрĕ Штанс
Йĕркеленĕ вăхăт 1291
Официаллă чĕлхесем Нимĕç, Романш, Итал
Пурăнан халăх 41 584 çын
Йышлăх 150,61 çын/çм² (18-мĕш вырăн)
Лаптăк 276,1 çм²
Тинĕс
шайĕнчи çӳллĕшĕ
 • Максималлă çӳллĕ вырăн
 • Чи лутра вырăн


 2901 м
Нидвальден карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ CET (UTC+1, çулла UTC+2)
ISO 3166-2 кочĕ CH-NW
Автом. номерĕсен кочĕ NW
Сайчĕ
{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице

Ни́двальден[1][2] (ним. Nidwalden; фр. Nidwald; итал. Nidvaldo; ромш. Sutsilvania) — Швейцарин варринчи çурмакантон[3]. Администраци центрĕ — Штанс хула. 41 584 çын пурăнать (22-мĕш вырăнта кантонсем хушшинче; 2012 ç. хыпарĕсем).

Нидвальден Швейцарин центрĕнче вырнаçнă. Çурçĕр енче унăн çĕрĕсем Фирвальдштет кӳлли патне тухаççĕ, ытти таврашĕнче ту хырçисем хупăрланнă. Кантон территорийĕ — 276,1 км² (22-мĕш вырăнта кантонсем хушшинче), вĕсенчен 40 % яхăн çĕрĕсенче ял хуçалăх ĕçĕсене йĕркеленĕ е пурăнаççĕ. Вăрмансем кантонăн виççĕмĕш пайне йышăнаççĕ, кантонăн чĕрĕк пайĕ усă курма юрăхсăр (тусем е пăрлаксем).

Кантон, кӳршĕлле Обвальденпа пĕрле, швейцар конфедерацине 1291 çулта кĕнĕ.

Пурăнан халăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2007 çул тĕлнелле кантонра 4046 ютçĕр çынĕ (10 %) пурăнать. Кантонра 50,9 % арçын тата 49,1 % хĕрарăм регистрациленĕ. 2000 çулта 75,6 % пурăнан çын рим католикĕ, 11,9 % — реформаци чиркĕвĕнче. Халах йышлăхĕ 2005 çулхи раштав уйăхĕнче 144,3 çын пĕр на км2 çитнĕ. Халăхăн чылайрахăшĕ (2000 çул) нимĕçле (92,5%) калаçать, 1,4% — итальянла тата 1,2% — серб-хорватла.

XX ĕмĕрчен Нидвальденре ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Шултра мăйракаллă выльăха ĕрчетнĕ, ашпăша тата сыра экспорта, ытларах çурçĕр Италие янă. Анчах та XIX ĕмĕрĕн варринчен тытăнса экономикăра суту-илӳ, промăçлăх тата туризм çӳлти шайне хăпарнă. Кантонăн чылай ĕçпе тивĕçтерекенни швейцар авиатăвакан компани — Pilatus Aircraft. Штаб-хваттерĕ Штанс коммунинче вырнаçнă.

Юлашки çулсенче Нидвальденре пурăнма та, ĕçлеме те кăмăллă пулса пырать: налуксем те çăмăлтараххипе те, Цюрихпе Милан хушшинче вырнаçнипе те, ял вырăнлăхĕ илемлĕ пулнипе те.

Администрацилле пайлану

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Нидвальден общинисем

Кантон 11 коммунăна пайланать:

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нидвальденри чи палли Штансерхорн ту тăрри, çавăнта çаврăнакан ресторан пур, унтан вара Фирвальдштет кӳллипе тата темиçе ту тăррисемпе (Юнгфрау, Мёнх тата Эйгер) илленсе ларма пулать. Штанзерхорн çине туристсене фуникулёр хăпартать.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — ПКО «Картография». : ОниксШаблон:Публикаци/страницы — ISBN 978-5-85120-295-7 (Картография). — ISBN 978-5-488-02609-4 (Оникс).
  2. ^ Словарь географических названий зарубежных стран / яв. редактор А. М. Комков. — 3-мĕш кăл., хуш. хат.. — М.: Недра, 1986.
  3. ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — ПКО «Картография». : ОниксШаблон:Публикаци/страницы — ISBN 978-5-85120-295-7 (Картография). — ISBN 978-5-488-02609-4 (Оникс).