Контент патне куҫ

Иванов Виталий Петрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Виталий Петрович Иванов
Çуралнă вăхăт: 1952, çĕртме, 3
Çуралнă вырăн: Вишнёвка ялĕ, Пишпӳлек районĕ, Пушкăрт АССР, СССР
Ăслăх сфери: этнографи
Альма-матер: ЧПУ (1976); СССР ĂА этнографи институчĕ (аспирантура, 1980)
Чыславсемпе парнесем


Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2008); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ăслăх, техника); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ӳнер, литература (2006). «Тăван Çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕхĕн» 2 степеньлĕ орденĕн медалĕ

Виталий Петрович Иванов (1952, çĕртме, 3, Вишнёвка ялĕ, Пишпӳлек районĕ, Пушкăрт АССР, СССР) — этнограф, патшалăх ĕçченĕ, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ[1] [2].

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2008); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ăслăх, техника); Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (2001, ӳнер, литература (2006). «Тăван Çĕршыв умĕнчи тивĕçлĕхĕн» 2 степеньлĕ орденĕн медалĕ

1952 çулхи çĕртмен 3-мĕшĕнче Пушкăрт АССР йышне кĕрекен Пишпӳлек районĕнчи Вишнёвка ялĕнче çуралнă.

Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче (1976) аслă пĕлӳ илнĕ, СССР ĂА этнографи институтĕнче аспирантурăра (1980) вĕренсе тухнă.

1981–92 çулсенче Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ăсчах-секретарь, археологи тата этнографи уйрăмĕн ертӳçи, директорăн çумĕ (ăслăх ĕçĕпе), 1997-па – ертӳç-ĕçтеш, 2006–15 – ăслăх тĕп ĕçтешĕ, 2013-па — этнологи тата социум тĕпчевĕсен уйрăмĕн ертӳçи.

1993–96 çулсенче Чăваш Республикин культура тата нацисен ĕçĕн министрĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

Ăслăх-тĕпчев ĕçĕсенчи тĕп тĕлĕшĕсем: чăвашсен генезисĕ, этносăн кунçулĕ, вырнаçни тата этнодемографи, хальхи этнос процесĕсем, чăваш диаспорин этнокультурине упрани тата аталанни, социум-политика процесĕсен аспекчĕсем, ЧР нацисем хушшинчи хутшăнусем.

Тухтăр диссертацине 2005 çулта «Расселение и численность чувашей в России: историческая дина­мика и региональные особенности» темăпа хӳтĕленĕ.

Халĕ - К.В. Иванов ячĕллĕ историпе культорологи фондĕн директорĕ.

Ăслăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

170 ытла ăслăх ĕçне, çав шутра 25 монографипе брошюрă çырнă.

Паллăраххисем:

  • Чуваши: этническая история и традиционная культура. М., 2000 (в соавт.);
  • Чувашский костюм от древности до современности. М. – Ч. – Оренбург, 2002 (в соавт.);
  • Этническая география чувашского народа: историческая динамика численности и региональные особенности расселения. Ч., 2005;
  • Чуваши: история и культура. В 2-х томах. Ч., 2009 (в соавт.); Этническая история чувашского народа. Ч., 2010;
  • Образование Чувашской автономии: предпосылки, проекты, этапы. Ч., 2010 (в соавт.);
  • История этнографии чувашского народа. Ч., 2011;
  • Чувашская Республика: социокультурный портрет. Ч., 2011;
  • Чуваши Присвияжья: история и культура. Ч., 2015 (в соавт.).

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Виталий Петрович Иванов : биобиблиогр. указ. / Чуваш. гос. ин-т гуманит. наук ; [сост. Г. Б. Матвеев ; предисл. И. И. Бойко]. – Чебоксары : ЧГИГН, 2012. – 35 с. : ил., портр.
  • Бойко, И. И. Иванов Виталий Петрович : (к 60-летию со дня рождения) / И. И. Бойко // Чуваш. гуманит. вестн. – 2012. – № 7. – С. 220-224.
  • Иванов, В. П. Виталий Иванов: «Хотя бы на полшага впереди...» / В. П. Иванов ; [беседовал] А. Леонтьев // КИЛ. – 2012. – № 1. – С. 54-99 : фот.
  • Иванов Виталий Петрович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 67-68.
  • Иванов Виталий Петрович // Who is Who в России : [биогр. энцикл. успеш. людей России]. – 5-е изд. – Zug, 2011. – С. 899.
  • Матвеев, Г. Б. Иванов Виталий Петрович / Г. Б. Матвеев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 87-88.
  • Никонова, Л. И. [Чувашский этнос] / Л. И. Никонова // Чуваш. гуманит. вестн. – 2006. – № 1 (июль-дек.). – С. 211-214.
  • Признание заслуг // Совет. Чувашия. – 2008. – 19 марта. – С. 1.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]