Йăнтăрччă
|
Йăнтăрччă, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял.
Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
![]() |
Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 676 çын, çав шутра 342 арçын, 334 хĕрарăм пурăннă[2].
Тавралăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ял тăрăхĕнче çак çырмасем пур: Назарка, Тарăн вар, Киремет, Шарла, Тенеял шарли, Ялук Иванĕ çырми, Пуш, Учук, Павар çырми, Учук тăвайкки.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1710 çулхи çырав тăрах ку ялта 25 çын шутланнă. 1858 çул тĕлне вара хуçалăхсен йышĕ 45-е çитнĕ, пурĕ 489 çын пурăннă.
Ял халапĕпе пысăк çулсем хĕрринче вырнаçнă ялсенчи çынсем вĕсенчен куçса аяккарах кайса ларнă. Çулсем тăрăх çӳрекенсем чăваш ялĕсене час-часах кĕрсе çӳренĕ, мĕн кирлĕ çавна илсе кайнă. Паллах ку чăвашсене килешмен, вĕсем пысăк çулсенчен аяккарах пурăнма кăмăлланă.
Йăнтăрччă ялĕ шăпах пысăк çул хĕрринче ларнă. Иртсе каян дворянсем чăвашсене тепĕр стана çитмешкĕн 12 лаша таран уйăрса пама хушнă. Ял çыннисемшĕн ку питĕ йывăр пулнă — вĕсем вăрман еннелле куçа пуçланă.
Хаяр Иван (Иван Грозный) Хусана харçăпа кайнă чухне çакă паллă — вăл Йăнтăрччă ялĕ урлă иртнĕ. Çулĕ Шур çул ятлă пулнă. Çул херринче шурă тăм пулнă, çавна май çул ятне çапла панă та. Ял çывăхĕнче Хăрушă Иван патша хушнипе унăн çарĕ юман каснă тет.
Яла 1692 çулта Узенко Индырчев тутар никĕсленĕ тет. Чи малтан вăл Шарла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă, каярах вара çĕн вырăна куçнă тет.
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Архивленĕ 27 Ҫурла уйӑхӗн 2016 çулта.
- Чăваш энциклопедийĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăвай районĕн пурăнакан вырăнĕсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Тăвай ялĕ Ялсем: Амалăх • Анаткас Тушкил • Вăрманхĕрри • Вăтаяль • Вырăс Нăрваш • Енĕш Нăрваш • Чӳкçырми • Йăнтăрччă • Кармал • Кĕрше • Кивĕ Пуянкасси • Кивĕ Элпуç • Киччĕ • Кушкă • Лачкасси • Мучар • Нӳшкасси • Октябрь • Сăхăтпуç • Çăлпуç • Çĕнĕ Ишпуç • Çĕнĕ Пуянкасси • Çĕнçырма • Тăрмăш • Тенеяль • Тĕмер • Турикас Тушкил • Улянкă • Ураскасси • Чутей |