Сверчков Никита Кузьмич
Никита Сверчков | |
Çуралнă чухнехи ят: | Сверчков Никита Кузьмич |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1891 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн: | Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ), Раççĕй империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1985 çулхи утăн 18-мĕшĕ |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Пулса тухни: | çĕр ĕçтешĕ |
Пăхăнулăх: | Раççей империйĕ |
Гражданлăх: | ССРП |
Вĕренӳ: | Хусанти ӳнер шкулĕ, Санкт-Петербургри ӳнер академийĕ |
Стиль: | графика |
Паллă ĕçсем: | "Чăваш автономийĕ пирки пĕлтерни" (1935), "Пĕрремĕш трактор чăваш ялĕнче" (1937), "А.С. Пушкин чăваш ялĕнче", "Хĕр вăрлани". |
Пулăшакансем: | К. Н. Баратынская |
Сĕм янă: | Валерий Семёнов |
Чыславсем: | «Хисеп палли» орденĕ |
Хисепсем: | Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1975 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1981 ç.) Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнеки |
Сверчков Никита Кузьмич (27.1.1891, Енĕш Нăрваш ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) — 18.7.1985, Шупашкар, Чăваш АССР) — ӳкерçĕ, ССРП ӲП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх ӳкерçи (1975 ç.), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1981 ç.), Хĕрлĕ Çăлтăр тата «Хисеп палли» орденĕсен кавалерĕ. Унăн ятне çавăн пекех Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп Кĕнекине çырса хунă[1]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1891 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.
1912 çулта Хусанти ӳнер шкулĕнче пĕлӳ пухнă, 1917 çулта Санкт-Петербургри ӳнер академин аслă ӳнер училищинче вĕренсе тухнă. 1931 çулта çавăн пекех Омскра вырнаçнă чукун çул транспорчĕн инженерĕсен институтĕнче вĕренсе тухнă.
1923-1927 çулсенче Бийск хулинче «Алтай Çăлтăрĕ» хаçатăн секретарĕ, кайран Омскра вырнаçнă М. А. Врубель ячĕпе хисепленсе тăракан ӳнерпе промăçлăх техникумĕнче ректор пулса ĕçленĕ. АХРР Çĕпĕр Анăç филиалĕнче вĕрентнĕ (1928-1931).
1923-1941 çулсенче «Капкăн» журналта ӳкерçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1940-1951 çулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче вĕрентнĕ, 1948-1951 çулсенче Шупашкарти пĕрремĕш ача-пăча ӳнер шкулĕн директорĕ пулса тăрăшнă.
1935-1951 çулсенче Чăваш АССР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулнă.
1985 çулхи утăн 18-мĕшĕнче халăх ӳкерçи Шупашкар хулинче (Чăваш АССР) çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паллă ĕçĕсем:
- "Арăм сăнӳкерчĕкĕ" (1918);
- "Хоровод" (1928);
- "Чăваш автономийĕ пирки пĕлтерни" (1935);
- "Пĕрремĕш трактор чăваш ялĕнче" (1937);
- "Передача колхозу Государственного акта на вечное бесплатное пользование землей" (1937);
- "Хĕр вăрлани" (1938);
- ""Чăваш комсомолĕ" броньăпуйăсĕ" (1943);
- "А.С.Пушкин чăваш ялĕнче" (1950);
- "Чăваш туйĕ" (1967);
- "Юман кати" (1974).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Н. А. Ургалкина, "Никита Кузьмич Сверчков. Жизнь и творчество", Шупашкар, 1983.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Деятели культуры и искусства : Художники и архитекторы : Сверчков Никита Кузьмич 2013 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сверчков Никита Кузьмич
- Чувашская энциклопедия:Сверчков Никита Кузьмич
- Сверчков Никита Кузьмич 2018 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çĕрпӳ уесĕнче çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Википеди:Ӳкерçĕсем пирки Викиампарти капăрлатман статьясем
- Ӳкерçĕсем, алфавитпа
- Чăваш ӳкерçисем
- Чăваш Енĕн ӳкерçисем
- 1891 çулта çуралнисем
- 1985 çулта вилнисем
- Кăрлачăн 27-мĕшĕнче çуралнисем
- Утăн 18-мĕшĕнче вилнисем