Тăвай
Тăвай
|
Тăвай, — сала. Чăваш сăмахĕсенчен: ту, ай (айĕ). 1935 çултанпа Чăваш Енĕн Тăвай районĕн администраци вырнаçнă вырăн. Ытти районсемпе тытăмсене Канаш хули урлă тытаççĕ. Канаш хулинчен 25 çухрăмра вырнаçнă. Шупашкартан 104 çухрăмра вырнаçнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
1999 çулăн пуçламăшĕнче Тăвай салинче 3,8 пин çын пурăннă. Ял варринче ик-виç хутлă çуртсем лараççĕ. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 3151 çын, çав шутра 1532 арçын, 1619 хĕрарăм пурăннă[2].
Ялта вăтам пĕлӳ паракан шкул, ача-пăча ӳнер шкулĕ, Хусанти технологи университечĕн техника лицейĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вуза хатăрлекен центрĕ, Чăваш патшалăх пудагогика университечĕн педагогика класĕ вырнаçнă. Çавăн пекех краеведени музейĕ, 2 библиотека, Культура çурчĕ пур. Чăваш чĕлхи çинче «Ял ĕçченĕ» хаçат тухса тăрать.
Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Малтан ял çавăн пекех Архангельское тата Тăвай Тимеш ятпа паллă пулнă. Тимеш ячĕпе Тăвай 1565 çултанпа паллă. Ку вăл ялăн пĕрремĕш ячĕ пулнă. XV - ХVI ĕмĕрсенче çапла Хусан ханлăхĕнче ял ячĕ калаçăва кĕнĕ. XVII ĕмĕр варринче ял çыннисем кăнтăралла куçма пуçланă. Çапла Тăвай районĕнчи Элексей Тимеш, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш (Тăвай Тимеш) ялĕсем пуçланса кайнă. Чăваш Енре Тимеш ятлă 10 ял тарин пур.
Ялăн иккĕмĕш ячĕ — Архангельское. Иван IV патша Атăлçи халăхĕсене Христос тĕнне кĕртессине пуçарса янă хыççăн чăвашсене те тĕне кĕртме тытăннă. 1720-1722 çулсенче Пётр I патша та темиçе хушу кăларнă ку тĕлпе. 1740 çултан вара правительство ĕçе пĕтĕм вăйпа пуçарăннă. Вĕсем халăха вăйпа кӳлĕсене кĕртнĕ, хĕрес тыттарса вырăс ятсене панă. Çавăн пекех чиркӳсем хăпартнă. 1757-1759 çулсенче Тăвайра чиркӳ хăпартнă. Вал чиркӳ ячĕнчен, Михаил Архангела халаланнăскертен, ял ячĕ те улшăннă.
Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Тăвайри чул палăкĕсем
- Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗнче — ҫыхнӑ тум тӑхӑннӑ пуканесем
- Чăваш Ен пурăнан вырăнсем Архивленĕ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2018 çулта.
- Чăваш энциклопедийĕ
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
![]() |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
Тăвай районĕн пурăнакан вырăнĕсем |
|
---|---|
Администраци центрĕ: Тăвай ялĕ Ялсем: Амалăх • Анаткас Тушкил • Вăрманхĕрри • Вăтаяль • Вырăс Нăрваш • Енĕш Нăрваш • Чӳкçырми • Йăнтăрччă • Кармал • Кĕрше • Кивĕ Пуянкасси • Кивĕ Элпуç • Киччĕ • Кушкă • Лачкасси • Мучар • Нӳшкасси • Октябрь • Сăхăтпуç • Çăлпуç • Çĕнĕ Ишпуç • Çĕнĕ Пуянкасси • Çĕнçырма • Тăрмăш • Тенеяль • Тĕмер • Турикас Тушкил • Улянкă • Ураскасси • Чутей |