Изборск клубĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Избор клубĕ
Изборский клуб
Тăван ячĕ Изборский клуб
Йĕркеленĕ вăхăт авăн, 2012
Хутшăнакансен шучĕ 27
Ертӳç Александр Андреевич Проханов
Официаллă сайт www.izborsk-club.ru

«Избо́рск клубĕ» — паллă экспертсен (ытларах консерватизм ăнланăвĕллĕ, пĕрпĕрлĕхĕ[1]). Раççей Федерацин тулаш тата шалти политикине тĕпчет.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Клуба раççей интеллектуалĕсем 2012 çулхи авăн уйăхĕнче Изборск хулан 1150 çулне уявланă чухне Псков облаçĕн кĕпернетĕрĕ А. А. Турчак пулăшнипе йĕркеленĕ. Председателĕ пулма А. А. Проханов çыравçăна, ĕç тăвакан секретарĕсем пулма — В. В. Аверьянова тата А. А. Нагорныя суйланă[2]. Унăн шутне Владимир Путин РФ президенчĕ майлă ультраконсерватизм флангĕ кĕрет [3].

Ятне Псков облаçĕнчи Эстони чиккипе юнашар Изборск ялĕнне илнĕ, кунта пĕрремĕш канашлăвĕ иртнĕ[4]. Кайран калаçусене, официаллă информаципе килĕшӳллĕ, Екатеринбург, Чĕмпĕр, Санкт-Петербург, Сарăту, Брянск, Белгород, Тулă, Калуга, Омск, Чулхула, Ăренпур, Донецк хуласенче, Якутире, Крымра, Дагестанра иртернĕ. Çаплах тĕлпулусем Днестрçумĕнче, Сирире, Сербире, Китайра, Иранра пулнă.

2013 çултанпа Избор клубĕ пĕр ятлă журнала кăларать, тиражĕ — 1200 экземпляр.

2015 çулта клуб коммерцилле мар организацисем валли президент грантне (10 млн руб.) тивĕçнĕ Проект шухăшĕпе организаци Вырăс тĕнчи мĕнне ăнлантарса парать[5].

Клуб пайташĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Клуб пĕлтернипе, унăн пайташĕсем[6]:

(Председатель çумĕсем)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]