Контент патне куҫ

Кĕçĕн Таяпа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кĕçĕн Таяпа
Ялав Герб
Ялав Герб
ПатшалăхРаççей
Федераци субъекчĕЧăваш Ен
Муниципаллă районЕлчĕк районĕ
Ял тăрăхĕ Кĕçĕн Таяпа
Координатсем55°12′59″ с. ш. 47°58′11″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕчăвашсем
Конфесси йышĕправославсем
Вăхăт тăрăхĕUTC+4
Телефон кочĕ+7 83549
Почтă индексĕ429387
Автомобиль кочĕ21, 121
ОКАТО кочĕ97 255 825 001
Кĕçĕн Таяпа (Раççей)
Точка
Кĕçĕн Таяпа (Чăваш Ен)
Точка

Кĕçĕн Таяпа, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 12 çухрăра вырнаçнă. Пурĕ ялта 319 кил.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 626 çын, çав шутра 295 арçын, 331 хĕрарăм пурăннă[1]. 2000-мĕш çулсем пуçламĕшĕсенче 909 çын пурăннă. Ялта икĕ хутлă шкул пур.

Ялта Кĕсĕн Таяпа ял администрациĕ вырнаçнă.

В.Д.Дмитриев чăваш ăсчахĕсем шухăшĕпе, Кĕçĕн Таяпа, Мăн Таяпа пекех, XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Кунта вăл вăхăтра Сĕве уесĕнчи Князь-Аклычевск сотньăран тарса килнĕ. Дмитриев «Хусан кĕпернин ведомăçĕсем» (1856 çулхи №38,39) хаçатра С. Мельников пичетленĕ материал каласа парать. Ваттисем асилнипе, Кĕçĕн Таяпа Мăн Таяпаран уйрăлса тухнă.

Халапсем тăрăх Ураскилт çарпуçĕ Хусана илнĕ чухне (1552) хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Çавăншăн ăна IV-мĕш Иван патша çĕрсем халалланă. Ураскилт вара Мăн Таяпана никĕсленĕ. Тепĕр халап тăрăх Кĕçĕн Таяпана унăн кĕçĕн ывăлĕ Игдеси хывнă.

Çĕрсемшĕн Кĕçĕн Таяпа çыннисем Кĕçĕн Елчĕк, Мăн Елчĕк, Тӳскел ял çыннисемпе вăрçнă.

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]