Васильева Галина Сергеевна
Курӑнакан калӑплав
![](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/commons/thumb/5/5f/Disambig_gray.svg/20px-Disambig_gray.svg.png)
![Васильева Галина Сергеевна](http://upload.wikimedia.org/wikipedia/cv/4/42/Vasileva_G_S.jpg)
Васильева Галина Сергеевна, — балет артистки. 1947 çулхи çурла уйăхĕн 14 Шупашкарта çуралнă.
1970 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ артистки, 1980 çулта Чăваш АССРăн халăх артистки ячĕсене тивĕçлĕ пулнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Галина Васильева 1958-1966 çулсенче А.Я. Ваганова ячĕпе хисепленсе тăракан Ленинградри хореографи училищи çумĕнчи пĕрремĕш чăваш балет студиĕнче ăс илнĕ. 1966 çултанпа вăл Чăваш кĕвĕ театрĕн (халĕ оперăпа балет театрĕ) солистки пулнă.
Партиĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сарпике, Анита ("Арçури");
- Эльпике ("Чудесная вышивальщица");
- Одетта-Одилия, Маша, Жизель, Китри, Лиза ("Тщетная предосторожность");
- Ева ("Сотворение мира");
- тата ыттисем.