Контент патне куҫ

Капăртма

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Грузинсен лавашĕ. Вăл, ытти йышши лавашсемпе танлаштарсан, хулăăмрах, çавăнпа хăйĕн кÿлепипе шăпах чăвашсен капăртмине аса илтерет

Капăртма — çунса тăракан кăмакара (кăмака умĕнче) тата çатма çинче пĕçерекен çĕпре янă чустаран тунă çăкăр. Ăна кăнтарти халăхсен лаваш çакăрĕпе танлаштарма пулать. Анчах та лаваша пĕçермелли меслетсем урăхла тата лешĕн тĕсĕсем те питĕ нумай.

Кунсăр пуçне тата чăвашсен çӳхӳ текеннине палăртмалла. Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха çÿхÿ тата капăртма? Хулăнăшĕпе. Çÿхÿ çÿхерех, капăртма хулăмрах. Çакă, сăмахран, çухĕве пĕçернĕ чухне тепĕр май çавăрса хунипе пулать. Капăртмана вара ун пек çавăрса хумаççĕ тата унăн пичĕ çине çу та сĕреççĕ.

  • Лаваш // Товарный словарь. Том 4 / Гл. ред. И.А. Пугачев. — М.: Госторгиздат, 1958. — Стб. 842—845

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]