Яклашкин Морис Николаевич
Морис Яклашкин | |||||
Тĕп хыпар | |||||
---|---|---|---|---|---|
Çуралнă чухнехи ят | Морис Николаевич Яклашкин | ||||
Çуралнă вăхăт | 1947, çурла, 4 | ||||
Çуралнă вырăн | Чутей ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР | ||||
Патшалăх | ССРП РФ | ||||
Профессисем | XX - XXI ĕмĕрсенчи СССР, Раççей дирижёрĕ, мусăк педагогĕ | ||||
Ушкăнсем | Чăваш патшалăх симфони капелли | ||||
Парнесем |
|
Яклашкин Морис Николаевич (1947, авăн, 4, Чутей ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР çур.), — хор дирижёрĕ, педагог, профессор (1999), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданĕ[1].
Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1989), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1992), Чăваш Републикин патшалăх парнин лауреачĕ (1997).
Чăваш патшалăхĕн академи симфони капеллин пултарулăх ертӳçи.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1947 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче çуралнă.
Канаш педагогика училищине, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн кĕвĕпе педагогика факультетне, Чулхулари консерваторине (1982, А. А. Лемединский класĕ) вĕренсе пĕтернĕ.
Морис Яклашкинăн пултарулăхĕ Чăваш Патшалăх телерадиовĕн хорĕпе çыхăннă. Хорта вăл 1977 çултанпа хормейстер пулса ĕçлет, 1986 çултанпа пултарулăх ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ пулнă. 1992 çулта вăл хор Чăваш патшалăх академи капелли ятне тивĕçет. Хăйĕн хорĕпе нумай хулана çитсе курнă: Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Тĕмен, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, Ижевск, Ĕпхӳ. Çаплах Венгрире тата Чехословакинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
М. Н. Яклашкин профессор тăрăшнипе 2005 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йышĕнчи ӳнер кафедрине ӳнер факультечĕ шайне хăпартнă. Халĕ çак факультет Чăваш Республикинче мусăк пултарулăхĕн наци кадрĕсене хатĕрлес ĕçре пĕрремĕш мусăк вĕренӳ керменĕ шутланать.
2007 çулта Хусанти Н. Г. Жиганов ячĕллĕ патшалăх консерваторинче Раççей, Казахстан тата Тутарстан халăх артисчĕ Ф.Ш.Мансуров профессор класĕнче «опера-симфони дирижирĕ» ăсталăха туянса вĕренсе тухнă.
Халĕ Морис Яклашкин Шупашкарти кĕвĕ училищинче тата Чăваш педагогика университетĕнче композиципе педагогика факультечĕнче хор дисциплинисене вĕрентет.
Пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕтĕм Союзри радио валли Яклашкин ертсе пынă хор 200 ытла юрă çырнă. Чăваш мусăкĕн аудио- тата грамçырнисене (пĕтĕмĕшле шăрантару 2 сехет) Пĕтĕм Союзри «Мелодия» тата ХАО «Русский диск» фирмăсем хатĕрленĕ. Яклашкин ертсе пынă хор çырнă 1000 яхăн хайлав Чăваш радиовĕпе телекурав фончĕсенче упранаççĕ. Капелла Чăваш патшалăх капелли Пĕрлешӳсен çурчĕн колонна залĕнче, Мускав патшалăх П. И. Чайковский ячĕллĕ Консерваторин Пысăк концерт тата Рахманинов залĕсенче, «Россия» тата Гнесинсен ячĕллĕ мусăк академин, Композиторсен тĕп çурчĕн, А.А. Фадеев ячĕллĕ Литераторсен çурчĕн концерт залĕсенче, «Мускав кĕрĕ» (выр. Московская осень), «Раççей мусăкĕн панорами» (выр. Панорама музыки России) мусăк фестивалĕсене хутшăннă.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Яклашкин Морис Николаевич
- Морис Яклашкин 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тухтăр пулас вырăнне дирижера çаврăннă Яклашкин çитмĕл çул тултарнă
- Минкультуры Чувашии поздравляет дирижера, народного артиста России Мориса Яклашкина с юбилеем
Ку дирижёр пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Тăвай районĕнче çуралнисем
- Чăваш Енре çуралнисем
- «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн медалĕпе чысланисем
- Раççей Федерацин халăх артисчĕсем
- Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Дирижёрсем пирки вĕçлемен статьясем
- Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕсем
- Халĕ пурăнакансем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕсем
- 1947 çулта çуралнисем
- Çурлан 4-мĕшĕнче çуралнисем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Дирижёрсем, алфавитпа
- Чăваш дирижёрĕсем
- Раççей дирижёрĕсем
- ССРП дирижёрĕсем