Кадикин Сергей Николаевич
Курӑнакан калӑплав
| Сергей Кадикин | |
| Çуралнă чухнехи ят: | Кадикин Сергей Николаевич |
|---|---|
| Çуралнă вăхăт: | 1950 çулхи утăн 3-мĕшĕ, |
| Çуралнă вырăн: | Ленинград, РСФСР, СССР |
| Вилнĕ вăхăт: | 2011 çулхи акан 7-мĕшĕ |
| Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики, РФ |
| Жанр: | театр ӳкерçи |
| Паллă ĕçсем: | “Мусăкçă”, “Çӳрекенсем”, “Клоун”, “Вăйă”, “Ăсату” |
| Чыславсем: | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи |
Сергей Николаевич Кадикин (1950 çулхи утăн 3-мĕшĕ, Ленинград – 2011 çулхи акан 7-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Пушкăрт Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи [1].
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1950 çулхи утăн 3-мĕшĕнче Ленинградра çуралнă. Чылай хушă Чăваш патшалăхĕн пукане театрĕнче тĕп ӳкерçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ, Чăваш Енĕн ӳкерçĕсен пĕрлешĕвĕн правленинче секретарь пулса тăрăшнă, Шупашкарти ача-пăчасен 2-мĕш № ӳнер шкулĕнче ĕçленĕ.
Совет Союзĕнчи, Раççейри , Чăваш Енри куравсенче ĕçĕсене кăтартнă.
Паллă ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]“Мусăкçă”, “Çӳрекенсем”, “Клоун”, “Вăйă”, “Ăсату”
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Кадикин Сергей Николаевич 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.