Кĕрше
|
Кĕрше, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял. Вăта юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.
Ку сăмахăн урăх пĕлтерĕшĕсем: кĕрше (пулă)
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Статьян çак пайне халлĕхе çырман. Википедине хутшăнакан ĕмĕчĕпе, çак вырăнтаятарлă пай.
Эсир çак пая çырса проекта пулăшма пултаратăр. |
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 163 çын, çав шутра 74 арçын, 89 хĕрарăм пурăннă[2].
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку яла XVII ĕмĕрте вырăссем никĕсленĕ. 1746 çулта вĕсем И. Жуков (ун çине 33 хуçалăх ĕçленĕ), П. Лукошков (73 хуçалăх)тата П. Лукошков (49 хуçалăх) помещиксен аллинче шутланнă. 1770 çултанпа вара ку вырăнта çак помещиксем пурăннă: Л. Болтин (ун çине 19 хуçалăх ĕçленĕ), И. Лукошков (75 хуçалăх), П. Лукошков (73 хуçалăх).
Авал яла кунта Смоленск-Богородск чиркĕвĕ ларнăран Богородски ятпа чĕннĕ. Кĕрше ячĕ вырăс Гришка ятĕнчен пулса кайнă. 1866 çулта кунта 67 кил пулнă, вĕсенче 606 çын пурăннă.
Смоленск-Богородск чиркĕвне 1853 çулта Александр Акчурин помещик пулăшнипе туса лартнă. Чиркӳ çурчĕн никĕсĕ чултан пулнă, хăй вара — йывăçран. Тăррине тимĕрпе витнĕ пулнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ял историйĕ
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем(ĕçлемен каçă)
- Чăваш энциклопедийĕ
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăвай районĕнчи пурăна вырăнсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Тăвай ялĕ Ялсем: Амалăх • Анаткас Тушкил • Вăрманхĕрри • Вăтаяль • Енĕш Нăрваш • Йăнтăрччă • Кĕрше • Кармал • Кивĕ Пуянкасси • Кивĕ Элпуç • Киччĕ • Кушкă • Лачкасси • Мучар • Нăрваш Сали • Нӳшкасси • Октябрь • Сăхăтпуç • Çăлпуç • Çĕнçырма • Çĕнĕ Ишпуç • Çĕнĕ Пуянкасси • Тăвай • Тăрмăш • Тĕмер • Тенеяль • Турикас Тушкил • Улянкă • Ураскасси • Чутей • Чӳкçырми |