Контент патне куҫ

Николаев Владислав Владимирович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владислав Николаев
Çуралнă чухнехи ят: Николаев Владислав Владимирович
Çуралнă вăхăт: 1954, çу, 7
Çуралнă вырăн: Сĕлескер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР
Пулса тухни: çĕр ĕçтешĕ
Гражданлăх: ССРП
Вĕренӳ: И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППИ
Стиль: ювелир, геральдика ӳнерĕ
Чыславсем: «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орден
Хисепсем: Чăваш Республикин тава тивĕслĕ ӳкерçи (1997 ç.), Чăваш Республикин халăх ӳкерçи (2011 ç.), , Чăваш Республикин Патшалăх премийĕ (2007)

Владислав Владимирович Николаев (7.3.1954, Сĕлескер (выр. Сюлескер), Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — совет, раççей ювелирĕ, медальерĕ, геральдисчĕ, Чăваш Республикин кăкăрçи паллисене тунăскер, РФ ӲП пайташĕ, ЧР геральдикĕсен комиссин пайташĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Чăваш Республикин халăх ӳкерçи.

В. В. Николаев 1954 çулхи пушăн 7-мĕшĕнче чăваш-вырăс çемьинче, Çĕрпӳ районĕнчи Сĕлескер ялĕнче. Çичĕ çул тултарсан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Шупашкара пурăнма куçнă. Шкулта вĕреннĕ чухне открыткăсене, вак укçана, чыславсене, почтă марккисене коллекциленĕ, тĕпченĕ. 1974 çулта, çарти хĕсмете пурнăçласан, Владислав Николаев виçĕ çул БАМ тунă çĕрте, Усть-Илимск ГЭСТайшет хушăра ЛЭП-500 туртса электромонтажник пулса ĕçленĕ.

1977 çулта ЧППИ ӳнер-графика факультетне (В. Б. Щербаков патĕнче) вĕренме кĕнĕ. Каярах паллă ӳкерçĕсемпе (Н. П. Карачарсков, П. Г. Григорьев-Савушкин тата ур.) паллашнă, вĕсемпе пĕрле темиçе хутчен те этюдсене ӳкерме çӳренĕ. 1980-мĕш çулсен варринче Николаев ювелир ĕçĕпе (çаплах металпа), медальсемпе тата геральдика паллисемпе хăтланма тытăннă.

Паянкун Владислав Владимирович Чăваш Енре малти медальерсем тата декораци-хушма ӳнерçĕсем хушшинче шутланать.

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп хайлавĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Колье «Хмель». 1995.
  • Серебряный знак Почётного члена Союза «Чернобыль». 1996.
  • Знак занесения в Книгу Почёта Союза «Чернобыль». 1996.
  • Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн кăкăрçи палли. 1996.
  • Дарственный ковш «Çул курки — На посошок». 2000. Кĕмĕл, скань, сердолик.
  • «Çĕнтерни 60 çул» декораци вази 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.. 2000 г. (в соавт. с Ю. В. Жульевым). Собр. ЧГХМ, Чебоксары.
  • Чăваш Республики президенчĕн ĕçлĕх тата асăнмалăх палли. 2003.
  • «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕ
  • «Юратупа шанчăклăх» орденĕ. 2010.
  • Паллă мар «Телесериал на Тв3».2017-çу-15.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Ювелирных дел мастер // Советская Чувашия. 3.06 2010.
  • Наталия Титова. При оружии и наградах // Вишнёвый сад. № 7. 2010.