Матросов Юрий Петрович
Юрий Матросов | |
![]() | |
Çуралнă чухнехи ят: | Матросов Юрий Петрович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1947 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Çĕньял Чурачăк ялĕ, Шупашкар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
Вĕренӳ: | Шупашкарти ӳнер училищи |
Паллă ĕçсем: | «Застольная», «Çемье», «Материнство», «Ял туйĕ», «Йывăр çулсем», «Кĕтӳ таврăнать», «Чăваш хĕрарамĕ», «Питмеçĕр çырмисем хĕвел аннă чухне», «Вăрмана сыхлав музейĕ» (Шăмăршă мехвăрхуç), «Чăваш Енĕн тăван ене тĕпчекен музейĕ», «Космонавтика музейĕ» (Шуршăл), «Çеçпĕл мишши музейĕ», «К. Иванов çурт-музейĕ» (Слакпуç ялĕ) |
Парнесем: | Чăваш АССР К. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни, Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парне |
Чыславсем: | Чăваш халăх ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи |
Матросов Юрий Петрович (1947 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕ çур.) — Чăваш халăх ӳкерçи, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи[1].
Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1947 çулхи нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Çĕньял Чурачăк ялĕнче çуралнă. 1954-1963 çулсенче Курак Чурачăкри саккăр класлă тата Мăн Мамăшри вăтам шкулсенче вĕреннĕ.
1963-1965 çулсенче Ишлейри пысăк вольтлă аппаратура савутĕнче инструмент слесарĕ пулнă, çамрăк ĕçтешсен Ишлейри вăтам шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ.
1965-1970 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ӳнер-графика факультетĕнче ӳнер çыравĕн вĕрентӳçи пулма вĕреннĕ. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
1972-1980 çулсенче «Чăвашялхуçпроект» институчĕн проектировщиксен ертӳçи вырăнĕнче вăй хунă. 1973 çулта Атăл тăрăхĕнчи республика-облаçсенчи çамрăк ӳкерçĕсен тăрăхри куравне хутшăннă.
1982-1987 çулсенче – РСФСР ӳнер фондчĕн Чăваш АССРĕнчи пултарулăх производство комбиначĕн проект ӳкерçи тата тĕп ӳкерçи.
1986 çулта ăна СССР Ӳкерçисен пĕрлешĕвне илнĕ.
1985 çулта Чăваш краеведени тата Шуршăлти краеведени музейĕсене шал енчен илемлетнĕшĕн Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премине тивĕçнĕ. 1989-1990 çулсенче Пушкăрт республикинчи Слакпуçĕнчи К.В.Иванов музейне тăвас ĕçе пысăк тӳпе хывнăшăн ăна «Пушкăрт АССРĕн тава тивĕçлĕ ӳкерçи» хисеплĕ ята панă.
1994 çултанпа – Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп ӳкерçи. Тутарстанри Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлевăн мемориаллă музейĕн проекчĕн авторĕ тата ăна пурнăçлакан ертӳçи.
1999 çулта Николай Сидоров драматургăн «Хӳхĕм хĕрĕн хӳхлевĕ» трагедине ӳнер тĕлĕшĕнчен илемлетнĕшĕн вăл Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх драма театрне тĕпрен юсас ĕçе те дизайн-проектпа реконструкци авторĕ пулса хутшăннă.
Юрий Матросов ăçта ĕçлесен те хăйĕн ӳнер пултарулăхне ӳстерсе пынă.
Вăл Мускавра, Хусанта, Чĕмпĕрте, Нефтеюганскра, Нижневартовскра, Чулхулара, Ӗпхӳре, Раççейĕн ытти хулисенче, Германире ирттернĕ куравсене хутшăннă.
Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Юрий Петрович хăйĕн тăван ялĕпе — Çĕньял Чурачăкпа — çыхăнăва нихăçан та татман. Ашшĕн килне пăрахман, çуркунне-çулла ялан унта, çĕрне пăхса тăрать. Çавăнпа пулĕ унăн «Хĕллехи кун», «Хĕвел аниччен», «Кĕтӳ анать», «Сухара», «Ачалăхра» ӳкерчĕксенче, ытти ĕçĕсенче тăван ялĕ, выляса-чупса ӳснĕ урамсемпе тавралăхĕ лайăх сăнарланнă.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Матросов, Ю. П. Юрий Матросов : Живопись. Графика. Сценография. Художественное проектирование. Прикладное искусство : [кн.–альбом] / Юрий Матросов ; [текст Ю. Викторова и др.]. – Чебоксары : Чувашия, 2005. – 111 с. : цв. ил., фот., портр. – (Художники Чувашии).
- Матросов, Ю. П. Сăнарсене пурнăçра шырать / Ю. П. Матросов ; Н. Иванова калаçнă // Хресчен сасси. – 2000. – 18 янв.
- Филиппова, Л. 50 çул вăл – паллă çул / Л. Филиппова // Хыпар. – 1997. – 13 нарăс.
- Чикмякова, С. Илемлĕх туйăмĕ ан çухалтăр / С. Чикмякова // Çĕнтер- çулĕ (Вăрнар р–нĕ). – 2006. – 20 çу. – С. 5.
- Эктел, В. Чи тĕплĕ роль / В. Эктел // Хыпар. – 1997. – 12 нарăс.
- Викторов, Ю. Дизайнер, живописец, сценограф / Ю. Викторов // Чăваш ен. – 1997. – 8–15 февр. (№ 6). – С. 9.
- Викторов, Ю. Один из ведущих дизайнеров / Ю. Викторов // Тăваньен (Шупашкар р–нĕ). – 1997. – 8 нарăс.
- Матросов, Ю. Юрий Матросов : «Я – миллионер» / Ю. Матросов ; записала А. Юрату // Чебоксар. новости. – 2001. – 7 апр. – С. 3.
- Театральный роман художника // Чебоксар. новости. – 1997. – 13 февр.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Матросов Юрий Петрович Архивленĕ 12 Нарӑс уйӑхӗн 2017 çулта.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тăван Ен хаçатра кăларса тухнă Матросов çинчен статья Архивленĕ 27 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премин лауреачĕсем |
|
---|---|
Ушкăнсем | |
Пайăр çынсем |
Агаков Леонид Яковлевич (1967) • Збанацкий Григорий Олиферович (1967) • Григорьева Нина Ильинична (1967) • Хирбю Григорий Яковлевич (1967) • Морева Татьяна Григорьевна (1976) • Васильев Александр Георгиевич (1987) • Галкина Валентина Митрофановна (1968) • Воробьёв Алексей Александрович • Емельянов Анатолий Викторович (1975) • Краснов Георгий Васильевич • Орлов Георгий Фёдорович • Заломнов Пётр Дмитриевич • Захаров Виталий Николаевич • Матросов Юрий Петрович • Серёгина Ольга Витальевна • Айташ Юрий Григорьевич • Трощенко Владимир Николаевич • Григорьев Николай Данилович (1970) • Афанасьев Порфирий Васильевич (1982) • Сементер Юрий Семёнович (1983) • Хусанкай Пётр Петрович (1969) • Хусанкай Атнер Петрович (1989) • Ювенальев Юрий Ювенальевич • Кондратьев Михаил Григорьевич • Захаров Виталий Николаевич • Краснов Георгий Васильевич • Туркай Валерий Владимирович • Чураков Владимир Дмитриевич • Смолин Анатолий Семенович • Чекушкин Владимир Иванович (1984) • Асамат Светлана Васильевна (1989) • Сарпи Раиса Васильевна (1987) • Быков Борис Петрович • Кудаков Юрий Дмитриевич • Мадуров Фёдор Иванович • Филиппов Орест Иванович • Павлов Пётр Васильевич • Иванов Иван Геннадьевич (1983) • Матросов Юрий Петрович (1986) • Шалунов Евгений Петрович (1978) |
Чăваш Республикин патшалăх премин лауреачĕсем (1993 çултанпа) |
|
---|---|
Краснов Николай Герасимович (1993) • Чиндыков Борис Борисович (1993) • Трофимов Алексей Александрович (1994) • Димитриев Василий Димитриевич (1994) • Сизов Петр Владимирович (1995) • Васильев Александр Георгиевич (1996) • Яклашкин Морис Николаевич (1996) • Федотов Михаил Романович (1996) • Исмуков Николай Аверкиевич (1997) Денисов Петр Владимирович (1997) • Кураков Лев Пантелеймонович (1997) • Яковлев Валерий Николаевич (1998) • Сидоров Николай Иванович (1998) • Григорьев Юрий Павлович (1998) • Матросов Юрий Петрович (1998) • Большаков Геннадий Арсеньевич (1998) • Алексеев Григорий Алексеевич (1999) • Егоров Юрий Дмитриевич (1999) • Филиппов Виталий Владимирович (1999) • Новиков Виктор Георгиевич (1980) • Максимов Михаил Валериевич (1999) • Ярыгин Владимир Павлович (1999) • Афанасьев Порфирий Васильевич (2000) • Иванов Виталий Петрович (2000) • Димитриев Василий Димитриевич (2000) • Николаев Василий Васильевич (2000) • Гражданкин Юрий Александрович (2000) • Матвеев Евгений Алексеевич (2000) • Архипова Мария Андреевна (2000) • Викторов Юрий Васильевич (2001) • Федоров Ревель Федорович (2002) • Кондратьев Михаил Григорьевич (2003) • Андреева Татьяна Павловна (2004) • Бадамсамбуу Баяраа (2004) • Васильева Галина Сергеевна (2004) • Серегина Ольга Витальевна (2004) • Федорова Валентина Васильевич (2004) |